Комментари хушас

18 Юпа, 2016

Чăвашла картинăсем çапла ÿкернĕ

Ун чухне Шупашкарта хĕллехи кинотеатр çукчĕ. Çавăнпа картинăсене спектакль лартман кунсенче драма театрĕнче кăтартатчĕç. Кăмăла кайнă фильмсене эпĕ темиçе хут та кураттăм. Çулла вара Атăл хĕрринчи хăмаран тунă кинотеатртан тухма та пĕлместĕмччĕ. Чаплă артисткăсене курнă хыççăн киле таврăнсан хăшпĕр сценăсене килте выляттăм, Кошкинские партнер туса йăлăхтарса çитереттĕм.

Пĕрре çуркунне Итали картинине куртăм. Çав картинăра тĕнчипе чапа тухнă актриса Франческа Бертини вылять.

Икĕ сеанс пулчĕ — эпĕ иккĕшĕнче те театртан тухмарăм. Ытарма çук чипер те пултаруллă актрисăччĕ Бертини. «Эх, çавăн пек ăстаçă пуласчĕ! Кинора вылясчĕ...» — шухăшлаттăм ăшăмра. Анчах хам шухăшран хам хăраттăм. Ку ĕмĕт тĕлĕкре çеç çитме пултарнăн туйăнатчĕ мана.

Сеанс хыççăн халăх тухса пĕтичченех тăна çухатнă пек вырăнтан хускалмасăр шухăша путса лартăм.

— Татьяна Степановна, кантура кĕрĕр-ха, — илтĕнчĕ алăк патĕнче тăракан Мартэнс сасси. Вăл кинопрокат пуçлăхĕччĕ.

Кĕтĕм. Мартэнс умĕнчи сĕтел çинче «Советский экран» журналăн номерĕсем выртаççĕ.

— Эсир кинопа хытă интересленетĕр пулас, пĕр картинăнах умлăн-хыçлăн темиçе хут куратăр. Çак журналсене уçкаласа тухăр-ха эппин, — терĕ те вăл мана пĕр купа тыттарчĕ.

Журналсене киле илсе кайрăм, пикенсех ÿкерчĕксене пăхма пуçларăм.

Хальччен эпĕ Совет Союзĕнче мĕнле киноорганизаци пуррине те лайăх пĕлмен. «Советский экран» — реклама журналĕ иккен. Унта кашни студи хăй ÿкерекен картинăсем çинчен пĕлтерме тăрăшать. Журналта кинокартинăсенче вылякан актерсен сăнĕсене, уйрăм сцена ÿкерчĕкĕсене пичетлеççĕ. Мускавпа Ленинград киноорганизацисен ÿкерчĕкĕсем хушшинче Раççейри ытти халăхăн — украинсен, грузинсен, эрменсен картинисен ÿкерчĕкĕсем курăна-курăна каяççĕ. Ната Вачнадзе грузинка сăнне кашни журналтах пичетленĕ.

«Ха! Ытти халăх хăйсен пурнăçĕ çинчен хăçантанпа кино ÿкерет, вĕсен киноорганизацисем пур. Мĕншĕн пирĕн çук, мĕншĕн эпир картина ÿкерместпĕр?» — çакнашкал пуçтах шухăш пырса кĕчĕ пуçа.

Шăпах Кошкинский репетицирен таврăнчĕ.

— Атя картина ÿкерме тытăнатпăр! — персе ятăм эпĕ упăшка пÿлĕме кĕнĕ-кĕменех.

— Мĕнле картина ÿкересшĕн эс? — тĕлĕнчĕ вăл.

/ Малалли пулать/.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.