«Анне çумĕнче ачашланса ÿсмен эпĕ»

26 Чÿк, 2016

Вăрмар районĕн халăх депутачĕсен Канашĕн 1984 çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, 1984 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче çуралнă Августина Семеновăна ача çуртне яма йышăннă. Çапла майпа пĕчĕкскер Çĕмĕрлери «Елочка» ача çуртĕнче 2000 çулчченех пурăннă. Ăна тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисен йышне кĕртсе патшалăх шучĕпе пурăнма ирĕк панă. Анчах...

Ах, çак «анчахсем» Семенова ĕçĕнче темĕн чухлех. Пĕрремĕшĕнчен, ăна тăлăхсен йышне кĕртнĕ-ха, анчах хут çинче ĕç-пуçа вĕçне çитермен. Ун тĕлĕшпе тăлăх статусне официаллă майпа çирĕплетмен. Амăшĕ пепкине ача çуртĕнчех хăварма ыйтса çырнисĕр пуçне урăх нимĕнле хут та çук. Тĕрĕссипе вара хĕрарăма амăшĕн правинчен хăтармалла пулнă. Кун пирки хĕр çитĕниччен нихăш тивĕçлĕ орган та: ача çурчĕ те, хĕр вĕреннĕ 2 училище те — шухăша кайман.

Иккĕмĕшĕнчен, тăлăха вĕренсе пĕтерсен çурт-йĕр черетне тăратасси пирки никам та шухăшламан. Вăл администрацие хăй тĕллĕн кайса ятуллă кĕтесе тивĕçме пултарасса та никам та ăнлантарман. Çавна пулах Августина паян та /2004 çултанпа/ пропискăсăрах пурăнать.

Ача çуртĕнчен тухсан хĕр виçĕ çул Шупашкарти 23-мĕш училищĕре вĕреннĕ, общежитире пурăннă. Вăхăтлăх прописка тунă. Анчах вĕренÿ учрежденийĕ ăна тăлăхсен çурт-йĕр черетне тăратмаллине аса та илмен. Çав вăхăтрах Августина професси пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн иккĕмĕш пуçламăш пĕлÿ илме ирĕк пуррипе усă курса Сĕнтĕрвăрринчи училищĕре çулталăк вĕреннĕ. Анчах кунта та аслисем хĕре пулăшмаллине маннă. Пушшех те, кунтан вăл малтанхи пропискăпах вĕренсе тухнă. Общежитири вăхăтлăх кил ĕмĕрлĕх мар, паллах, пĕр хушăран ăна пропискăран кăлараççĕ. Çавăнтанпа вăл — кил-çуртсăррисен йышĕнче.

Вăхăт вара малаллах шунă. Хĕр 23 урлă та каçнă. Саккунпа килĕшÿллĕн вара ку çула çитиччен тăлăхсен çурт-йĕр черетне тăмалла. Вăхăт иртнĕ — эппин, пурăнмалли кĕтес ыйтăвĕ çук. Анчах Августина кун пирки пачах нимĕн те пĕлмен-çке...

Тĕнче хĕсĕр мар теççĕ. Ырă çынсем пурах. Августинăна ăнланакан, унăн нушине чĕре çывăхне илсе пулăшас текенсем те тупăннă. Вĕсем прокуратурăна ыйту çырма сĕннĕ. Çапла Августина 2010 çулта саккунлăх хуралçисенчен пулăшу ыйтнă. Тивĕçлĕ орган хĕр хутне кĕрсе унăн прависене туллин хÿтĕлеме тытăннă. Тăлăх хĕре, вăл тахçанах 23 çеç мар, 30 урлă каçнă пулин те хваттерпе тивĕçтерме йышăннă.

Тĕрĕслĕхе çиеле кăларма çă­мăлах пулман. Ăна шыраса Семеновăпа прокуратура ĕçченĕсен тĕрлĕ суда темиçе те çитме тивнĕ. Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕн аслă пулăшуçи Людмила Бусова каласа кăтартнă тăрăх, пĕрисем хĕрĕн официаллă майпа тăлăх статусĕ çуккипе ыйтăва тивĕçтермен, теприсем вăл тахçанах палăртнă ÿсĕмрен иртнине çирĕплетнĕ. Анчах ЧР Аслă сучĕ ĕç-пуç çапла çаврăнса тухнинче хĕр айăпĕ çуккине кура ăна пурăнмалли кĕтеспе черетсĕр тивĕçтерме йышăннă.

Каллех — «анчах...»

Аслă суд ку йышăнăва ирт­нĕ эрне пуçламăшĕнче çеç çирĕплетнĕ-ха, çавăнпах Августина хальлĕхе пропискăсăррисен, кил-çуртсăррисен йышĕнчех. Часах çĕнĕ пÿрт ĕçки тăвасса шанса пурăнаканскерĕн шухăш-кăмăлне пĕлме эпир унпа телефонпа çыхăнтăмăр.

Хĕр 2004 çултанпах Мускавра пурăнать. Ун пирки иккĕленмесĕрех пултарулăх çынни темелле. Анчах /каллех çак союзпа усă курми тивет/ кунта та тĕрлĕ йывăрлăх ура хурса пырать-мĕн.

