Ыркăмăллăха çухатас марччĕ

18 Юпа, 2016

Çак йĕркесене çырма акă мĕн хистерĕ: пĕр мероприятире Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава республикăна 40 çул каялла килнине аса илчĕ. Ун чухне Чăваш Енре пурĕ те 30 чиркÿ кăна пулнă-мĕн, халĕ — 300 ытла. Çакăнта, паллах, Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕн тÿпи пысăк. Çав вăхăтрах çак юхăма пĕтĕм халăх хутшăннине те асăрхамасăр тăраймăн.

Чăнах та, чиркÿсем куç умĕнчех çĕкленеççĕ. Сăмахран, иртнĕ уйăх пуçламăшĕнче Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпара Çветтуй Турă Амăшĕ ячĕллĕ чиркÿ уçăлнине пĕлтернĕччĕ, авăн уйăхĕн юлашки кунĕнче вара Етĕрнере 1856 çулта А.М.Щетинина мещанкăн укçи-тенкипе хăпартнă пилĕк тăрăллă чиркÿ халăха çĕнĕрен йышăнма пуçланă. Вĕсене пурне те спонсорсен нухрачĕпе тунă тата çĕнетнĕ. Пархатарлă пулăм. Çак ĕçе хутшăннисен чунĕ тасине, ĕненĕвĕ пысăккине шанас килет.

Сăмахăма эпĕ чăваш ялĕн шăпипе тачă çыхăннă ытти учреждени — культура çурчĕсем, шкулсем — çине куçарасшăн. Шел, вĕсене патшалăхсăр пуçне пулăшас текен çукпа пĕрех. Çĕршыври экономика кризисĕ ытларах вĕсене пырса тиврĕ, культура çинче перекетлес терĕç-ши? Çавна май асăннă отрасльти учрежденисен шучĕ чакнăçемĕн чакса пырать. Акă пĕр канашлура Брянск облаçĕнче 96 клуб кăна юлнине пĕлтернĕччĕ. Тав Турра, пирĕн республикăра ун патнех çитмен-ха. Çапах оптимизаци текен пулăм хăратсах тăрать. Шăпах меценатсен пулăшмалла пек те унашкал лару-тăрура, анчах темшĕн курмăша переççĕ. Телее, пурин пирки те апла калассăм килмест. Акă Сергей Сорокинах илер. Вăл — Шупашкарти «Бытовки» ООО директорĕ — Шупашкар районĕнчи Атăльялта тăватă çул каялла хăйĕн укçи-тенкипе клуб туса лартнă. Тĕрĕссипе, Сергей Лазаревича, хулара ĕçлекен çынна, ялти клуб кирлех те мар пек. Анчах пĕррехинче, ялти Фадеевсем патне хăнана кĕрсен, çемье пуçĕ ăна ял çыннисен чун тĕпĕнчи ĕмĕтне пĕлтернĕ. Эрнерен проект хатĕр пулнă. Ял çыннисем те, район администрацийĕн ĕçченĕсем те ĕненесшĕн пулман çак «юмаха». Юмахĕ вара чăнласах пурнăçа кĕнĕ: 2012 çулхи авăн уйăхĕн варринче клуба савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Сергей Сорокин çĕнĕ çурта «тумлантарма» халĕ те пулăшать. Клуб çумĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк та меценатăн пулăшăвĕпе çыхăннă.

Шăмăршă районĕнчи Виç­пÿрт Шăмăршăри Александр Семенов вĕрентекенĕн пурнăçа кĕреймен ĕмĕчĕ пирки те асăнса хăвармаллах. Вулакансем илтнĕ ĕнтĕ ун çинчен. Александр Семенов «Çулталăк учителĕ-1998» ята тивĕçнĕччĕ. Ун умĕн чылай маларах — иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче — тăван ялĕнче хăйĕн вăйĕпе искусство шкулĕ тума пуçăннăччĕ. Шăпах вунтăхăр çул тăрмашрĕ çак ĕçпе, анчах тĕллевне пурнăçа кĕртеймерĕ. Мĕн чухлĕ укçа тăкакланине хăй кăна пĕлет пулĕ. Питĕ ывăнса е чунĕ кÿтсе çитнĕ-ши, хуçăлнă ĕмĕтрен аяккарах пулас тенĕ-ши — ачасен сывлăхне çирĕплетекен «Орленок» лагере ĕçлеме тухса кайнă. Çитĕнекен ăрăва ÿнер тĕнчипе çывăхланма пулăшмалли хутлăх вара паян йытă-кушак чупса çÿремелли вырăн пулса юлнă.

Мĕншĕн çапла пулса тухнă-ха? Ман шухăшпа — вырăнти влаç айăпĕ те çук мар çакăнта. Вĕрентекенĕн шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланмалла, пархатарлă çак ĕçре пĕр чĕлхе тупма тăрăшмалла пулнă.

Ялсенче культура çурчĕсем /клубсем/, шкулсем хупăнни вăрттăнлăх мар. Тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă вĕсем. Сăмахран, ял пушанса пыни /унта çамрăксем çукки, ача-пăча çураласси чакни/ çакăн патне илсе пырать. Çав вăхăтрах маларах асăннă оптимизаци текенни те ура хурасшăн. Пуçлăхсенчен ĕç укçине ÿстерме ыйтаççĕ. Çакна вĕсен мĕнле майпа тумалла? Клубри е шкулти штат единицине чакарсан е ăна пачах хупсан.

