Сутлăхра эмел çителĕклĕ
Республикăра эмел хакĕн мониторингне вак суту-илÿре кăна мар, больница-госпиталь туянаканнисем тĕлĕшпе те тăтăшах ирттереççĕ. Пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ препаратсене уйрăмах лайăх тишкереççĕ.
Аптекăсене илес тĕк фармацевтика рынокĕнче вĕсен хакĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕнче çу уйăхĕнчи шайрах юлнă тăк, иртнĕ çулхи раштавринчен 0,1 процент /Раççейре — 0,6/ ÿснĕ, хамăр çĕршывра туса кăларнисем, 50 тенкĕрен йÿнĕреххисем кăçалхи çĕртме уйăхĕнче малтанхи уйăхринчен — 0,7 /Раççейре — 1,1/ хакланнă, 50-500 тенкĕллисем 1,3 процент /Раççейре — 0,1/ йÿнелнĕ, 500 тенкĕрен иртекеннисем 0,1 процент чакнă /Раççейре — 0,2 хăпарнă/.
Ют çĕршывра кăларнисен, 50-500 тенкĕллисен 0,6 процент чакнă /Раççейре — 0,1/, 500 тенкĕрен хаклăраххисен çу уйăхĕнчинчен 0,1 процент хăпарнă, иртнĕ çулхи раштавринчен 0,2 процент йÿнелнĕ /Чăваш Республикинче — 0,2 сахалланнă/.
2016 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне фармаци ĕçĕ-хĕлне республикăра юридици сăпатĕнче тăракансемпе уйрăм предпринимательсем 167-ĕн пурнăçлаççĕ, çав шутра ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин харпăрлăхăн патшалăх формиллĕ «Фармацин» 1 предприятийĕ. Эмел рынокĕнче патшалăх сегменчĕ Чăваш хутлăхĕнче 28,24 процентпа танлашать.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Фармаци» предприятин 6-мĕш аптекинче пулса сывлăхшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ эмелсемпе тивĕçтерессине мĕнлерех йĕркеленипе паллашрĕ, хаксемпе интересленчĕ. «Çанталăк хĕл енне сулăннă май шăнса пăсăлма пулать. Кун пек чухне эсир чирлисене сипленмешкĕн хăш эмеле сĕннĕ пулăттăр?» — пĕлесшĕн пулчĕ вăл сентре çине кăларса хунă «Арбидолăн» тĕрлĕ тĕслĕ курупкисем çине кăтартса. Аптека заведующийĕ Наталия Матвеева хуравĕ тивĕçтермерĕ ăна. Хаксен ÿснин сăлтавне тавар туса кăларакансемпе çыхăнтарнине те ырламарĕ.
Эмелсен ассортименчĕ пуян: Раççейре туса кăларнисем те, ют çĕршывран кÿрсе килнисем те çителĕклех. Пĕрремĕшĕсем иккĕмĕшĕсенчен тимиçе хут йÿнĕрех пулин те чылайăшĕ хаклăраххине туянма тăрăшать. Алла Самойлова çирĕплетнĕ тăрăх — вĕсен пахалăхĕ пĕрешкел, анчах кашни çынна хăйне май витĕм кÿме пултарать. Министр хăй, паллах, малтан хамăр эмеле туянас тĕллевлĕ. Çапах вăл уçă сывлăшра пулнине, ÿт-пĕве спортра пиçĕхтернине тивĕçлипе хаклать.
Министерство ертÿçи республика Пуçлăхне çăмăллăхçăсене эмелпе епле майпа тивĕçтерни пирки каласа кăтартрĕ. Вăл палăртнă тăрăх — социаллă пулăшу пуххин эмел пайне суйласа илнисем юлашки çулсенче йышланса пыни çынсем сиплев учрежденийĕсене ытларах шанма тытăннине пĕлтерет. Çăмăллăхлă эмел пайĕпе усă куракансем çулталăкра кашнин хакĕ 950 тенкĕпе танлашакан 17 рецепта тивĕçеççĕ е 22 пин тенкĕлĕх илеççĕ, соцпакетăн асăннă пайне хирĕçленисем — 9 пин тенкĕ кăна. Паянхи кун тĕлне çăмăллăхлă рецепта 19 пин ытла инвалид тивĕçет. Логистика тытăмне пĕлсе йĕркеленипе 2017 çулта кама мĕн чухлĕ эмел кирлине малтанах уçăмлатнă. Çапла майпа ăна кирлĕ чухлĕ туянса хума май килет.
Валентина СМИРНОВА
Комментари хушас