Хула текех кĕл айне пулмĕ

Хула йĕркеленнĕренпе Шупашкарта тĕрлĕ сăлтава пула пушар час-часах алхаснă. Малтанах çынсем «хĕрлĕ автанпа» хăйсем çеç кĕрешнĕ, инкек тухнине чан çапса пĕлтерсен витре йăтса чупнă. Шурă Шупашкарăмăр никĕсленнĕренпе икĕ хутчен: 1659 тата 1773 çулта — тĕппипех кĕлленнĕ. Иккĕмĕш хутĕнче вут-кăвар 717 çурта, 29 чиркĕве, 14 завода, 28 лавккана, Атăл хĕрринчи çăкăр-тавар тултарнă темиçе карапа тĕп тунă. Хула кĕл айне пулнă...

Пушар хăрушсăрлăхĕн организацийĕ çинчен хулара пĕрремĕш хутчен 1806 çулта калаçма пуçланă. Çав çулах хулана талăкĕпех сыхлакан пушар обозĕ туса хунă. Ку пушар хăрушсăрлăхĕн пĕрремĕш подразделенийĕ пулса тăнă. Унтанпа нумай çул иртнĕ. Паян çăлавçăсем пач урăх условисенче ĕçлеççĕ. Историе, утăм хыççăн утăм, Шупашкарти Пушар хуралĕн музейĕнче питех те тĕплĕ пĕлме пулать.

Ĕнер журналистсене МЧС тытăмĕнче ĕçлекенсем шăпах унта йыхравларĕç те. МИХ ĕçченĕсем валли хăйне евĕр уяв йĕркелерĕç. Мероприяти программи анлă пулнине те палăртмалла: республикăри пушар хуралĕн историйĕпе паллашнисĕр пуçне пухăннисене «хĕрлĕ автана» сÿнтермелли пĕрремĕш хатĕрсем çинчен аса илтерчĕç, вĕрен çыхма вĕрентрĕç. Огнетушительпе ĕçлесе пăхма та май туса пачĕç. Ахальтен мар: чылай çын ĕçре инкек сиксе тухас тăк пушар сÿнтермелли хатĕрпе епле усă курмаллине те пĕлмест-мĕн. Журналистсем хăватлă сăмахпа ĕçлеме пĕлнисĕр пуçне çулăм сÿнтерме пултарнине те кăтартрĕç.

Чи кăмăлли — журналистсен хушшинче пултаруллисене палăртрĕç. Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕ республикăри журналистсен хушшинче «Кăварлă перо» /«Огненное перо»/ конкурса çуллен ирттерет. Кăçал ăна МЧС тытăмĕнче пушар хуралĕн çулталăкне ирттернине халалланă. Калем ăстисен конкурсĕ пĕтĕм Раççейри «Созвездие мужества» фестивалĕн пĕр пайĕ тесен те йăнăш мар.

Журналистсене «Телекурав», «Радио», «Республикăри пичет кăларăмĕ», «Районти пичет кăларăмĕ» тата «Сăнÿкерчĕк» номинацире чысларĕç. Конкурсра «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсем те палăрчĕç. «Республикăри пичет кăларăмĕ» номинацире пĕрремĕш вырăна «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ Ирина Клементьева тухрĕ. Виççĕмĕш вырăна «Чăваш хĕрарăмĕн» корреспонденчĕ Татьяна Наумова йышăнма пултарчĕ. «Хыпар» ИÇ фотокорреспондентне Сергей Журавлева пушар хăрушсăрлăхне пропагандăлама пулăшăншăн Тав хучĕпе чысларĕç.

Татьяна НАУМОВА.

Татьяна НАУМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.