Ялсенчи шкулсене хупса пĕтерсен 100-150 çул каялли пек чиркÿ çумĕнче уçма пуçласси патне çитмĕпĕр-и капла?

Культурăра та лару-тăру çăмăл мар. Муниципалитетсен ертÿçисем экономика лару-тăрăвне вырăнти çăлкуçсен вăйĕпе татса парас вырăнне культура отраслĕн саппасĕпе усă курасшăн. Çапла майпа республикăра виçĕ çулта культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсен шучĕ самай чакнă. Кăçал та авă чылай районта асăннă тытăмра ĕçлекенсене 10 процент чухлĕ сахаллатма тĕв тытнă. Тĕрĕссипе вара, «çул-йĕр карттипе» килĕшÿллĕн 2012-2018 çулсенче оптимизацие лекнисен шучĕ пурĕ пĕрле 10 процентран иртмелле мар.

Пĕр шухăшран теприн çине куçни чун ыратнипе пулчĕ. Культура нушара, ăна кĕмĕл-ылтăнпа пулăшас текен çукрах, кунта ав вырăнти ертÿлĕх те хĕстерет.

Çапах шанăç пур пек-ха. Чат йывăр вăхăтра пулăшасси — пирĕн юнра. Раççей, чăваш меценачĕсем çапла тунине манар мар. Етĕрнери Таланцевсенех илер: шкулсем те уçнă, больница та тунă. Вĕсенчен чи кĕçĕнни Зиновий Таланцев чăваш интеллигенцийĕн йышĕнче паллă çын пулса тăнă. Вăл чăвашла çырнă литературăна пичетлеме, «Хыпар» хаçат кăларма укçа парса пулăшнă.

Мĕншĕн паян ыркăмăллăха çухатмалла-ха?

Надежда СМИРНОВА.

 

Валерий Гордеев, «Инвест Лад» фирмăн генеральнăй директорĕ, Çеçпĕл Мишши фончĕн учредителĕсенчен пĕри:

— Шăпах 100 çул каялла Шупашкар купси лартнă çурта çĕнĕрен хута янă ĕçре манăн тÿпе те пурришĕн савăнатăп-и? Паллах. Çапла майпа истори, культура еткерлĕхне упраса хăварма пултартăмăр кăна мар, çак çуртра Чăваш наци музейĕ Çеçпĕл Мишшин музейне йĕркелеме те мехел çитерчĕ. Тĕп хулари Ленин музейĕ пулнă çуртăн путвалне тирпейлесе унта чăваш кухнине уçни те пархатарлă пулăм тесе шухăшлатăп.

Лидия Филиппова, журналист-публицист:

— Пĕр самант çинче кăна чарăнса тăрас килет. Эпĕ те Турăпа пĕрле çÿрекен çын, анчах, ман шухăшпа, ĕненÿ тени, çÿлти хăватсене хисеплени шалта — чунра — пулмалла. Çынна усал ĕç тăвасси — эппин, çылăха кĕресси — патне мĕн илсе çитерет-ха? Никама кирлĕ мар «ирĕклĕх»! Чи малтан — чуна выртакан, çемьене тăрантарма май туса паракан ĕç çукки. Ытти усалĕ-çылăхĕ хăех çуралса, вăй илсе пырать. Çавăнпа «спонсор», «меценат» текенсен, вĕсем хăйсем пирки ырă ĕç тăватпăр тесе шухăшлаççĕ пулсан, халăх валли клубсем, стадионсем, аптека таврашĕсем, ахаль ĕç çыннине ĕç вырăнĕпе тивĕçтерекен çуртсем хăпартма-уçма манмалла мар.

Николай Адер, республикăри паллă меценат, «Адер» ООО ертÿçи:

— Тăван ялăм — Çĕмĕрле районĕнчи Тури Кăмаша — маншăн тĕнчери чи юратнă вырăн. Ялти шкул, фельдшер пункчĕ, библиотека, клуб хупăнсан вĕсене пĕрлештерсе общество центрĕ тăвас шухăш çуралчĕ. Мана теприсем çапла та калаççĕ: «Çакăнта çавăн чухлĕ укçа тăкиччен пĕр лавкка тумаллаччĕ те, укçа пыратчĕ». Эпĕ ăна пуяссишĕн мар, чуншăн, ял çыннисемшĕн тунă. Кунти музейре Тури Кăмаша, Анат Кăмаша ялĕсен кун-çулĕ, пурнăçĕ, культурипе йăли-йĕрки сăнланнă.

Анат Кăмашари хупăннă шкула нумаях пулмасть сÿтсе тăкнă. Эпĕ те вĕреннĕ унта, çавăнпа шкул шăпи маншăн та пĕлтерĕшлĕ. Ял çыннисем унта пĕчĕк чиркÿ лартас терĕç /шкулччен унта чиркÿ пулнă/. Эпĕ те çак пуçаруран пăрăнса юлмарăм, строитель пулнă май мĕн кирлипе пулăшатăп.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.