«Кашни çыннăн – хăйĕн çăлтăрĕ»

12 Кăрлач, 2017

«Чуна уçса калаçар» рубрикăра хăйсен пурнăçĕ çинчен пĕр пытармасăр калаçас текенсен йышĕ ÿснĕçемĕн ÿсет. Çак кунсенче ман пата Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ялĕнче пурăнакан Ольга ШМЕЛЕВА шăнкăравларĕ. Маттур чăваш хĕрарăмĕ паян шăпах 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. «Çулсем иртнĕçемĕн çыннăн тавракурăмĕ улшăнать. Çамрăксемпе пайлашмалли самантсем пур. Сирĕнпе тĕл пуласчĕ», — терĕ Ольга Петровна. Инçе çула кĕскетме ÿркенмесĕр вăл Шупашкара çитрĕ. Манăн кухньăри сĕтел çинче яланхи пекех вĕри чей пăсланчĕ, чуна уçса калаçни чĕрери хĕвеле ялкăштарчĕ. Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пуçланчĕ. Çакна тĕпе хурса кăçал рубрика тĕпелне Ольга Петровна уçĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.