Комментари хушас

12 Кăрлач, 2017

Йыш тата ÿсрĕ

«Çамрăксен хаçачĕ» 11 пин ытла çемьене пырса тăрĕ

«Пирĕн ялта сусăр хĕрĕпе ватă ашшĕ çил витĕр вĕрекен баракра кăмака хутса пурăнаççĕ. Çурт кĕç-вĕç ишĕлсе анасла ларать, хăрушă», — редакцие пăшăрханса шăнкăравларĕç Йĕпреç районĕнчи Çăкалăхсем. «Пирĕн шкулта ачасене акăлчан чĕлхи лайăх вĕрентмеççĕ. Педагогĕ çук, журналта вара паллăсем пур. Манăн ачана чĕрĕкшĕн «3» кăларса пачĕç», — анонимлă шăнкăрав килчĕ пирĕн пата. «Ывăл пăхмасть мана, кинпе пĕр чĕлхе тупаймастпăр», — чунĕ хурланнине пĕлтерчĕ Шупашкарта пурăнакан кинемей. «Упăшкан унчченхи арăмĕ лăпкă пурăнма памасть. Пурлăха, пахчана пайлать, тĕшмĕшпе чуна илет. Тархасшăн, килĕр», — никамран пулăшу ыйтма аптăранипе редакцие шăнкăравларĕ Патăрьел районĕнчи Ишлĕре пурăнакан пĕр хĕрарăм. Çапла хаçатра «Çемье пăтăрмахĕ» рубрика çуралчĕ. Çемьери ăнланманлăхпа çыхăннă çырусемпе шăнкăравсем татах килчĕç. Редакцири телефон кулленех шăнкăртатать, çырусем килсех тăраççĕ. Эппин, эпир сире кирлĕ. Ку пирĕншĕн мĕн тери хаклине пĕлетĕр-и, туссем? Журналистсем сирĕн пата çула тухма яланах хатĕр. Çапла, хаклă вулаканăмăрсем, эсир юлашки шанчăка çухатмасăр пирĕн пата янă пĕр шăнкăрава та айккине сирместпĕр. «Шартлама хĕлле сусăр хĕрĕпе ашшĕ сивĕ пÿртре пурăнни камшăн интереслĕ? 90-а çывхаракан кинемее ачи-пăчи пăхманни пирки камăн вулас килтĕр?» — тен, çапла калĕ хăшĕ-пĕри. Ку — пурнăç, унта вара, хăвăрах пĕлетĕр, тĕрĕсмарлăх сахал мар. Вулаканăмăрсем, хаçатра сире пăшăрхантаракан ыйтусене хускатмасан мĕн çинчен çырмалла-ха пирĕн?

Эсир пирĕнпе пĕрле пулнине, хаçата юратса вуланине туятпăр. Туймасăр! Çакна пирĕн йыш çулран-çул ÿссе пыни çирĕплетет. 2017 çулăн I çурринче «Çамрăксен хаçачĕ» 11 пин ытла /!/ çемьене пырса тăрĕ. Пирĕн пурнăçа Интернет сырса илнĕ май Раççейри наци хаçачĕсен кăна мар, вырăс кăларăмĕсен шăпи те çăмăл мар халĕ. Йышпа ÿпре те вăйлă теççĕ. Эпир те эсир хаçата юратса вуланăран, çырăнса илнĕрен вăйлă — парăнмастпăр!

«Сирĕн хаçата пирĕн ял тăрă­хĕнче текехрен пĕр çын та çырăнса илмĕ!» — шутсăр тарăхнă хĕрарăм, Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрвар шкулĕн вĕрентекенĕ /шел те, хăйĕн ятне калама хăрарĕ/, шăнкă­равларĕ пĕррехинче. Алина Изман корреспондент Йĕкĕрварти пĕр çемьере усрава илнĕ арçын ача хăйĕн çине алă хунине тĕпчесе статья çырнă хыççăн пулчĕ ку. Ялта çемьене курайман çынсем ача вилĕмĕшĕн ашшĕ-амăшне айăпланă: нумай ĕçлеттернĕ имĕш. Çак кунсенче Йĕкĕрвар ялĕнчи почта уйрăмне ятарласа шăнкăравларăм. 2016 çулăн I çурринче унта пурăнакан 20 çемьене «ÇХ» килсе тăнă. Анонимлă майпа шăнкăравланă хĕрарăм калани тÿрре тухман: кăçал унта пирĕн йыш ÿснĕ, «Çамрăксен хаçатне» 26 çемье вулĕ.

Патăрьел районĕнчи Ишлĕри çемье пăтăрмахĕ пирки статья тухсан ял çыннисем почтăна васканă. «Çамрăксен хаçачĕ» сутлăхра /унта вăл 10 экземпляр килсе тăнă/ туххăмрах юлман. Чăваш наци радиовĕпе хаçат анонсне илтнĕ хыççăн нумайăшĕ «Çамрăксен хаçатне» туянма чупнă. Почтальон та тĕлĕннĕ. Ишлĕ тăрăхĕнчи çынсем маттур, «Çамрăксен хаçатне» килĕштерсе вулаççĕ. Кăçал унта 50 экземпляр илсе тăрĕç.

«Çамрăксен хаçатне» регион тулашĕнче те кăмăллаççĕ. Унта пирĕн йыш кашни çулах ÿсет. Пĕлтĕрхи II çур çулта тĕрлĕ тăрăхри йăхташăмăрсем патне 162 экземпляр саланнă. Халĕ вара Чăваш Республикин тула­шĕнче пурăнакан чăвашсем патне 199 экземпляр саланать. Хаçат «географийĕ» анлăлансах пырать. Кăларăма Удмурт Республикинче те вулаççĕ. Самар, Чĕмпĕр, Мускав, Тверь, Калуга облаçĕсенче, Пуш­кăрт­станра, Тутарстанра пирĕн туссем пур. Тутарстанри Çĕпрел районĕнче пурăнакан чăвашсене уйрăммăн палăртас килет. Юлашки çулсенче унта «Çамрăксен хаçатне» çырăнса илекенсен йышĕ 3 хут ÿснĕ. Кăçал унта кăларăмпа 144 çемье /пĕлтĕр çулталăк пуçламăшĕнче — 43/ туслашнă.

Эсир, вулакансем, пирĕнпе пĕрле пулни сиплĕ сывлăш пекех: вăй кĕртет, çанă тавăрса малалла ĕçлеме пулăшать. Командировкăсене кайсан эсир ырă сăмах калани пире тата çивĕч статьясем çырма хавхалантарать. Элĕк районĕнчи Ехремкасси ял тăрăхĕнчи пĕр почтальонка çапла калани асран тухмасть: «Çамрăксен хаçатне» кашни эрнерех чăтăмсăррăн кĕтетĕп, страницăсене пĕр саспалли юл­миччен шĕкĕлчетĕп. Сĕтел хушшине апатланма ларсан та «Çамрăксен хаçатне» вуламасан хырăм тăранмасть».

Пытармасăр каласан, эпир, хаçат ĕçченĕсем, кăларăм тиражне 10 пине çитерме тĕллев лартнăччĕ. Ăна 11 пин ытла çемье çырăнса илни пирĕншĕн Çĕнĕ çулти чи-чи пысăк парне пулчĕ. Мĕнех, халĕ тата пысăкрах хисеп патне талпăнăпăр!

Ирина АЛЕКСЕЕВА,

«Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.