Эфирти пĕр минутшăн темиçе çын тăрăшать
Чăваш наци телекуравĕ 5 çул тултарчĕ. Паллах, пысăк юбилей мар ку. Çав вăхăтрах пĕтĕмлетÿ тумашкăн — çителĕклĕ тапхăр. Телекурав мĕнлерех аталанса пыни, эфира пĕрремĕш передачăсем тухнăранпа мĕн улшăнни, кăларăмсен пахалăхĕ, аудитори йышĕ... — танлаштару-тишкерÿ валли ыйту сахалах та мар. Эппин, вĕсен хуравне телекурав ĕçченĕсемпе пĕрле шырар.
Чи малтанах вулакана наци телекуравне йĕркелес шухăш ăçтан, мĕншĕн çуралнине аса илтерес килет. Раççей патшалăх телерадиокомпанийĕн тытăмĕнче кашни регионăнах хăйĕн телекуравĕ пулнă. 2000 çулсен пуçламăшĕнче вырăнти передачăсем валли эфир вăхăчĕ кĕскелсен /тĕпрен илсен, информаци кăларăмĕсем валли кăна юлнă/ чылай регионта харпăр хăйĕн телеканалне йĕркелеме тытăнчĕç.
2011 çулхи юпа уйăхĕ Чăваш Еншĕн палăрăмлă пулăмпа историе кĕрсе юлчĕ: наци телекуравĕ ĕçлесе кайрĕ. Çакă та кăсăклă: Чăваш Республикинче телехыпарлав йĕркеленнĕренпе шăп та лăп çур ĕмĕр çитнипе пĕр килчĕ унăн çуралнă кунĕ.
Çĕнĕ каналăн тĕшши мĕнре-ха? Çакăн хуравне «Чăваш Ен» НТРК ертÿçи Алексей Белов каласа панинче асăрхатпăр:
— Наци телекуравне йĕркеленин тĕп тĕллевĕ — тăван чĕлхепе янăракан передача ытларах хатĕрлесси. Паллах, «наци» сăмахпа çыхăнтарни асăннă телекуравăн чăвашла кăна пулмалла тенине пĕлтермест, ăна Чăваш Енре пурăнакан халăхăн тесе вуламалла. Эппин, кăларăмсен республикăри патшалăх чĕлхисемпе тухса тăмалла. Лицензире палăртнă тăрăх та, чăнлăхра пурнăçланса пынипе те — вырăсла тата чăвашла передачăсен эфирти вăхăчĕ пĕрешкел. Чăн та, программăсене тишкерес тĕк вырăсла кăларăмсен ячĕсене ытларах асăрхама пулать. Анчах хыпарлав калăпăшне пăхсан тăван чĕлхепе янăраканнисен эфир вăхăчĕ — вăрахрах. Çакна передачăсен хăйнеевĕрлĕхĕпе ăнлантармалла: вырăслисенчен ытларахăшĕ политикăпа, социаллă пурнăçпа, экономикăпа çыхăннă, чăвашлисен йышĕнче вара — культурăпа, искусствăпа, йăла-йĕркепе паллаштараканни нумайрах. Телеканал ĕçлеме тытăнсанах унăн хăйĕн передачисем эфирта талăкра 1 сехете яхăн йышăннă. Халĕ ĕçтешсем хатĕрлекен хыпарсемпе автор программисем эфир сеткине сакăр сехет таран тултараççĕ. Çакă, паллах, пилĕк çулта пирĕн пултарулăх енĕпе ĕçлекен йыш йĕркеленсе çитнине, эпир республика пурнăçне туллин çутатма тăрăшса тĕрлĕ енлĕ кăларăмсем хатĕрленине çирĕплетет.
Пилĕк çулта улшăну пурри куракансен йышĕ ÿснинчен аван курăнать. Малтанах наци телекăларăмĕсене Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта кăна пăхма пултарнă. Халĕ Улатăр, Канаш, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Етĕрне хулисенче те, Вăрнар, Йĕпреç, Кÿкеç поселокĕсенче те, кабель сечĕ çитекен хăшпĕр ялта та çакăн валли çыхăну пур. Çапла майпа республикăра пурăнакан пĕр миллиона яхăн çынна Наци телеканалĕн кураканĕ темелле. Интернетра каналăн кăларăмĕсене тÿрĕ эфирта пăхма май пуррине шута илсен вара телеканал аудиторийĕ тата пысăкрах.
Апла пулин те йăлана кĕнĕ майпа — ахаль антеннăпа кăтартакан телевизорпа — курма май килменшĕн кăмăлсăрланакан çынсем пур. Вĕсем çыру çыраççĕ, шăнкăравлаççĕ. Лару-тăрăва уçăмлатма наци телекуравне йĕркелекен ушкăнри çынран, «Чăваш Ен» НТРК ертÿçин заместителĕнчен Александр Магаринран ыйтрăмăр.
— Хăй вăхăтĕнче телекурав передачисене антеннăпа кашни ялтах курнă. Вунă çул каялла Мускавран телехыпарлав аналогĕ валли лицензи пама пăрахрĕç. Эпир хамăрăн кăларăмсене куракан патне кабель телекуравĕпе кăна çитерме пултаратпăр. Шел, вăл вара республикăри хуласемпе район центрĕсенче тата хăшпĕр ялта кăна сарăлнă. Малашлăхра улшăну пуласса шанатпăр. Цифра телекуравĕ аталанса пынă май пирĕн канал асăннă мелпе кăтартакан каналсен шутне кĕрессе ĕненетпĕр. Халăх кĕтнине тÿрре кăларасчĕ пирĕн, — терĕ вăл.
