Archive - Çу 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

мая 25th

25 Çу, 2017

«Çамрăксен хаçачĕ» 20 (6164) № 25.05.2017

25 Çу, 2017

Кафене чĕнчĕ те хăй тухса тарчĕ

Студент чухне общежитире пĕрле пурăннă тусăм Сергей ĕç хыççăн кафене чĕнчĕ. Вĕренсе тухнăранпа та унпа çыхăнăва татман, телефонпа шăнкăравласа калаçсах тăраттăмăр: пĕрле вĕреннисем, ĕçри лару-тăру пирки, тепĕр чухне аптăранипе çанталăк çинчен… Савни те, еркĕн те мар вăл маншăн. Юлташ теме те çав тери çывăх хутшăнса курман унпа. Студент чухне пĕр-икĕ хутчен кинона кайнăччĕ, анчах билет укçине хамах тÿленĕ пек астăватăп. Кăмăлĕпе аванахчĕ-ха вăл, анчах сарă кăтра çÿçĕ çеç килĕшместчĕ мана. Тепĕр хĕрсем вара мăйĕнченех уртăнатчĕç.

25 Çу, 2017

«Урокра аннене аса илеттĕм те — куççуль шăпăртатса анатчĕ»

28 çулти Елена Тихонова (хĕр чухнехи хушамачĕ — Артемеева) çемйипе Элĕк районĕнчи Анатри Хурасан ялĕнче пурăнать. Кунта качча килнĕренпе вăл Чăваш Сурăм шкулĕнче директорăн хуçалăх енĕпе ĕçлекен заместителĕнче тăрăшать. Хăйĕн специальноçĕпе вăй хумасть пулин те çак ĕç килĕшет ăна. Мăшăрĕпе Женьăпа икĕ хĕре — Светланăпа Дашăна — çитĕнтереççĕ.

25 Çу, 2017

Ваннăра путса вилнĕ

Кăçалхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче ирхине Çĕнĕ Шупашкарта пурăннă 79 çулти арçын виллине хăйĕн хваттерĕнче тупнă. Ку тĕлĕшпе РФ СКн Çĕнĕ Шупашкарти следстви уйрăмĕ следстви умĕнхи тĕрĕслев ирттерет.

Ватăскерĕн виллине ăна тахçантанпах пăхса пурăннă кÿршĕ хĕрарăмĕ асăрханă. Çакă паллă: аран утса çÿрекен арçын ваннăра путнă. Вилĕм криминалпа çыхăнманни уçăмланнă, суран йĕрĕсене тупса палăртман.

25 Çу, 2017

Пĕр вольерта - 5 йытă

Çапла, Шупашкарти чĕр чунсене вăхăтлăх тытмалли пунктра кил-çуртсăр йытăсен йышĕ кунран-кун ÿсет. Çу уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне унта 116 хам-хам вырăн тупнă.

Ку — питĕ нумай, мĕншĕн тесен пункт 46 чĕр чуна çеç йышăнма пултарать. Халĕ иккĕн пурăнмалли вольерта 4-5 йытă хĕсĕнкелет. Волонтерсем вĕсем валли хуçа тупас тесе тăрăшаççĕ, анчах харăсах пурне те вырнаçтарма май çук. Йытă кирлĕ пулсан сире Шупашкарти Трактор тăвакансен урамĕнчи 108-мĕш çуртра хаваспах кĕтеççĕ.

 

25 Çу, 2017

Тĕнче шайĕнче палăрнă студентка

Чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕн хастарлăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Тĕнчипех палăраççĕ-çке вĕсем! Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Хусанти патшалăх культура институтĕнче Мускав, Урал, Хусан консерваторийĕсенчи çамрăк мусăкçăсем тупăшнă. Унта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн искусствăсен факультетĕнче вĕренекен Алиса Попова та хутшăннă.

25 Çу, 2017

«УАЗикпа» Германие çитнĕ

Тĕлĕнмелле-и? Чăнах та, Филипп Риталер Германие самолетпа мар, машинăпа çитнĕ. Кăçалхи ака уйăхĕнче Германири çамрăк инженер Шупашкара «УАЗ Комби» машина туянма килни пирки хаçат вулаканĕсене пĕлтернĕччĕ. Нарăс уйăхĕнче нимĕç каччи Çĕнĕ Шупаш-карта командировкăра пулнă, шăпах ун чухне «буханкăна» пуçласа курнă вăл, ăна туянмах шут тытнă.

Pages