Сусăрсен прависене прокуратура хÿтĕлет

26 Чÿк, 2016

Социаллă тата транспорт инфраструктурин обČекчĕсене сусăрсем чăрмавсăр çитееççĕ-и? Шăпах çак ыйтăва халалларĕ те ЧР Прокуратури пĕрремĕш уçă форумне. Вăл юнкун Наци библиотекинче иртрĕ.

Ыйтăва сÿтсе явма форума прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрлех тĕрлĕ ведомство представителĕсем, общество организацийĕн хастарĕсем хутшăнчĕç. Ку тĕлĕшпе республикăра чăннипех те çитменлĕхсем чылаййине каларĕç, вĕсене татса памалли майсене пĕрле шырамаллипе килĕшрĕç.

Форума уçнă май ЧР Прокурорĕ Сергей Легостаев экономикăн паянхи лару-тăрăвĕнче социаллă тата транспорт инфрастуктурин об±екчĕсене сусăрсене те кĕме-тухма пĕтĕм май туса парасси приоритетсенчен пĕри иккенне, ăна пысăк тимлĕх уйăрса граждан обществипе хутшăнса ĕçлемеллине палăртрĕ.

Сергей Валентинович каланă тăрăх, сусăрсемпе ватăсен социаллă прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе кăçал кăна саккуна 322 хутчен пăснă, 156 представлени çырнă. Вĕсене пăхса тухнă май 114 сăпат тĕлĕшпе дисциплинарлă йышăну кăларнă, 23 çынна административлă явап тыттарнă.

Прокурорсем сусăрсене хÿ­тĕленĕ май вĕсене социаллă об±ектсене кĕме-тухма май туса панине, автопарковкăра вырăн уйăрнине те тимлĕ пăхаççĕ. Паян Чăваш Енре 88 пин ытла сусăр пурăнать. Вĕсенчен 3,2 пинĕшĕ хăй тĕллĕн куçса çÿреймест. Прокурорсем вара сусăрсем валли чăрмавсăр тавралăх çуккине тăтăшах палăртаççĕ. Чылай çĕрте пандуссем те йĕркелемен, пуррисем те чылайăшĕ — нормăна пăсса лартнăскерсем.

Тĕрĕссипе, татса паман ыйту чылай. Пандус вĕсенчен — чи ансатти.

— Сусăрсен прависене сывлăх сыхлавĕпе вĕренÿ, культура учрежденийĕсем, суту-илÿ, апатлану предприятийĕсем, çыхăнупа транспорт организацийĕсем те пăсаççĕ: вĕсенче пандуссем, карлăксем, персонала чĕнмелли пускăчсем çук. Прокурор тĕрĕслевĕ хыççăнхи суд йышăнăвне ячĕшĕн çеç пурнăçланă тĕслĕхсем те пур. Республикăри кашни районпа хуларах вĕсем. 2015-2016 çулсенче тĕрлĕ тĕрĕслевпе 275 вырăна çитнĕ. Кашнинче тенĕ пекех саккуна пăснине асăрханă, — палăртрĕ ЧР Прокуратурин федераци саккунне пăхăннине тĕрĕслесе тăракан управленийĕн ертÿçи Ирина Репкина.

Сусăрсен прависене пăснă тĕслĕх, сăмахран, Комсомольски район больницинче те пулнă. Кунта ача-пăча тата çемье тухтăрĕн уйрăмне, администраци çуртне кĕнĕ çĕрте сусăрсене чăрмавсем кĕтнĕ. Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăри психоневрологи интернатĕнче те пандус вырнаçтарман. Кунашкал йĕркесĕрлĕхе Елчĕк район больницинче те асăрханă пакунлисем. Кунта та пандуспа карлăк, ĕçченсене чĕнмелли пускăч пулман.

Çĕмĕрлери районсен хушшинчи прокуратура ĕçченĕсем вара нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакан хĕрарăм, сусăр ача амăшĕ, çуртра пандус вырнаçтарма ыйтса çырнине тивĕçтерменнине палăртнă. Тĕрĕслев хыççăн район администраци пуçлăхĕ ячĕпе представлени çырсан çеç çитменлĕхе пĕтернĕ.

Шупашкарти аэропорт вокзалĕ те малтанах пĕтĕм нормăна тивĕçтермен. Унта хăй тĕллĕн куçса çÿрейменнисем валли пур услови те пулман. Чăрмавсем алăкранах пуçланнă. Сывлăш транспорчĕ çине кĕлетки хускалманнисене лартса-антармалли ятарлă хатĕр те пулман. Директор ячĕпе представлени çырсан çеç пĕтĕмпех йĕркене кĕнĕ.

Кунашкал тĕслĕх темĕн чухлех. Вĕсене Ирина Владимировна темчченех калама пултарать-тĕр.

— Чылай чухне сусăрсем валли майсене ячĕшĕн çеç тăваççĕ. Пĕрре пăхсан пĕтĕмпех йĕркеллĕ пек. Тĕрĕслев ирттерсен вĕсем нормăна тивĕçтерменни палăрать. Чылай чухне тата прокурор хушăвне те ячĕшĕн çеç пурнăçлаççĕ. Кунашкал тĕслĕхе те сахал мар палăртнă, — терĕ Ирина Репкина. Сăмахне çирĕплетсе темиçе тĕслĕх те илсе пачĕ.

Хăш-пĕр вырăнта пандуссем çукки сусăрсемшĕн çеç мар, ача кÿмиллĕ амăшĕсемшĕн те çав тери кансĕррине те каларĕç форумра. Хăш-пĕр организацие çитсен çитменлĕхсем пирки калама тапратсан теприсем тата: «Пирĕн пата кунашкаллисем килмеççĕ», — теме пăхаççĕ-мĕн.

Раççейри Сусăрсен обществин республикăри организацийĕн председателĕ Маргарита Кузьминых сăмах илнĕ май çитес çул хăйне евĕр мониторинг ирттерме палăртнине пĕлтерчĕ. Районсене сусăрсен кÿмипе тухса çÿресшĕн вĕсем. Пандуссем вырнаçтаракансене вĕсемпе хăйсене хăпарса пăхма сĕнесшĕн. Чĕрĕ-сывăскерсем пултарайĕç-и? Хăпарса çитсен кутăн уçăлакан алăкран кĕрейĕç-и?

— Çанталăк пăрлантарнăранпа та йывăрлăхсем тупăнчĕç. Чарăну çывăхĕнче хăйăр сапкаланă-ха, анчах кăштах айккинерех вырнаçнă пандуссем — пăр айĕнче. Унтан епле хăпармалла? Чылай светофор сасă кăлармасть тата. Куç курманнисемшĕн ку та пысăк пăтăрмах, — терĕ Маргарита Павловна.

Сусăрсемшĕн общество тран­спорчĕпе усă курасси çав тери йывăррине шута илсе ытти регионти пек социаллă такси кирли пирки сăмах хускатрĕ вăл.

Транспорт ыйтăвĕпе çыхăннă йывăрлăхсем çинчен Куç курманнисен обществин ертÿçи Юрий Сергеев та каларĕ. Пухăннисем тата ытти тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç. Вĕсене тĕрлĕ ведомствон пĕрле татса памаллипе килĕшрĕç. Ĕç-пуç епле пурнăçланнине прокуратура та сăнасах тăрĕ, куçран вĕçертмĕ. Сергей Легостаев форума пĕтĕмлетнĕ май чи малтанах çынлăх туйăмне сыхламаллине аса илтерчĕ.

Анна НИКОЛАЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.