Комментари хушас

Хам мĕн пултарнине пĕтĕмпех тăван халăх ырлăхне çĕклес ĕçе парасчĕ, ăна татах та усă кÿресчĕ.
Тани Юн.
Искусство – хавхаланупа тавлашу шăранчăкĕ. Кинофильмра, пьесăра е романра хирĕçÿ /конфликт/ йăвашрах пулсан, ăна питĕ ăста эрешленĕ пулин те, темĕн çитменнине туятăн. «Сăввăра вуларăм та, этьсемĕр, ан çиленĕр, «градус» çитеймест» /С. Шавли/. Çапла çав, кÿтмесĕр-хавхаланмасăр, сÿрĕккĕн çырнă япала йăвашрах пулса тухать.
Искусство ушкăнĕсенче тавлашупа хавхаланăва вĕçĕмсĕр унанăран хирĕçÿсем час-часах харкашăва куçаççĕ. Эртеллĕ ĕçе пурнăçлама хĕрÿ чĕреллĕ, çемçе чунлă çынсем пуçтарăннăран та килет çакă. Ăсталăх тенине пурне те пĕр пек виçс¬¬е паман, ку та хытă тавлаштарать.
1926-1932 çулсенче 10 ытла фильм ÿкерсе хăварнă «Чăвашкино» студи, паян та пире калаçтараканскер, тавлашуран пуçланнă. Упăшкипе арăмĕ, режиссерпа актриса, киноран таврăнаççĕ те ывăниччен тавлашаççĕ: чăвашсем мĕншĕн кино ÿкермеççĕ? Хĕрсе кайсан темле ăслă сăмах та вырăнсăр, анчах – ÿкермелле! Çапла пуçланнă «Чăвашкино»!
Пĕлмен ĕçе тытăннă чух та, ура çине тăрса çитсен те, укçа-тенкĕ çитменнипе тата ытти нумай-нумай сăлтавпа, кино «хуранĕ» вĕресе тăкăннă тепĕр чух. Ăсталăх анчах мар, капашсăр пысăк чăтăмлăх ÿкме паман. Вăхăт çÿллĕшĕнчен пăхсан илемлĕн курăнать çакă. Эппин, вĕсем чăн-чăн искусство япали тăвасшăн тапаçланнă, çавăншăн хăйсене те, юлташĕсене те шеллемен.
Малтанхисене мĕн тавлаштарнă? Авалхи хутсем чун кÿтнине сивĕнме памаççĕ, тĕрĕс е тĕрĕс мар каланă /çырнă/ сăмахсене вуласа пăхар та асаттесен вăхăтĕнче тĕвĕленсе аталаннă çĕнĕ искусство пирĕн халăх пурнăçне кĕрсе мĕнле витĕм кÿнине курма тăрăшар.

Валерий Алексеев
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.