МЧС журналистсене чысларĕ

29 Чÿк, 2016

Çак кунсенче Шупашкарти пушара хирĕçле пропагандăн тата общество çыхăнăвĕсен центрĕнче /халăхра ăна пушар музейĕ теççĕ/ республика шайĕнче ирттернĕ «Огненное перо» конкурсăн çĕнтерÿçисене — журналистсене — чысларĕç. Ку конкурса Пĕтĕм Раççейри «Созвездие мужества» фестивалĕ вăхăтĕнче çулсеренех йĕркелеççĕ.

Паллах, синкерсем пирки çырма-кăтартма-каласа пама çăмăлах мар, çапах журналистсем инкек пулнă вырăнсене те çитсе килеççĕ, МЧС ĕçченĕсемпе пĕрле рейда та каяççĕ, кирлĕ пулсан огнетушителе те алла илеççĕ. Чыслав саманчĕ пуçланиччен МИХ представителĕсем пушар музейĕнче экскурсире пулчĕç. Темиçе ĕмĕр каялла Шупашкара кĕл-кăмрăка çавăрнă пысăк пушарсем çинчен тепĕр хут аса илчĕç, 1955 çулта кăларнă ЗИС-5 пушар автомобильне ларса пăхрĕç. Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин /ВДПО/ республикăри уйрăмĕн ĕçченĕсем мĕнле огнетушительсем пурри, вĕсемпе еплерех усă курмалли çинчен каласа кăтартрĕç. Çăлавçăсемпе ирĕклĕ пушарнăйсен ятарлă тумне /«боевка»/ тăхăнса пăхма сĕнчĕç. Калем ăстисем урамра огнетушительпе усă курса «вут-çулăма» та сÿнтерчĕç.

Йăлана кĕнĕ пекех, çĕнтерÿçĕсене Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор хăй чысларĕ. «Журналистсене пушарнăйсемпе çăлавçăсен хăрушлăхпа çыхăннă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан уçă та тĕрĕс информацие халăх патне çитернĕшĕн тав тăвас килет. Çавăн пекех эсир пире çынсене инкек-синкекрен мĕнле сыхланмаллине те ăнлантарма пулăшатăр. Пирĕн пĕрлехи ĕçĕн кăтартăвĕ — пушарсемпе синкерсен шучĕ чакни», — терĕ Станислав Юрьевич. Чăваш Енри ВДПО Канашĕн председателĕ Светлана Сергеева журналистсене раштав уйăхĕнче иртекен мероприятисене хутшăнма чĕнчĕ. Тĕп управленин пресс-службин пуçлăхĕ, шалти служба полковникĕ Ольга Нягина çак конкурсăн географийĕ анлăлансах, МИХсен ĕçченĕсен ăсталăхĕ вара ÿссех пынине палăртрĕ. Унта çамрăксем те ытларах та ытларах хутшăннине пĕлтерчĕ.

Конкурса кăçал республика тата район хаçачĕсен, радио тата телекуравăн 20 ытла редакцийĕ хутшăннă. Унта палăрнисене Станислав Антонов тата Светлана Сергеева дипломпа асăнмалăх парне пачĕç. Çĕнтерÿçĕсен хушшинче «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем те пуррине палăртма кăмăллă. «Республика пичет массăллă информаци хатĕрĕсем» номинацире «Хыпар» хаçат тишкерÿçи Ирина Клементьева — 1-мĕш, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат корреспонденчĕ Татьяна Наумова 3-мĕш вырăнсем йышăннă. «Хыпар» фотокорреспонденчĕ Сергей Журавлев Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Ирина СЕМЕНОВА.

С.ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.