Archive - Кăрлач 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

январь 26th

26 Кăрлач, 2017

Çĕнĕ шкул киввинчен пин хут лайăхрах

Кунта ĕçлекенсен те, вĕренекенсен те пысăк савăнăç — кĕркунне вĕренÿ çулне çĕнĕ пĕлÿ çуртĕнче пуçланă вĕсем. Вăл аякранах илемлĕн курăнса ларать, ачасене кунсеренех хăй патне кăчăк туртать. Ара, кивĕ шкулпа танлаштарма та çук-çке ăна, хальхи пин хут лайăхрах.

26 Кăрлач, 2017

«Çамрăксен хаçачĕ» 3 (6147) №. 26.01.2016

26 Кăрлач, 2017

Пысăк сцена çине тухма ĕмĕтленет

Утаççĕ-и, чупаççĕ-и? Выляççĕ-и, кулаççĕ-и? Пире хапăл тăваççĕ-и? Ахăртнех, чылайăшĕ çак йĕркесем ăçтан пулнине тÿрех ăнланчĕ. «Шевле» кăларăма ача чухне эпĕ те чăтăмсăррăн кĕтеттĕм, чăваш ачисем валли унашкал кăларăм пурришĕн савăнаттăм. Çулсем иртнĕ май «Шевлене» ертсе пыракан шăпăрлансем улшăнса пычĕç. Шупашкарта пурăнакан Виктория Ермолаевăна сенкер экранпа 5 çул курма май килнĕ. Вăл унта пĕр класра вĕренекен юлташĕпе пĕрле лекнĕ. Викăна «Çывăр, аптраман тавраш» кăларамра та курма май пулнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах камера умĕнче хăйне ирĕклĕ тытма хăнăхнăскер ÿссен журналист пулма шухăшланă. Анчах чун киленĕçĕ — музыка — уншăн пĕлтерĕшлĕрех. Пурнăçне унпа çыхăнтарма тĕллевленсе вăл мусăкçă профессине алла илме, пысăк сцена çине тухма ĕмĕтленнĕ.

26 Кăрлач, 2017

«Кванториум» – нанотехнологи лапамĕ

Телекăларăмра ÿкерĕннĕ

Кăрлачăн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейĕн Общество телекуравĕн тÿрĕ эфирта кăтартакан «Отражение» кăларăмне хутшăннă. Унсăр пуçне вăл «Про бизнес» телеканал «Наше дело!» кăларăмра ÿкерĕннĕ.

26 Кăрлач, 2017

Пысăк хуçалăх тытса тупăш тăваççĕ

Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнче пурăнакан Алена Ильиничнăпа Алексей Николаевич Матросовсем 5 ача ÿстереççĕ. «Хамăр та йышлă çемьере ÿснĕ, çавăнпа нумай ача çуратма хăрамарăмăр», — терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Унăн – пилĕк пĕртăван, мăшăрĕн — çиччĕ. Алена Ильиничнăн ашшĕ-амăшĕ те йышлă çемьерен пулнă: амăшĕн — 12 пĕртăван, ашшĕн — 14. Малалла вулас...

26 Кăрлач, 2017

Ялта фельдшерсăр пурăнма йывăр

Пĕлтĕрхи Упăте çулĕ Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялĕнче пурăнакансемшĕн лăпках иртмерĕ. Республикăри пысăк тиражпа пичетленекен “Çамрăксен хаçачĕ” вăрман варринче вырнаçнă ял çинчен çине-çинех статья пичетлерĕ. Канлĕ пурăнма хăнăхнă ялшăн уяр çанталăкра аçа çапнăнах пулчĕ ку. Тĕнчере тĕрлĕ кĕнчеле теççĕ — кашнин хăйĕн шухăшĕ.

26 Кăрлач, 2017

Калем вырăнне - хачă

Пĕр суйланă çулпа тивĕçлĕ канăва тухичченех утма палăртнăччĕ, анчах кăмăл вăхăт иртнĕçемĕн улшăнать иккен. «Тепĕр профессие те мĕншĕн алла илмен-ши?» — пĕр вăхăт çак ыйту канăç памарĕ. Нумай шухăшласа тăмарăм — вĕренме каяс терĕм. Унччен хамăн çÿçе хамах сăрланăччĕ-ха, анчах хачă тытса курманччĕ. Апла парикмахер ăсталăхне алла илни ытлашши пулас çук. Çитменнине, халĕ илемлĕх индустрийĕ Чăваш Енре те вăйлă аталанать. Шупашкарта парикмахерскисемпе илемлĕх салонĕсем çумăр хыççăн шăтнă кăмпа пекех уçăлса тулнă. Эппин, вĕсем халăха кирлĕ. Парикмахер профессийĕ пултарулăх çыннисемшĕн çывăх. Вĕсен те вĕçĕмех шыравра пулмалла: çÿç касмалли тата сăрламалли технологисем ылмашăнсах тăнăран пĕрмай аталанмалла, вĕренмелле.

26 Кăрлач, 2017

Чăваш ялĕнче пăлан усраççĕ

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ачча ялĕнче пурăнакансен çурчĕсем пĕри тепринчен чаплă. Егоровсен кил-çурчĕ вара ыттисенчен раснарах туйăнчĕ, ăна таçтанах асăрхарăм. Пÿрт умĕнче пĕчĕк çуна ларатчĕ. Апла пулсан ку килте пони тытнине тавçăрма йывăр мар. Чăнах та, Егоровсем пĕчĕк çак лашана 11 çул усраççĕ ĕнтĕ. Ун валли çуна-урапана ялти Александр Гаврилов ăсталаса панă. Нумаях пулмасть Егоровсем тиха та туяннă.

26 Кăрлач, 2017

Преподавателе хывăхпа улталаймăн

Аудиторие кĕнĕ чухне экзамен пуçланнăччĕ. 4 студентка ыйтусене хуравлама хĕрсех хатĕрленетчĕ. Эпĕ те билет илсе парта хушшине лартăм. Манăн студент вăхăчĕ тахçанах иртнĕ ĕнтĕ, редактор черетлĕ ĕç хушнипе экзамена килтĕм. “Хыçалти рете лар, кам мĕнле шпаргалка туртса кăларнине сăнама меллĕрех унтан”, — терĕ вăл. Анчах хыçалти вырăнсене пурне те йышăннăччĕ ĕнтĕ, камăн преподаватель сăмси умĕнче ларас килтĕр-ха? Хĕрсем мана палламаççĕ, вĕсемшĕн эпĕ — куçăн мар майпа вĕренекен студент. Преподавательпе вара маларах калаçса татăлтăм.

26 Кăрлач, 2017

Шкул ачине «2» хăратмасть

Студент хăйĕн пулас профессийĕпе практикăра çывăхрах паллашать. Пĕрисем станок умне пирвайхи хут тăраççĕ, теприсем шурă халат тăхăнса чирлисен сывлăхне тĕрĕслеççĕ, виççĕмĕшĕсем доска умне тăрса ачасене урок ăнлантарма пикенеççĕ. Кашни професси хăйне евĕр, йывăрлăхĕ те расна. Пулас педагога практикăра шăпăрлансемпе ĕçлеме çăмăл-и? Паянхи шкул ачи чăваш чĕлхипе литературине вĕренесшĕн-и? Çак ыйтусен хуравне тупассишĕн И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн историпе филологи факультечĕн студенткипе Мария Гришинăпа тĕл пултăмăр. Малалла вулас...

 

Pages