Тĕрĕссипе, хускатнă ыйту пирĕн республикăна кăна пырса тивмест, çавăнпа инçетре вырнаçнă ялсене наци телекуравне мĕнле майпа çитересси пирки ентешсем Пушкăртстан, Тутарстан хутлăхĕсенчи ĕçтешĕсемпе канашлаççĕ. Сăмах май, çав республикăсенчи наци телеканалĕсемпе пултарулăх енĕпе те çыхăну йĕркеленĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ: асăннă тăрăхсенче чăвашсем йышлăн пурăнаççĕ. Вĕсем çинчен хывнă видеоматериалсем пирĕн кураканшăн та кăсăклă пуласса шута илсе пĕр-пĕрне хатĕр передачăсем ярса парасси йăлана кĕрсе пырать.
Видеопродукт янтăлакан тĕрлĕ организацисен йышĕнче Чăваш наци телекуравĕн шанчăклă партнерĕ нумайлансах пырать: "Чăваш Ен" патшалăх телерадиокомпанийĕ, Электронлă тата кинодокументаци патшалăх архивĕ, «ЮТВ» телеканал, уйрăм производительсем. Илемлĕ тата документлă фильм, спектакль, концерт, юрă-ташă клипĕсем — телекуравăн жанр тематики анлăлансах пыни куçкĕрет.
Паянхи кун телекурав тĕпелĕнче 40 çынна яхăн вăй хурать. Çак ушкăн /телекуравра уйрăм ĕçчен пултарулăхĕ пирки калаçасси йăлана кĕмен, кунта пĕччен пĕр утăм та тăваймăн/ тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем валли тĕрлĕ содержаниллĕ 30 ытла передача хатĕрлет. Вĕсен йышĕнче пирĕн ĕç-хĕле пырса тивекенни те пур — «Пичет тишкерĕвĕ». Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем мĕнле çивĕч ыйтусем хускатнине тĕпчекен кăларăм «Хыпар» хаçата та тишкерсех тăрать.
Ирина ПУШКИНА
Маргарита ГАРТФЕЛЬДЕР, «Чăваш Ен» НТРК ертÿçин заместителĕ:
— Наци телекуравне никĕслени халăха кирлĕ утăм пулни пирки шухăшăм чăннипех çирĕпленчĕ. Çавăнпа республика ертÿлĕхĕ çакнашкал йышăну туса ăна пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ сахал мар тăкаклани тÿрре тухатех.
Пилĕк çулта коллектив йĕркеленсе çитрĕ. Чăн та, чылайăшĕ — çамрăк, чи кирли — вĕсен пултарулăха туптас туртăм пур. Ушкăн шăнăрĕ — пирвайхи кунран пуçласа ĕçлекенсем. Шанчăклă ĕçтешсем вĕсем. Тĕрĕс çулпа илсе кайма пултараççĕ. Ăнланатăр пулĕ: телеэкрана хăйне хăй нимĕн те тухмасть. Эфирти кашни минутшăн темĕн чухлĕ çын тăрăшать. Вĕсен пĕршухăшлăхĕ ĕçе чăннипех паха тума май парать.
Надежда ЯКОВЛЕВА, телекурав продюсерĕ:
— Тележурналист ĕçĕ çынна йăлтах малтан палăртса-картса хума хăнăхтарать: сюжетра мĕн çинчен сăмах пырассине, еплерех видеоÿкерчĕксем пулассине вырăна çитичченех пуçра тытмалла. Çакă çын шухăшлавне пĕтĕмĕшле улăштарать.
Наци телеканалĕнче вăл уçăлсан икĕ уйăхран ĕçлеме тытăнтăм. Пĕлтерĕшли мĕн пулса иртрĕ тетĕр-и? Хамăн сасăран хăрама пăрахрăм! Халĕ эпĕ ăна чиперех палласа илетĕп. Пилĕк çул нумай та мар — канал мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх пурнăçа кĕртнине шута илсен вара... Трансляцисем, кирек хăш хула-ялтан тÿрĕ эфира тухни, çĕнĕрен те çĕнĕ технологисемпе хамăрăн ĕçе хăвăртлатни, унăн пахалăхне ÿстерни — айккинчи çынна курăнман ырă улшăну пайтах. Программăна кураканшăн кăсăклă передачăсемпе пуянлатассишĕн тăрăшса, ĕçтешсемпе пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса ĕçлесчĕ малашне те.
Андрей СПИРИДОНОВ, операторсен службин пуçлăхĕ:
— Кирек мĕнле телеканал та яланах шыравра — лайăххин чикки çук. Хальлĕхе Чăваш наци телекуравĕ хăйĕн çул-йĕрне пуçлать кăна. Çапах ăнăçлă пуçару сахал мар. Куракана йăлăхтарас мар тесен кашни ĕçтеш хăйĕн сĕнĕвне парсан аван, унсăрăн пĕревĕрленесси те инçе мар. Сенкер экран вара тĕрлĕлĕхпе илĕртме тивĕç.
Техника çĕнелсе пынă май пирĕн, операторсен, мăкланса ларма юрамасть — çĕннине алла илме хăнăхассишĕн тăрăшма тивет. Ахăртнех, шăпах çакăнпа кăчăк туртать те пирĕн професси. Тепĕр тесен, яланах тухса çÿретĕн, тĕрлĕ çынпа хутшăнса чунпа пуянланатăн — киленÿ мар-и ку?
Комментари хушас