Саппасри офицерсене ытларах хутшăнтарасчĕ

18 Юпа, 2016

Пензăра федерацин Атăлçи округĕнчи /ФАО/ шырав отрячĕсен «Никам та манăçман» слетне савăнăçлă лару-тăрура хупнă. Ку проект РФ Президенчĕн ФАОри полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн пуçарăвĕпе ФАОри Граждан обществин институчĕсене аталанма пулăшакан фонд тата Пĕтĕм Раççейри шырав юхăмĕ пулăшнипе виççĕмĕш хут иртет.

Кăçал асăннă слета округри регионсенчи шырав отрячĕсен 400 яхăн хастарĕ хутшăннă. Чăваш Ен делегацийĕн йышĕнче Шупашкарти 29, 57 тата 59-мĕш шкулсен, 4 тата 5-мĕш гимназисен, Улатăр хулинчи 9-мĕш гимназин, çавăн пекех «Георгий хăйăвĕ» /И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ/, «Астăвăм» /И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ/, «Патриот» /Раççей суд приставĕсен федераци службин Чăваш Республикинчи управленийĕ/ клубсен, республикăри «Веда» общество организацийĕн представителĕсем — вĕсем кăçал Тверь тата Ленинград облаçĕсене, Крым Республикине шырав ĕçĕсем ирттерме кайнă — хутшăннă. Слетăн икĕ кунлăх программинче конкурс тата вĕренÿ мероприятийĕсем пулнă. Шыравçăсем çар-истори викторинине хутшăннă, хăйсем çар археологине, топографие, архив-шырав ĕçне мĕнле пĕлнине, медицина пĕрремĕш пулăшăвне еплерех кÿме пултарнине кăтартнă — çакă йăлтах ăмăрту евĕр иртнĕ. «Çавра сĕтелте» шырав юхăмĕн хальхи тăрăмĕпе аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене тата унăн истори астăвăмне упраса хăварнин пĕлтерĕшне сÿтсе явнă.

«Слета ирттернин тĕллевĕ — шырав ĕç-хĕлне общество юхăмне çавăрасси. Пирĕн çамрăксене, вĕрентÿçĕсене /наставниксене/, саппасри офицерсене шырав ĕçне ытларах явăçтармалла. Эпир отрядсен ĕç-хĕлне координацилеме, патшалăх влаçĕн органĕсене шыравçăсене финанс тата административлă пулăшу памашкăн ÿкĕте кĕртрĕмĕр», — тенĕ Раççей Президенчĕн ФАОри полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Олег Мельниченко.

Округри слет кăтартăвĕсемпе Чăваш Республики тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерÿçĕ — Пенза облаçĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Пушкăрт Республикипе Оренбург облаçĕн командисем.

Шута илме: Округри «Никам та манăçман» слет — федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăксен обществăшăн чи пĕлтерĕшлĕ проекчĕсенчен пĕри. Унăн тĕп тĕллевĕ — çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парасси, 1945 çулхи Аслă Çĕнтерÿ пирки яланах астуса пурăнасси. Пĕрремĕш слет Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине уявланă май 2014 çулта Киров облаçĕнче старт илнĕ. Иккĕмĕшĕ пĕлтĕр Саранскра иртнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.