— Чи пысăк нуша — прописка çукки. Çавна пулах йĕркеллĕ ĕçе вырнаçаймастăп та. Кунта килнĕренпе ăçта кăна çитмерĕм-ши: курьер та, секретарь пулăшуçи те, япалапа апат-çимĕç сутуçи те... Организацисем тăрăх çÿресе кĕнекепе савăт-сапа та нумай сĕннĕ, кассирта та тăрăшнă. Халĕ акă кофе хатĕрлетĕп, — тет малтан ÿнерçе, кайран çĕвĕçе вĕреннĕскер.

Мĕншĕн Шупашкарта тĕп­лен­мен-ха Августина? Мĕнле сăлтавпа çĕршывăмăрăн тĕп хулине туртăннă? Пысăк хулара çăмăлрах-мĕн: пропискăсăррисене Шупашкарта ĕçе илмеççĕ, Мускавра ку тĕлĕшпе ансатрах. Апла пулин те пысăк шалуллă ĕçе вырнаçма çук.

— Шупашкарта под±ездра çы­вăрни те пайтах пулнă. Чăннипех те урамра пурăнаттăм. Пĕррехинче тантăшăмсем Мускава чĕн­чĕç. Вĕсем патĕнче хÿтлĕх тупрăм, тара ярса пурăнакан хваттерте ман валли те ăшă кĕтес тупăнчĕ. Паян пĕр пĕчĕк пÿлĕмре пĕчченех пурăнатăп, — тет хăйĕнпе паллаштарса Августина. — Шел, вăл пĕчĕк пулнăран унта ÿкерме çук. Картинăсем çырас тесен ятарлă вырăн кирлĕ. Ку каллех укçа-тенкĕпе çыхăннă.

Ÿкерме вара эпĕ ача чухнех юратнă-мĕн, анчах çакна хам ас тумастăп, воспитательсем каланипе çеç пĕлетĕп. Çав тери нумай картина ÿкертĕм теейместĕп, анчах пур. Хавхалану хумĕ 2014 çулта пырса çапрĕ. Ун чухне пĕр харăсах 14-15 ĕç пиçсе тухрĕ. Юратнă çынпа уйрăлнă хыççăнхи кăмăл-туйăм çапла тума хистерĕ-тĕр. Сальвадор Далин куравне çитнĕччĕ ун чухне. Мĕн тери чĕрĕскерсем манра та чун хĕлĕхне вăратрĕç, — тет экспрессионизм, абстракци мелĕпе çывăхскер. Пусма çинче акрилпа ĕçлет вăл.

Ÿкернĕ картинăсен шучĕ пысăк мар пулин те Августина пултарулăхне çÿллĕ шайра асăрханине каламалла. Хальхи вăхăтра унăн 35 ĕçĕ — Италире. Ку çĕршывра хăй те пĕрре мар пулнă вăл, туссем те тупнă. Итали чĕлхине те шĕкĕлчет. Ку çĕршыва татах çитме палăртать.

«Анне»

— Тăлăхсене темшĕн юрат­маççĕ пирĕн. Вĕсенчен общество та пăрăнма тăрăшать. Пурне те мар пулĕ, эпĕ хам мĕн курнине-туйнине калатăп. Тĕрлĕ пулăшăва та асăрхаман. Чылайăшĕ шăпах ман пек лару-тăрăва çакланать те. Халĕ тăлăх туссене хваттер илесси çинчен калатăп та — тĕлĕнеççĕ. Хăйсен тулли прависене пĕлменнисем те пур.

Общежитири комендант мана хăйĕн хĕрне юратнă пекех юрататчĕ. Ун чухнех çурт-йĕр ыйтăвĕпе администрацине кайма сĕннĕччĕ. Анчах пĕр çĕртен тепĕр вырăна, унтан — виççĕмĕшне, тăваттăмĕшне... хăваларĕç ун чухне. Юлашкинчен вĕçне-хĕрне тухасса шанми пултăм та алă султăм. Ман пеккисем татах та пур вĕт. Мускавра тăлăхсене пулăшакан фонд директорĕпе паллашсан вăл çеç ырă канашпа туллин пулăшса мĕн тумаллине — прокуратурăна каймаллине — сĕнчĕ.

Ыранхи куна нихăçан та палăртмастăп. Паянхипе пурăнма вĕреннĕ. Çавăнпах хваттер илсен Шупашкара тĕппипех куçăп тесе те калаймастăп-ха. Вăхăт кăтартĕ. Малтанлăха Чăваш Ене таврăнатăпах. Ÿкерме те пăрахмăп, кăмăл-туйăма çĕнĕрен-çĕнĕ ĕçре кăтартма май шырăп, — пĕлтерчĕ пултаруллăскер.

Августинăпа сывпуллашнă май уншăн «анне» сăмах пĕлтерĕшне ыйтмасăр пултараймарăм.

— «Анне» — çуратни мар, ÿстерекенни. Вăл, манăн шухăшăмпа, çывăх юлташ пулмалла. Вăр­­çаканни, вĕрентекенни мар — канаш параканни, пулăшаканни. Тепĕр чухне хăш-пĕр пĕлĕш кун çути парнеленĕ çынпа епле хирĕçнине сăнатăп та манăн анне çуккишĕн кăштах савăнатăп та. Çапла, ун çумĕнче ачашланса ÿсмен эпĕ, анчах пурнăçăмра чунпа çывăх темиçе чăн-чăн юлташ пур. Вĕсене эпĕ çав тери хак­латăп, вĕсем — манăн çемье.

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.