Archive - Юпа 2016 - Хыпар

юпа 18th

18 Юпа, 2016

«Хыпар» 164 (27074) №. 18.10.2016

18 Юпа, 2016

Сутлăхра эмел çителĕклĕ

Республикăра эмел хакĕн мониторингне вак суту-илÿре кăна мар, больница-госпиталь туянаканнисем тĕлĕшпе те тăтăшах ирттереççĕ. Пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ препаратсене уйрăмах лайăх тишкереççĕ.

18 Юпа, 2016

Ыркăмăллăха çухатас марччĕ

Çак йĕркесене çырма акă мĕн хистерĕ: пĕр мероприятире Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава республикăна 40 çул каялла килнине аса илчĕ. Ун чухне Чăваш Енре пурĕ те 30 чиркÿ кăна пулнă-мĕн, халĕ — 300 ытла. Çакăнта, паллах, Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕн тÿпи пысăк. Çав вăхăтрах çак юхăма пĕтĕм халăх хутшăннине те асăрхамасăр тăраймăн.

18 Юпа, 2016

Ют чĕлхесене пĕлни Китая илсе çитернĕ

"Вăл е ку халăхăн чĕлхине вĕреннĕ май эпир унăн истори тĕлĕшĕнчен йĕркеленнĕ ăнлавсен тытăмне /шăпах çавăн урлă халăх чăнлăха йышăнать/ тишкеретпĕр.

18 Юпа, 2016

«Çынсене çăлас килет!»

"Çăлав ĕçĕн пĕлĕвĕпе ăсталăхне çине тăрса алла илме, кирек ăçта та яланах çак девиза — "Асăрхаттару, çăлав, пулăшу" — асра тытма шантаратăп тата тупа тăватăп. Çамрăк пушарнăйăн чысне çÿлте тытма, вĕренÿре яланах тĕслĕх кăтартма шантаратăп.

18 Юпа, 2016

Чăвашла картинăсем çапла ÿкернĕ

Ун чухне Шупашкарта хĕллехи кинотеатр çукчĕ. Çавăнпа картинăсене спектакль лартман кунсенче драма театрĕнче кăтартатчĕç. Кăмăла кайнă фильмсене эпĕ темиçе хут та кураттăм. Çулла вара Атăл хĕрринчи хăмаран тунă кинотеатртан тухма та пĕлместĕмччĕ.

18 Юпа, 2016

Юлашки кунĕчченех тăван халăхшăн ĕçленĕ

Чăвашсен пĕрремĕш киноактриси Тани Юн çырнă «Иртнĕ кунсем-çулсем» асаилÿ кĕнекине çамрăк чухнех вуласа тухнăччĕ. Виçĕ çул каялла ăна çĕнетсе кăларнă май тата «Библиотека Президента Чувашской Республики» ярăм валли очерк, «Чăваш энциклопедийĕ» валли статьясем çырма тытăнсан ун пурнăçĕпе тарăнраххăн паллашма тÿр килчĕ. Мĕн тери пысăк талант, мĕн тери шăпа! Çак сăмахсем хăйсен тĕллĕнех пуçа килчĕç ун чух. Паллах, вулакана асăннă кĕнекере театрпа тата киноискусствăпа çыхăннă сыпăксем уйрăмах тыткăнлаççĕ.

18 Юпа, 2016

Эфирти пĕр минутшăн темиçе çын тăрăшать

Чăваш наци телекуравĕ 5 çул тултарчĕ. Паллах, пысăк юбилей мар ку. Çав вăхăтрах пĕтĕмлетÿ тумашкăн — çителĕклĕ тапхăр. Телекурав мĕнлерех аталанса пыни, эфира пĕрремĕш передачăсем тухнăранпа мĕн улшăнни, кăларăмсен пахалăхĕ, аудитори йышĕ...

Pages