Харис çĕкленĕ хăтлă çурт
1990 çулсен варринче тутар сăвăçи Ренат Харис Шупашкарта хăйĕн пултарулăх каçне ирттернĕччĕ. Çавăн чухне поэзи хăвачĕ пуçа кайнăччĕ пулас, туслăх уявĕ çинчен çырнă репортажра ман айăппа пысăк йăнăш тухса кайрĕ: эпĕ Ренат Магсумовича тутар халăх поэчĕ тесе палăртсах каларăм. Анчах çак тимсĕрлĕхшĕн мана никам та ятламарĕ.