Харис çĕкленĕ хăтлă çурт

7 Çурла, 2014

1990 çулсен варринче тутар сăвăçи Ренат Харис Шупашкарта хăйĕн пултарулăх каçне ирттернĕччĕ. Çавăн чухне поэзи хăвачĕ пуçа кайнăччĕ пулас, туслăх уявĕ çинчен çырнă репортажра ман айăппа пысăк йăнăш тухса кайрĕ: эпĕ Ренат Магсумовича тутар халăх поэчĕ тесе палăртсах каларăм. Анчах çак тимсĕрлĕхшĕн мана никам та ятламарĕ. Вăхăт нумаях та иртмерĕ, Тутар Республикин Президенчĕ Минтимер Шаймиев Ренат Хариса халăх сăвăçи ятне парасси çинчен Указ кăларчĕ.

Ренат Харис - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ. Нумай çул иртсен унпа Хусанта тĕл пулсан тÿрех çак самант аса килчĕ. Анчах калаçма тивĕçлĕрех сăлтав пурччĕ: Чăваш кĕнеке издательствинче шăпах çав кунсенче унăн "Илемлĕ çурт" сăвăлла калавĕ пичетленсе тухрĕ. Ăна автора панă чухне аллă... темиçемĕш кĕнеке тухнă ятпа саламларăм.

- Кĕнекесен шучĕ аллăран иртнине пĕлетĕп-ха, анчах чăн хисепне татсах калаймастăп, - кулкалать сăвăç. - Ăçтан шутласа çитерĕн? Нумаях пулмасть Беларуçрен хыпар çитрĕ, маларах Турцире сăвăсен пуххи тухнăччĕ. "Илемлĕ çурт" кĕнеке маншăн уйрăмах хаклă. Вĕрентÿ ĕçĕнче ят илнĕ "бабайсем" час-часах калаççĕ: "Ку хайлав ачасене тăван кил ăшшине туйма, ашшĕ-амăшне тата çывăх çыннисене хаклама, пĕрлĕх вăйне туйса илме вĕрентет". Эпĕ хам та педагог, атте-анне те манăн шкулта ĕçленĕ. Çавăнпа ку ыйтусен пĕлтерĕшне аван ăнланатăп. Халĕ манăн виçĕ мăнук, вĕсем тата çитĕнекен кашни тутар ачи тăванлăхпа пĕрлĕх туйăмне ăша хывса ÿсчĕр тесе çыртăм çак кĕнекене.

Ĕç-пуçа шухăшласа кăларман. Пăва районĕнчи тăван ялта çавăн пек хăтлă çурт çĕклеме тивнĕччĕ... Манăн кĕнекене чăвашла куçаракан паллă сăвăçа Раиса Сарпине тав сăмахĕ калас килет. Раиса Васильевна такам хистенипе мар, хăйĕн ирĕкĕпе куçарнă хайлава. Çакă маншăн пушшех те хаклă. Кĕнекене илемлетнĕ Елена Лютая та тăрăшса ĕçлени сисĕнет. Художник тутар çыннин пурнăçне, вăл ĕç енне туртăннине кăтартса пама витĕмлĕ майсем тупнă.

"Илемлĕ çурт" кĕнекене нумай чĕлхене куçарнă. Вăл чăвашла тухни туслăхшăн каланă вырăнлă сăмах тесе хаклассăм килет.

Валерий АЛЕКСЕЕВ,

Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.