Валерий Алексеев

18 Юпа, 2016

Юлашки кунĕчченех тăван халăхшăн ĕçленĕ

Чăвашсен пĕрремĕш киноактриси Тани Юн çырнă «Иртнĕ кунсем-çулсем» асаилÿ кĕнекине çамрăк чухнех вуласа тухнăччĕ. Виçĕ çул каялла ăна çĕнетсе кăларнă май тата «Библиотека Президента Чувашской Республики» ярăм валли очерк, «Чăваш энциклопедийĕ» валли статьясем çырма тытăнсан ун пурнăçĕпе тарăнраххăн паллашма тÿр килчĕ. Мĕн тери пысăк талант, мĕн тери шăпа! Çак сăмахсем хăйсен тĕллĕнех пуçа килчĕç ун чух. Паллах, вулакана асăннă кĕнекере театрпа тата киноискусствăпа çыхăннă сыпăксем уйрăмах тыткăнлаççĕ.

11 Чÿк, 2015

Малтанхи утăмсем йывăр пулнă...

Хусана 1919 çулхи çурла уйăхĕнче чăвашсем пурăнакан уессенчен лавсем çине тиенсе делегатсем йышлăн пуçтарăнаççĕ. Çутĕç тата культура ĕçченĕсен Пĕтĕм Раççейри I сCезчĕн делегачĕсен умĕнче Наркомнац ертÿçи Д.Эльмен доклад тăвать. Вăл юлашки вăхăтра чăвашла кĕнекесем кăларас ĕç самай вăйланса пынине пĕлтерет. Делегатсем хавхаланса кайса Чăваш кĕнеке издательстви йĕркелеме, ун çумĕнче Тĕп куçару комиссийĕ туса хума йышăнаççĕ.

21 Ака, 2015

Турăшăн юрăхлă та çынсемшĕн усăллă

Пĕр аслă этем, «Кирĕк епле ырă ĕçе те Турăшăн юрăхлă, çынсемшĕн усăллă тумалла», - тенĕ. Çак каларăш тĕн кĕнекисене куçаракан çынсем пирки каланă пекех туйăнать мана. Чиркÿ кĕнекисене чăвашла куçарса кăларас пархатарлă ĕçе асаттемĕрсем иртнĕ ĕмĕрсенчех тытăннă. Сăмахран, «Катехизис» ятлă кĕнеке 1820 çултах тухнă пулнă.

22 Çурла, 2014

Хавхалану çулталăкĕ те пултăрччĕ

Чăваш литературин классикĕн К.В.Ивановăн еткерлĕхне тĕнче шайĕнче хакланине шута илсе, ун ятне ĕмĕр асăнмалăх хăварас тата литература пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев 2015 çул К.В.Иванов çулталăкĕ пулĕ тесе пĕлтерчĕ. Çак Указ халăха чылаях калаçтарчĕ. Патшалăх шайĕнче хамăр халăхăн мухтавлă ывăлне хисеп тунине нумай çын ырласа йышăнчĕ. Чăваш çыравçисем, сăмахран, урамра тĕл пулсан: «Тинех пирĕн пурнăç çăмăлланать», - теççĕ йăл кулса алă тытнă май.

Pages