Чăваш ялĕнче пăлан усраççĕ
Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ачча ялĕнче пурăнакансен çурчĕсем пĕри тепринчен чаплă. Егоровсен кил-çурчĕ вара ыттисенчен раснарах туйăнчĕ, ăна таçтанах асăрхарăм. Пÿрт умĕнче пĕчĕк çуна ларатчĕ. Апла пулсан ку килте пони тытнине тавçăрма йывăр мар. Чăнах та, Егоровсем пĕчĕк çак лашана 11 çул усраççĕ ĕнтĕ. Ун валли çуна-урапана ялти Александр Гаврилов ăсталаса панă. Нумаях пулмасть Егоровсем тиха та туяннă.
Кил хушшинче пăру çÿллĕш, сысна пек мăнтăр йытă тăрать. Вăл вольертан тухса тытса çурассăнах туйăнчĕ. Кил хуçи Егор Васильевич каланă тăрăх, хăш чухне ăна вăл хăйĕнпе пĕрле хире илсе тухать, унта ирĕке ярать. Килте сăнчăртан вĕçертсен вара йытă выльăх-чĕрлĕхе тĕкĕнмест. Егоровсем патĕнче пилĕк çул пурăнаканскер 80-90 килограмм таять.
Кăçал 60 çул тултаракан Егор Васильевичпа 56-ри Людмила Леонидовнăн хуçалăхĕпе паллашнă май хăвна зоопаркри пек туятăн. Вĕсем 200 ытла кайăк-кĕшĕкпе чĕрчун усраççĕ. Пÿртре пурăнаканнисем те пур: залра канарейка, попугай тĕпленнĕ. Егор Васильевич калаçакан попугая читлĕхрен кăларчĕ. Нумаях пулмасть туяннăскер хальлĕхе чĕмсĕртерех, анчах ăслă. Телевизор ярсан унпа тупăшсах темĕн пуплет. «Ют çынна йытă пекех хытă çыртать. Сысна çухăрнă пек кăшкăрать», — каласа кăтартрĕ кил хуçи. Егоровсем çывăх вăхăтра попугайăн чĕлхи уçăласса шанаççĕ. Канарейка ами юрламасть, аçи вара илемлĕ сассипе тыткăнлать. Пĕлтĕр вĕсем чĕпĕ кăларнă. «Пĕр чĕппи юлнăччĕ. Ашшĕпе амăшĕнчен иртерех уйăртăмăр пулмалла — читлĕхре вĕçнĕ чухне çапăнса вилчĕ», – каласа кăтартрĕç Егоровсем.
Унтан Егор Васильевич страус чĕппи кăлармалли инкубатора кăтартрĕ. Çапла, кунашкал кайăка та усрать çемье. Пĕр тĕслине кăна мар: Африка тата Австрали /эму/ страусĕсене. Çур çулти эму хăйне чăваш ялĕнче аван туять. Çемье страус аçипе амине пĕрле туяннă. Малтанхи çулсенче çăмартана тăван-пĕтенне, пĕлĕшĕсене парнеленĕ. Кăçал чĕпĕ кăларттарса пăхасшăн.
1991 çулта Егоровсем Тула облаçĕнчен кăркка тата кролик – икшер амапа пĕрер аçа — илсе килнĕ. Халĕ кашни ялта тенĕ пекех кролик ĕрчетеççĕ-ха, анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ăна йăпăр-япăр туянма май килмен. Унччен Егоровсем ялти чылай çемье пекех чăх-чĕп, хур-кăвакал, сысна, ĕне усранă. Халĕ вĕсем ахальлисене çеç мар, ăратлисене те тытаççĕ. Сăмахран, Вьетнам сыснисене. Хура тĕслисен какайĕ çуллă пулать, мрамор тĕслисем вара – тачка аш юратакансем валли.
Егоровсем миçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк усранине пÿрне хуçлатса шутласа пĕтерме йывăр: путене, фазан, чăх, цесарка, автан, павлин, Мулард, Инди кăвакалĕсем /вĕсен йышĕнче çын пек каçăрăлса утаканни те пур/, индокăвакал, темиçе тĕрлĕ кăркка, аист…
Нумаях пулмасть выльăх-чĕрлĕх йышĕ тата хушăннă. Иртнĕ çул вĕçĕнче, раштав уйăхĕнче, Егоровсем Çурçĕр пăланĕсене илсе килнĕ. Вĕсене Челябинск хулинче туяннă. Егоровсен ку чĕрчуна усрас шухăш виçĕ çул каяллах çуралнă. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула хуçи пăлансене сутман. Кĕтсе ывăннă Егоровсем çак чĕрчуна тытакан урăх çынна тупнă. Тутар хĕрарăмĕ пăлан амине Ралия ят панă, аçине – Айхон. Хут çинче ячĕсем урăхла: Красотка тата Северок. Вĕсем халĕ — çур çулта. Çак чĕрчун 18 уйăхран пĕтĕленме хатĕрленсе çитет.
Выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕке апат пама, вите-сарая тасатма ирсерен тата каçсерен икшер сехет кирлĕ. «Нихăшне те апатлантарма манас мар тесе хĕвеле май çаврăнатпăр», — терĕç кил хуçисем. Вĕсене мăнукĕ Андрей пулăшать. Вăл — кĕçĕн хĕрĕн Оксанăн аслă ывăлĕ. Егоровсен кĕрÿшĕ — Брянскран, çавăнпа вăл çемйине тăван тăрăхне илсе кайнă. Кукашшĕпе кукамăшĕн пĕчĕк Андрея инçете ярас килмен. «Эпир ăна вăрласа юлтăмăр», — терĕç шÿтлесе Егоровсем. Егор Васильевич хушнипе мăшăрĕ мăнукне йăтса ферма еннелле утнă. Хĕрĕпе кĕрÿшĕ пуйăса васканă, кĕçех такси те çитнĕ. «Тепрехинче илсе кайăпăр», — тесе вĕсем хыпаланса çула тухнă. Çапла вара арçын ача ялтах юлнă, халĕ тăххăрмĕш класа çÿрет.
Кил хуçисем путенепе цесарка çăмартисене çынна сутмаççĕ: хăйсем çиеççĕ, ачисемпе мăнукĕсене параççĕ. Егоровсен тепĕр хĕрĕ Ольга хăйсен ялĕнчи йĕкĕте качча кайнă, мăшăрĕпе пĕрле виçĕ ывăлпа пĕр хĕр ÿстереççĕ. Вĕсем те выльăх йышлă усраççĕ.
Тепĕр чухне выльăх-чĕрлĕх картинче пăтăрмах та сиксе тухать. Пĕррехинче фазансем çухалнă. Илемлĕхĕпе савăнтарччăр тесе Егор Васильевич вĕсене кил хушшине кăларнă, лешсем çывăхри вăрманалла вĕçсе кайнă. «Унта вĕсене хурчка тытнă пуль», — терĕ экзотика чĕрчунĕсене юратакан арçын.
Нумаях пулмасть страуссем урама тухса кайнă. Кил хуçи чĕнсен аçи каялла таврăннă-ха, ами вара пуçтахланнă: урам тăрăх хуçа евĕр саркаланса утнă. Егор Васильевич ун çине хăпарса ларнă та çĕре пусса антарнă, урине кантрапа туртса çыхнă, унтан трактор урапи çине хурса киле илсе кайнă.
Темĕн тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк тытакан Егоровсем хăйсем пирки çапла шÿтлерĕç: «Ку — этем айванлăхĕ». Егор Васильевич – зоотехник, Людмила Леонидовна – осеменатор. Вĕсем мĕн ачаранах картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пăхса ÿснĕ. Çемье çавăрсан иккĕшĕ те вырăнти хуçалăхра тимленĕ. Хăйсен специальноçĕпе тăрăшнăскерсем ытти ĕçрен те пăрăнман. 1986 çулта Чернобыльти атомлă электростанцире авари пулсан Егор Васильевича ăна сирме илсе кайнă. Кайран радиаци илнĕскере инвалидноç панă. Çакăн хыççăн вăл сывлăхшăн усăллă çимĕçсемпе кăсăкланма пуçланă. Путене çăмартипе какайĕ организмран радиацие кăларма пулăшнине илтсен çак кайăка усрама тытăннă. Цесарка усăлли пирки пĕлсен ăна туяннă. Çапла вăл кайăк-кĕшĕк, тĕрлĕ чĕрчун туянма тытăннă. Халĕ Егоровсем вĕсене усă панăшăн кăна мар, илемĕшĕн те усраççĕ. Людмила Леонидовна шурă павлин пирки ĕмĕтленет. «Вăл хÿрине сарсан унпа çур сехет киленме хатĕр эпĕ», — терĕ экзотика чĕрчунĕсене мăшăрĕ пекех каçăхса каясла кăмăллакан хĕрарăм.
Йышлă выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕке усрама укçа-тенкĕ самай кирлĕ. Вĕсене тăрантармашкăн Егор Васильевичăн пысăк пенсийĕ пулăшнине пытармарĕ çемье. Хăйсем туса илнĕ пахча çимĕçе сутса та вĕсем тупăш кураççĕ. Çемье акăш та усрасшăн. Анчах ăна тытмашкăн пĕве кирлĕ. Пĕлтĕр пысăках мар пĕве чавнă-ха. Кăçал унта Япони карпне ярасшăн.
Егоровсем хуçалăхра тăватă видеокамера вырнаçтарнă. Ача-пăча экзотика чĕрчунĕсене апат пама хăтланать. Пули-пулми çимĕç юраманнине пĕлмеççĕ-çке вĕсем. Теприсем вара, аслисемех, сăтăр тăвассишĕн апат персе параççĕ.
Егоровсем килĕштерсе пурăнаççĕ. Урлă калаçмалли тупăнсан та виç çеккунтранах çаврăнаççĕ. «Ача-пăча нумай пулсан, укçа çитмесен вăрçăнмалли тупăнать. Пирĕн вара мĕн пайлас?» — терĕç вĕсем.
Вера ЭВЕРККИ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.