Чи вăйлисемпе хăюллисен ăмăртăвĕнче – чиновниксем!

29 Чÿк, 2016

Шăматкун Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче республикăри патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен спартакиадин финалĕ иртрĕ.

Савăнăçлă парадра спортсменсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов тата ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков саламларĕç. «Чăваш Енре спортпа туслă çынсем пурăнаççĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен йышĕ çултан-çул пысăкланать. Çамрăксем спортăн тĕрлĕ енне кăмăлланине сăнатпăр. Пирĕн те çитĕнекен ăрăва тĕслĕх кăтартмалла», — терĕ Михаил Васильевич пурне те ăнăçу суннă май.

Темиçе тапхăрпа йĕркелекен ăмăртăва Чăваш Енри тĕрлĕ министерствăпа ведомство, федераци органĕсен вырăнти службисен, районсемпе хуласен администрацийĕсен командисем хутшăнчĕç. Вĕсем волейболла вылярĕç, дартс турнирĕнче чи маттуррисене палăртрĕç тата бассейнра вăй виçрĕç. Шывра ишессипе ЧР Спорт министерствин, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн тата Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсем палăрчĕç. Федераци ведомствисен хушшинче çăлавçăсемпе налукçăсене тата полицейскисене çитекен пулмарĕ, вырăнти хăйтытăмлăх командисен йышĕнче Шупашкар хулин, Канаш тата Шупашкар районĕсен спортсменĕсем мала тухрĕç.

Дартс ăмăртăвĕнче ЧР Финанс министерствин, Çĕмĕрле район администрацийĕн тата ЧР айăплава пурнăçлакан служба командисем çĕнтерчĕç. Волейбол лапамĕнче финалта Ĕçлевпе Ял хуçалăх министерствисен, МЧСпа Пенси фончĕн, Элĕк районĕпе Шупашкар тăрăхĕн командисем тĕл пулчĕç.

Спартакиада программи чăннипех анлă. Маларах командăсем йĕлтĕрпе чупас, вĕрен туртас енĕпе кĕрешнĕ, шахматпа шашка, сĕтелçи теннис, триатлон, çăмăл атлетика, баскетбол, мини-футбол ăмăртăвĕсенче тупăшнă.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.