Хавхалану çулталăкĕ те пултăрччĕ

22 Çурла, 2014

Чăваш литературин классикĕн К.В.Ивановăн еткерлĕхне тĕнче шайĕнче хакланине шута илсе, ун ятне ĕмĕр асăнмалăх хăварас тата литература пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев 2015 çул К.В.Иванов çулталăкĕ пулĕ тесе пĕлтерчĕ. Çак Указ халăха чылаях калаçтарчĕ. Патшалăх шайĕнче хамăр халăхăн мухтавлă ывăлне хисеп тунине нумай çын ырласа йышăнчĕ. Чăваш çыравçисем, сăмахран, урамра тĕл пулсан: «Тинех пирĕн пурнăç çăмăлланать», - теççĕ йăл кулса алă тытнă май. Хăшĕсем тата Раççей пичет пуçлăхĕн М.Сеславинскин сăмахĕсене аса илтереççĕ: «Проведение года литературы – это хорошая возможность сдвинуть с мертвой точки многие накопившиеся проблемы».

Нумаях пулмасть Раççейри Литература тата Чăваш Енри К.Иванов çулталăкĕсене мĕнле ирттерессине сÿтсе явма Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ В.П.Ефимов çыравçăсене пуçтарчĕ. Самаях хĕрÿ калаçрĕç темелле Наци библиотекин залĕнче, сĕнÿсем те, пĕр-пĕрне йĕплесе илесси те пулчĕç. Чăваш халăх çыравçи С.Павлов, сăмахран, республикăра çулсерен паракан Патшалăх премине çĕнĕрен К.Иванов ячĕллĕ тумаллине, ача-пăча кĕнекисемшĕн грантсем пани аваннине, çавăн пек грантсене критиксемпе куçаруçăсене те памаллине палăртрĕ. М.Юхма çыравçă «тулайри» писательсене пуçтарса темиçе кунлăх семинар йĕркелеме сĕнчĕ. Хв. Агивер шухăшĕпе - К.Иванов çулталăкĕ асра юлтăр тесен Чăваш академи драма театрĕнче литература каçĕ йĕркелемелле. В.Родионов тĕпчевçĕ вара çитес çул К.Ивановăн çырнисен пуххине тепĕр хут чăвашла тата вырăсла пичетлесе кăларттарасшăн...

Асăннă тĕл пулура литература çулталăкне уяв пек юрласа-ташласа мар, ĕçлĕ лару-тăрура, çĕнĕ кĕнекесем çырса тата кăларса ирттермелли çинчен калани кăмăла кайрĕ. Апла пулсан - çитес тапхăрта кĕнеке «лавĕ» чылай йывăрланмалла, ăна пирĕн малалла тапсах туртмалла. Çакна шута илсе хатĕрлерĕмĕр те Чăваш кĕнеке издательствин çитес çулхи социаллă пĕлтерĕшлĕ кĕнекесем кăлармалли тематика планне.

2008 çулта эпир «Литература палăкĕсем» ярăм уçрăмăр, çавна май К.Ивановăн «Нарспи» поэмине А.Миттов тата Праски Витти ÿкерчĕкĕсемпе илемлетсе чăвашла тата вырăсла кăлартăмăр, унта А.Хусанкай литературовед чаплă поэма чăваш культурине мĕнле витĕм кÿнине лайăх кăтартса пачĕ. Сувенир евĕрлĕ илемлĕ кĕнеке часах саланса пĕтрĕ. Çакна шута илсе «Нарспин» çак кăларăмне хушса тата çĕнетсе тепĕр хут кăларма сĕнетпĕр /сăмах май, асăннă поэма П.Сизов ÿкерчĕкĕсемпе кăçал тепĕр хут тухрĕ/. Пысăк проектсен шутĕнче – ача-пăча литературин антологийĕ тата «Чувашский рассказ» сборник, унта çак жанрпа çырнă чи лайăх произведенисем вырăсла пичетленсе тухмалла. Чăваш литература ÿсĕмне чылай чухне халĕ те авалхи картпа виçеççĕ, куна литературоведени пурнăçран юлса пынипе ăнлантарма пулать. Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе Чăваш патшалăх гуманитари институчĕ «История чувашской литературы ХХ века» монографин пĕрремĕш пайне хатĕрлесе çитерчĕ. Унта литература хайлавĕсене общество аталанăвне шута илсе, ытти халăхăн литературипе танлаштарса çĕнĕлле пăхса тухнă, çыравçăсен пултарулăх портречĕсене кĕртнĕ. План проектĕнче çавăн пекех М.Кипекĕн «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ» романĕн иккĕмĕш кĕнеки /Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă май тухать/, Н.Терентьевăн суйласа илнĕ пьесисен 2-мĕш томĕ, Н.Максимовăн «Шур акăш çулĕ» роман-легенди, З.Романовăн «Не переводом единым» куçарусемпе статьясен пуххи, В.Кузьминăн «Çумрах-ха эс, савни» повеçсен пуххи, С.Павловăн «Сулăнчăк» романĕ, Д.Гордеевăн «Шăрçа пуçлă çăпата» повеçсен пуххи. Ача-пăча патне А.Пăрттан, М.Мăскалăн, Н.Ларионовăн, А.Казановăн, А.Савельев-Сасăн, Н.Ишентейăн, В.Николаевăн, В.Степановăн тата ыттисен хайлавĕсем çитĕç. Тăван литература пуянлăхне анлăрах кăтартса «Кивелми кĕнеке» ярăм уçасшăн.

