2016 çул: асра юлнă самантсем
Иртсе кайнă çул Раççейшĕн çăмăлах пулмарĕ. Çапах пирĕн çĕршыв хăйĕн вăйне кăтартнине, ыттисем пире хисеплеме, шута хума тытăннине, Владимир Путин Президент тĕнчери чи сумлă çынсен рейтингĕнче малти вырăна йышăннине информацин тĕрлĕ çăлкуçĕсем пĕлтерсех тăчĕç. Раççей тĕлĕшпе санкци тăратнисенчен чылайăшĕ йăнăшне ăнланчĕ, çакăнпа çыхăннă тăкаксем вĕсене çырлахтармарĕç. Парламентари суйлавĕнче “Единая Россия” парти çĕнтерчĕ, ытти чухнехинчен чылай нумайрах сасă пухрĕ.
Пĕлтĕр Раççей спортсменĕсене питĕ йывăр килчĕ. Тĕнче спортĕнчи лару-тăру политикăринчен те çивĕчрех пулчĕ. Антидопинг харкашăвне пула сусăрсем Рио-де-Жанейрăра иртнĕ Паралимпиадăна хутшăнаймарĕç.
Инкек те сахал мар тÿсрĕмĕр, нумай çын пурнăçĕ татăлчĕ. Пуш уйăхĕнче Ростов çинчи Дон хулинче пассажир лайнерĕ ÿкрĕ, 62 çын вилчĕ. Раштавăн 19-мĕшĕнче Анкарара курав вăхăтĕнче Раççейĕн Турцири посолне Андрей Карлова пăшалтан персе вилмеллех амантрĕç. Çулталăк вĕçĕ уйрăмах хăрушă инкекпе кисретрĕ: Сочире Хура тинĕсе ТУ-154 самолет ÿкрĕ, унта 92 çын пурнăçĕ татăлчĕ.
2016 çулта Раççей пĕтĕм тĕнчери терроризмпа ăнăçлă кĕрешрĕ, Сирири Пальмирăна, Алеппăна ирĕке кăларчĕ. Чÿкĕн 8-мĕшĕнче АПШ ертÿçине суйларĕç, Дональд Трамп медиамагнат пур çĕршывпа та килĕшÿре пурăнма шантарчĕ. “Восточный” космодромран пĕрремĕш ракетăна вĕçтерни, Крымри Керчь кĕперне хута яни, Турципе хутшăнусем йĕркеленни, кăçал Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивальне пирĕн çĕршывра ирттермешкĕн тивĕçни те 2016 çул çинчен аса илтерĕç.
Раççейре — Кино çулталăкĕ, пирĕн республикăра Ĕç çыннин çулталăкĕ хыçа юлчĕç. Чăваш Енре те пĕлтерĕшли, асра юлмалли сахал мар пулчĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрне тепĕр хутчен пăхса тухăпăр. ТОП-10 списока эпир çаксене кĕртрĕмĕр. Малалла вулас...