Турăшăн юрăхлă та çынсемшĕн усăллă
Пĕр аслă этем, «Кирĕк епле ырă ĕçе те Турăшăн юрăхлă, çынсемшĕн усăллă тумалла», - тенĕ. Çак каларăш тĕн кĕнекисене куçаракан çынсем пирки каланă пекех туйăнать мана. Чиркÿ кĕнекисене чăвашла куçарса кăларас пархатарлă ĕçе асаттемĕрсем иртнĕ ĕмĕрсенчех тытăннă. Сăмахран, «Катехизис» ятлă кĕнеке 1820 çултах тухнă пулнă. Вăл вăхăтра чăвашсен алфавит пулман. Çавăнпа та ăна вырăс саспаллийĕсемпе усă курса хатĕрленĕ. Унăн куçаруçи вирьял çынни пулни тÿрех сисĕнет. Чăн тĕн сăмахĕсемпе сăмах çаврăнăшĕсем чăвашла унта йышлах мар.
Ку шутсăр пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе тăван халăхăмăра çутта кăларассишĕн тăрăшнă И.Я.Яковлевпа унăн саманташĕсем кал-кал тапратса янă, усă курма меллĕ алфавит хатĕрленĕ, Библин чылай кĕнекисене Хусанпа Чĕмпĕр хулисенчи типографисенче пичетлесе кăларнă, кĕнекесен тематикине анлăлатнă. Çапла вара медицина, гигиена, ял хуçалăхĕпе истори темисем пичетре вăй илме тытăннă. И.Яковлевăн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ «Çĕнĕ Сăмаха» пĕтĕмпех куçарса кăларни пулса тăрать. Раççей империйĕн тĕрлĕ регионĕнче чăвашсем сахал мар пурăнаççĕ. Çавна май Тутарстанра, Пушкăртстанра, Пенза, Чĕмпĕр çĕрĕсенче тата ытти вырăнта Чиркÿ прихучĕсен шкулĕсем уçăлма тытăннă. Çав шкулсенче ачасене пур предметсене тенĕ пекех чăвашла вĕрентнĕ.
Вăл вăхăтра, чăвашсем вырăсла пĕлсех кайманнине шута илсе, Чиркÿ кĕллисен кăларăмĕсем тăтăшах тухса тăма тытăннă. Ун пек кĕнекесем сахал мар тухнă, «Канонник», «Октоих», «Аслă типĕ эрнесен триочĕ», «Аслă Типĕ хыççăнхи эрнерен тытăнса çимĕке çитичченхи кĕлĕсен триочĕ», «Ирхи, каçхи кĕлĕсем», «Требник» тата ыттисем те. Кун пек пысăк та хулăн кĕнекесем пĕтĕмпе çирĕме яхăнах.
И.Я.Яковлевпа унăн юлташĕсен ĕçĕсем пĕр чăрмавсăрах пулса пынă теме çук. И.Я.Яковлева хăшпĕрисем «Националист», - теме те хăтланнă* «Вырăссене сутăннă чура», «Мĕн тума кирлĕ пире, чăвашсене, урăх тĕн. Хамăрăн тĕнех лайăх пирĕн...», - текенсем те тупăннă.
Чиркÿ йăли-йĕркине тытса тăма, паллах, укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. Ку йывăр та кăткăс ыйтăва вырăна килтерес тĕлĕшпе И.Я.Яковлев пултаруллă дипломат пулнă, вăл Хусан, Чĕмпĕр, Петербург хулисенчи пуян улпутсене чăваш ĕçне тума явăçтарнă. Пыра киле вăл Британири Библи обществин укçи-тенкипе Библин «Авалхи Сăмах» ятлă пайне куçарма тытăннă та уйрăм-уйрăм кĕнекесем калăпласа кăларма пуçланă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсен вĕçнелле тин Чиркÿпе тĕн кĕнекисене куçарас ĕç тепĕр хут вăй илчĕ. Куçару ĕçĕнче пире Раççейри Библи обществи, Шупашкарпа Чăваш епархийĕ Варнава ертсе пынипе ытлă-çитлех пулăшса тăчĕç. Библи куçаруçисене П.Львова, В.Енĕше, Д.Гордеева, П.Афанасьева, Е.Лисинăна, О.Таллеровăна Петербургра, Мускавра, Минскра, Шупашкарта ирттернĕ конференцисемпе канашлусене тăтăшах чĕнсе тăчĕç. Куçарма вĕсем уйрăммăн куçарнă, анчах пичетлеме палăртнă кĕнекесене ушкăнпах сÿтсе яваттăмăр. Тăрăшни тăрăшниех çав, темиçе çул каялла çеç-ха Китайри Нанкин ятлă хулара Библин тулли пуххийĕ чăвашла пичетленсе тухрĕ. Кăна та пысăк çитĕнÿ теме пулать, мĕншĕн тесен Библин тулли пуххийĕ Раççейре ик-виçĕ халăхăн кăна-ха.
Чăн тĕн кĕнекисене кăларас тата салатас тĕлĕшпе юлашки çулсенче Чăваш кĕнеке издательстви уйрăмах палăрчĕ. Вăл кĕнекесене яланах чаплă, хитре кăларма тăрăшатпăр. Хăш-хăш кĕнекесем, «Псалтирь», «Çĕнĕ Сăмах» йышшисем, пирĕн издательствăра икшер-виçшер хутчен те тухрĕç ĕнтĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсенчен пуçласа паянхи кунччен Шупашкарти тĕрлĕ издательствăра миллион экземпляра яхăнах тĕрлĕ кĕнеке тухрĕ.
Çитес уйăхсенчех издательство «Аслă Типĕн Триочĕ», «Кĕлĕ Кĕнеки», «Ĕненÿпе çăлăнăç çинчен» тата ыттисене тепĕр хут кăларма хатĕрленет. Вырăссен «Жития святых» ятлă 13 томлă пĕчĕкçеççĕ библиотека пур. Çав кĕнекесемпе усă курса эпир те пĕр пысăк кĕнеке кăларасшăн. Ăна куçарса хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Ку ĕçре, В.Григорьев куçаруçăпа тачă çыхăнса М.Иванов, В.Данилов, И.Карлинов священниксем пирĕнпе килĕштерсе ĕçлеççĕ, хăйсем пултарнă таран пулăшаççĕ. Эпир кирек хăçан та кĕнекемĕрсем Турăшăн юрăхлă, çынсемшĕн усăллă пулччăр тесе тăрăшатпăр. Пирĕн тĕп тĕллевĕ те çавă çеç.
Валерий АЛЕКСЕЕВ,
Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ
Комментари хушас