Пирĕн ĕçе тиркевлĕн хаклакансем «ку сахал мар-и?» теме пултараççĕ. Тем каласан та, ытти çулпа танлаштарсан, литература пайĕ чылай сумлăрах. Çине тăрсан кĕнеке тата та нумайрах кăларма пулĕччĕ, анчах лавкка çÿлĕкĕсем çинче тусан çăтса выртмĕç-ши вĕсем? Çакă та шухăшлаттарать. Апла пулсан патшалăхăн Литература çулталăкĕнче вулавăшсене кĕнеке туянма укçа нумайрах уйăрса памалла, вулакансене ытларах явăçтарма литература каçĕсем, «çавра сĕтелсем», çамрăк вулакансем валли тĕрлĕ конкурс тăтăшрах йĕркелемелле, ку ĕçе тĕп хулара анчах мар, ялти вулавăшсемпе культура керменĕсенче, шкулсенче ирттерсен аванччĕ.

Çĕр-шыв Президенчĕ В.В.Путин пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн нумаях пулмасть «Хыпар» хаçат «Чи лайăх 100 кĕнеке» акци ирттерчĕ. Унта хутшăнса А.Хусанкай, Г.Уткин тата ыттисем хăйсен сĕнĕвĕсене пичетлесе кăларчĕç. Паллах, çĕр-шыври ытти республикăпа облаçре те иртрĕ çакнашкал акци. Тутарстанра, сăмахран, чи лайăх 100 кĕнекен электрон версине хатĕрлеме, вĕсене Интернетра вырнаçтарма, çак кĕнекесене вырăсла куçарса кăларма палăртнă. Эпир темшĕн списоксем пичетленипех çырлахрăмăр. Тен, пичетре тухнă сĕнÿсене шута илсе, экспертсене пуçтарса çаксем чăвашăн чи лайăх кĕнекисем тесе палăртса хăвармаллаччĕ, авторсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе кĕнекесен кĕске аннотацийĕсене кĕртсе брошюра кăларсан та ытлашши пулас çукчĕ.

Темиçе çул каялла Мускавра «Литература народов кириллической азбуки» антологи ярăмĕ кăларма тытăннăччĕ, ку ĕçре якутсем, тутарсем тата пушкăртсем вăр-вартарах пулчĕç, анчах тем сăлтавпа ăна кăларма пăрахрĕç. Литература çулталăкĕнче ку ярăм пирки аса илсен аванччĕ, халĕччен чăваш сăввисене вырăсла чылай куçарнă, сумлă антологи валли çитет.

Литераторăн çăмăл мар ĕçне мĕнле хакламалли пирки асăннă тĕл пулура Чăваш халăх писателĕ Д.Гордеев самай хĕрÿлленсе калаçрĕ. Паллă, хавхалану час-часах гонорар «чулĕ» çине çивĕч çава пек пырса тăрăнать ку чух. Темиçе çул каялла ыйтăва Министрсен Кабинечĕ таранах çĕкленĕччĕ. Тепĕр хут пăхса тухмалла мар-ши ăна? Хăçан та пулин пĕчĕк гонорар тĕввине салтасах пулать.

Тĕл пулура чăваш çыравçисен виçĕ союзне пĕрлештересси пирки тавлашăва кĕрсех сăмахларĕç. Чăнах та, пĕрлешни, тен, юрĕ-ха. Анчах ку тепĕр куннех çÿлтен çăтмах аннине пĕлтермест. «Литература находится в трагическом положении», - терĕ М.Юхма хăйĕн вырăсла каланă сăмахĕнче. Çакăн пирки шухăшласан канăç çухалать. Апла ĕçлемелли нумай. Анчах хăшĕсем пĕрлешрĕмĕр тесе хăпартлануллă отчет çырассипе çырлахсан. Отчет жанрне питех кăмăллатпăр пулсан çав пĕрлешÿ пухăвĕн кун йĕркине «Юлашки вăхăтра эп мĕн çыртăм» ятпа ятарлă ыйту кĕртни те ытлашши пулмĕччĕ.

Валерий Алексеев,

Чăваш кĕнеке издательствин

тĕп редакторĕ

Рубрика: