Archive - Кăрлач 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

январь 19th

19 Кăрлач, 2017

«Манăн анне»

Анне кашни çыннăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çакна тата кăçал Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине шута илсе хаçатра «Манăн анне» фотоконкурс йĕркелеме шухăшларăмăр. Сăнÿкерчĕке редакцин электрон почтине molgazeta@rambler.ru адреспа ярса памалла. Çырура çывăх çыннăр пирки тĕплĕнрех çырса пĕлтерме ан манăр.

Конкурс çĕнтерÿçине çулталăк вĕçĕнче палăртăпăр. Ăна эсир, хаклă вулаканăмăрсем, суйлама пултаратăр. «Контактра» соцсетьри «Çамрăксен хаçачĕн» ушкăнне кĕрсе килĕшекен сăнÿкерчĕкшĕн «лайк» лартмалла. Хаклă вулакансем, эсир конкурса хастар хутшăнасса шанатпăр!

январь 12th

12 Кăрлач, 2017

«Çамрăксен хаçачĕ» 1 (6145) №.12.01.2016

12 Кăрлач, 2017

Техника ĕçне мар, музыкăна суйланă

Юрă — чун уççи. Муркаш районĕнчи Нÿрет ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Анисимова вăл пурнăçра яланах пулăшса пырать. Ачаранпах юрлать вăл. Халĕ те, кирек мĕнле ĕçе пуçăнсан, кĕвĕ ĕнĕрлет. Нумаях пулмасть Алексей республикăра çамрăк юрăçсем валли йĕркеленĕ пĕрремĕш телекурав конкурсĕнче гран-прие тивĕçнĕ. «Унта çĕнтерессе шансах хутшăнтăм», — пытармарĕ 21 çулти яш.

12 Кăрлач, 2017

2016 çул: асра юлнă самантсем

Иртсе кайнă çул Раççейшĕн çăмăлах пулмарĕ. Çапах пирĕн çĕршыв хăйĕн вăйне кăтартнине, ыттисем пире хисеплеме, шута хума тытăннине, Владимир Путин Президент тĕнчери чи сумлă çынсен рейтингĕнче малти вырăна йышăннине информацин тĕрлĕ çăлкуçĕсем пĕлтерсех тăчĕç. Раççей тĕлĕшпе санкци тăратнисенчен чылайăшĕ йăнăшне ăнланчĕ, çакăнпа çыхăннă тăкаксем вĕсене çырлахтармарĕç. Парламентари суйлавĕнче “Единая Россия” парти çĕнтерчĕ, ытти чухнехинчен чылай нумайрах сасă пухрĕ.

12 Кăрлач, 2017

«Кашни çыннăн – хăйĕн çăлтăрĕ»

«Чуна уçса калаçар» рубрикăра хăйсен пурнăçĕ çинчен пĕр пытармасăр калаçас текенсен йышĕ ÿснĕçемĕн ÿсет. Çак кунсенче ман пата Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ялĕнче пурăнакан Ольга ШМЕЛЕВА шăнкăравларĕ. Маттур чăваш хĕрарăмĕ паян шăпах 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. «Çулсем иртнĕçемĕн çыннăн тавракурăмĕ улшăнать. Çамрăксемпе пайлашмалли самантсем пур.

12 Кăрлач, 2017

Аякра чухне мăшăрĕ чи хаклине ăнланнă

«Арçыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче ывăл çуратса ÿстермелле, çурт тумалла тата йывăç лартмалла», – тенĕ ваттисем. Хальхи саманара ку каларăш хĕрарăма та пырса тивет пулĕ. Тепĕр тесен, ĕçе упăшкипе арăмĕ пĕрле тунинчен пахи çук. Элĕк районĕнчи Илленушкăнĕнче пурăнакан Иринăпа Александр Андреевсене пĕр-пĕрне ăнланакан, пулăшакан мăшăр теес килет. Малалла вулас...

12 Кăрлач, 2017

Кузнецов йĕлтĕр сырнă, Семенова юбилейне паллă тунă

Тин çеç Çĕнĕ çула чăтăмсăррăн кĕтсе тус-тăвана мĕн пар­нелемелле-ши, уяв сĕтелĕ çине мĕн лартмалла-ши тесе лавкка тăрăх çÿрерĕмĕр. Сисмерĕмĕр те: 2017 çул чÿречерен шаккарĕ. Уяв хыççăнхи кану кунĕсем те хăвăрт шăвакан пĕлĕт евĕр часах иртрĕç. Аслисем ĕçе тухрĕç, ачасем шкула чупрĕç. Уява еплерех хатĕрленни, ăна мĕнле кĕтсе илни халĕ — асаилÿ çеç. Çав самантсем сăнÿкерчĕксенче те упранса юлнă. Чăваш эстрада çăлтăрĕсен Инстаграмри страницисене шĕкĕлчерĕм. Вĕсен пурнăçĕнче мĕн пулса иртни, Çĕнĕ çул хыççăнхи кану кунĕсене мĕнле ирттерни сире те интереслентерет пуль-ха? Малалла вулас...

12 Кăрлач, 2017

Улăм пĕрчинчен темĕн те ăсталать

Юлия Родионова Красноармейски районĕнчи Именкассинче çуралнă. Халĕ Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăсра пурăнать. Педагогика училищинче пĕлÿ илнĕскер тивĕçлĕ канăва тухичченех воспитательте ĕçленĕ. Ачасене вăл аппликаци тума, пластилинран тĕрлĕ япала ăсталама вĕрентнĕ. Шăпăрлансемпе мастер классем ирттерме ăна çав тери килĕшнĕ. Ытти воспитатель унран пулăшу, сĕнÿ-канаш час-часах ыйтнă.

Pages