Юлашки кунĕчченех тăван халăхшăн ĕçленĕ

18 Юпа, 2016

Чăвашсен пĕрремĕш киноактриси Тани Юн çырнă «Иртнĕ кунсем-çулсем» асаилÿ кĕнекине çамрăк чухнех вуласа тухнăччĕ. Виçĕ çул каялла ăна çĕнетсе кăларнă май тата «Библиотека Президента Чувашской Республики» ярăм валли очерк, «Чăваш энциклопедийĕ» валли статьясем çырма тытăнсан ун пурнăçĕпе тарăнраххăн паллашма тÿр килчĕ. Мĕн тери пысăк талант, мĕн тери шăпа! Çак сăмахсем хăйсен тĕллĕнех пуçа килчĕç ун чух. Паллах, вулакана асăннă кĕнекере театрпа тата киноискусствăпа çыхăннă сыпăксем уйрăмах тыткăнлаççĕ. Хĕпĕртемелли те, кулянса хаш сывламалли те пайтах пулнă вĕсен, чăваш искусствин паттăрĕсен Тани Юнпа Иоаким Максимов-Кошкинскин. Тăван халăха чунтан сума суни, искусство çăлтăрне тупса ун çинчен куç илмесĕр утни вĕсене çитĕнÿ тума май панă. «Вăй-халăм пур чухне хам мĕн пултарнине пĕтĕмпех тăван халăх ырлăхне çĕклес ĕçе парасчĕ, ăна тата усă кÿресчĕ», — тенĕ кĕнеке вĕçĕнче. Çак йĕркесене çырнă чухне Тани Юн çичĕ теçетке çул урлă каçнă пулнă, анчах ĕмĕр тăршшĕпе ăшра çитĕнтернĕ хĕрÿ шухăшне пăрахман.

Тани Юн ятне халăх асĕнче хăварас тесе хальхи вăхăтра нимĕн те тумаççĕ тесе калас килмест. Вăл çуралнăранпа 110 çул çитнĕ ятпа Етĕрне районĕнче Асăну хăми уçрĕç. Етĕрне хулинчи Н.Д.Мордвинов ячĕллĕ музейра киноактриса çинчен паха экспонатсем пухăнса пыраççĕ. Кĕнеке те кăлартăмăр, тен, тата та тухĕç-ха вăл çырнисем, куçарнисем. Анчах мĕншĕн-ха кунпа çырлахса лармалла? Пур-и Етĕрне хулинче Тани Юн урамĕ, Максимов-Кошкинский урамĕ пур-и Шупашкарта? Тумалли ĕçсем татах та нумай. «Чăвашкино» пирки документлă фильм ÿкерме палăртнăччĕ, Белоруссире пурăнакан Д.Михлеев режиссер-документалист аваллăх страницисене уçкаласа пăхма хатĕрччĕ, анчах çак ĕç пĕлтерĕшне ăнланакан тупăнмарĕ. Тен, кино ĕçне парăннă çамрăксем тытăнса пăхĕç «Чăвашкино» пирки кино чĕлхипе каласа пама? Максимов-Кошкинскипе Тани Юн пултарулăх еткерлĕхне тарăннăн тĕпчени те кирлĕ. Шанас килет, наукăпа искусство ĕçченĕсем çак ĕçсене çÿпçе тĕпĕнче вырттармĕç.

Валерий АЛЕКСЕЕВ,

Чăваш кĕнеке издательствин

тĕп редакторĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.