«Çынсене çăлас килет!»

"Çăлав ĕçĕн пĕлĕвĕпе ăсталăхне çине тăрса алла илме, кирек ăçта та яланах çак девиза — "Асăрхаттару, çăлав, пулăшу" — асра тытма шантаратăп тата тупа тăватăп. Çамрăк пушарнăйăн чысне çÿлте тытма, вĕренÿре яланах тĕслĕх кăтартма шантаратăп. Хамăн педагогсемпе вĕрентÿçĕсене хисеплеме, пирĕн аслă çĕршыв — Раççей — МЧСĕн чыс-мухтавĕпе йăли-йĕркине хаклама шантаратăп..."

Шăпах çак сăмахсене каласа присяга тытнă Шупашкарти экономика-технологи колледжĕн студенчĕсем кăçалхи пуш уйăхĕнче çамрăк пушарнăйсен ретне тăнă май. Халĕ вĕсем, пушар хăрушсăрлăхĕн пулас специалисчĕсем, 2-мĕш курсра вĕренеççĕ ĕнтĕ. Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин /ВДПОº регион уйрăмĕн аслă инструкторĕ Татьяна Дергунова каланă тăрăх — тĕрлĕ çĕрте вĕренекен çамрăксен йышĕнче шăпах çак дружина хастарлăхпа уйрăлса тăрать, профилактика ĕçне питĕ пуçаруллă хутшăнать. Асăннă ушкăнран кăмăл пуррисене 18 çул тултарсанах ирĕклĕ пушарнăйсен ретне илме палăртаççĕ.

"Эпир студентсемпе Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ, ВДПОн Чăваш Енри уйрăмĕ пулăшнипе хамăр колледжра, çавăн пекех шкулсенче уçă уроксем ирттеретпĕр. Ача сачĕсене кайса пĕчĕккисене вут-çулăмăн усăлăхĕпе сиенĕ пирки сценка кăтартатпăр. Уявсене, куравсене, тĕлпулусене хастар хутшăнатпăр. Тĕслĕхрен, Хăрушсăрлăх кунне, Раççей пушар хуралĕн е Граждан оборонин кунне халалланă мероприятисене. Пĕлтĕр Раççей МЧСĕ 25 çул тултарчĕ. Çак юбилейпе саламлас тесе колледжра вĕренекенсем Шупашкарти Юрă уйĕ сцени çинче «25» хисеп евĕр тăрса тухрĕç, аллисене кăвак тата хĕрлĕрех сарă хăмпăсем тытрĕç. Çакă çÿлтен питĕ хитре курăннине палăртрĕç Шупашкарти А.В.Ляпидевский ячĕллĕ авиаклуб парашютисчĕсем, асăннă флешмоба хутшăннăскерсем. "Пушар хăрушсăрлăхĕ" специальноçа суйласа илнисем /колледжра вăл пĕлтĕр çеç уçăлчĕº пушар-прикладной спорчĕ енĕпе те ăсталăхне туптаççĕ. Иртнĕ çул чылайăшĕ спортăн çак тĕсĕпе йĕркеленĕ ăмăртура, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинчи инкеке асăнса ирттернинче, тупăшрĕ. Пĕр каччă штурм пусмипе хăвăрт хăпарас тĕлĕшпе 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, тепри 2 хутчен 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Кăçал студентсен вĕренÿ программинче ятарлă дисциплинăсем хушăнчĕç, вĕсенче хăш япала мĕнле çуннине, ăна епле сÿнтермеллине тата ыттине тишкереççĕ. Пушар чаçĕсене кайса çăлав хатĕрĕсемпе усă курма хăнăхаççĕ", — каласа кăтартрĕ колледжри социаллă-техника специальноçĕсен уйрăмĕн заведующийĕ Елена Стальненко.

Çамрăк пушарнăйсемпе те курса калаçрăмăр. Вĕсем хăйсем асăннă дружинăна кĕнипе питĕ кăмăллă. "Ыттисен пурнăçне çăласси — питĕ пархатарлă тивĕç. Тĕрлĕ мероприятие хутшăнма килĕшет. Акă нумаях пулмасть пирĕн инструктор Татьяна Дергунова "Профессире чи лайăххи" конкурсра хăйĕн вăйне тĕрĕслерĕ. Вăл номер хатĕрленĕ май эпир те сцена çине тухрăмăр, ташларăмăр. Ытти конкурсанта та пулăшрăмăр. Манăн тĕллев — колледжран лайăх вĕренсе тухса пĕлĕве малалла тарăнлатасси, офицер пуласси", — терĕ Ростислав Титов. "Эпир профилактика ирттеретпĕр. Вут-çулăмпа асăрхануллă пулмалли пирки урамра иртен-çÿренпе те калаçма пултаратăп. Пĕр-пĕр вĕренÿ заведенийĕнче вăл-ку çитменлĕхе курсан çакăн пирки унта ĕçлекенсемпе калаçни, ăна хăвăртрах пĕтерме сĕнни те пулнă. Кăçал программăра ятарлă дисциплинăсем пурри килĕшет. Вĕсенче теорие шĕкĕлчетпĕр, практика занятийĕсенче пушар сÿнтерме хăнăхатпăр", — хавхаланса пĕлтерчĕ Дмитрий Сорокин.

Дружинăра хĕрачасем те пур. Акă мĕн каласа кăтартрĕ ятарлă тумпа пушшех те хитре курăнакан Ксения Лобачева: "Пушарнăй профессийĕ — тĕнчере чи хăрушшисенчен пĕри тата вăл арçынсен шутланать. Çапах мана килĕшет. Ку профессипе ĕçлесе тата хăюллăрах, хастартарах пулас, инкеке лекнĕ çынсене пулăшас тетĕп. Манăн, виççĕмĕш сыпăкри пичче пекех, колледж пĕтерсен Мускаври Пушар патшалăх академине вĕренме кĕрес килет. Халĕ тăванăм çĕршывăн тĕп хулинчи 1-мĕш пушар чаçĕнче ĕçлет. Вăл маншăн — ырă тĕслĕх. Çывăх вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарти хам вĕреннĕ шкула кайса профилактика калаçăвĕ ирттермешкĕн хатĕрленетĕп, унта мана тахçанах чĕнеççĕ".

Хальхи вăхăтра колледжри çамрăк пушарнăйсем Хуракассинчи инкеке асăнса дружинăсен хушшинче йĕркелекен пушар-прикладной спорчĕн ăмăртăвне хутшăнма хатĕрленеççĕ. Вăл чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарта иртет.

 

Пирĕн справка

Паянхи кун Чăваш Республикинче пĕлÿ паракан организацисенче çамрăк пушарнăйсен 214 дружини йĕркеленнĕ, йышра — 2693 вĕренекен. 2016 çулта çамр ăк пушарнăйсен республикăри 26-мĕш слечĕ /13 команда хутшăннă/, декораци пултарулăхĕн «Неопалимая купина» конкурсĕ /98 çын/, Пĕтĕм Раççейри «Тĕнче пирĕн алăра» ăслăлăх-практика конференцийĕн республикăри тата регионсен хушшинчи тапхăрĕсем, ытти мероприяти иртнĕ. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Мускав облаçĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Çамрăк пушарнăйсен чи лайăх дружини» I смотр-конкурсра Шупашкарти 47-мĕш шкулти «Агенты 01» дружина «Раççейри çамрăк пушарнăйсен хастар дружини» номинацире çĕнтернĕ, «Орленок» ача-пăча центрĕнче канмашкăн путевкăна тивĕçнĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.