Ача ячĕ суйлатпăр
2017 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа федерацин çĕнĕ саккунĕ /94-мĕш номерлĕ\ вăя кĕнĕ, çавна май Раççей Федерацийĕн Çемье кодексĕн 58-мĕш статйине тата ЗАГСпа çыхăннă саккунăн 18-мĕш статйине улшăнусем кĕртнĕ.
Саккунпа килĕшÿллĕн ача валли ят суйланă чухне çакна шута илмелле:
– цифрăсемпе, саспаллипе хутăш цифрăпа, хисеппе, символсемпе тата саспалли шутне кĕмен паллăсемпе /«дефис» паллăсăр\ усă курма юрамасть;