Комментари хушас

25 Çу, 2017

«УАЗикпа» Германие çитнĕ

Тĕлĕнмелле-и? Чăнах та, Филипп Риталер Германие самолетпа мар, машинăпа çитнĕ. Кăçалхи ака уйăхĕнче Германири çамрăк инженер Шупашкара «УАЗ Комби» машина туянма килни пирки хаçат вулаканĕсене пĕлтернĕччĕ. Нарăс уйăхĕнче нимĕç каччи Çĕнĕ Шупаш-карта командировкăра пулнă, шăпах ун чухне «буханкăна» пуçласа курнă вăл, ăна туянмах шут тытнă.

Нумаях пулмасть Филипп çĕнĕ машинăпа тăван тăрăхне, Франкфурт çинчи Майн хулине, çитнĕ. Çамрăк инженер «УАЗпа» 9 кун çул çинче пулнă, пĕтĕмпе 4433 километра парăнтарнă. Çул çинче транспорт кăштах чăхăмлани нимĕç каччин кăмăлне ним чухлĕ те хуçман. Ара, вăл инженер вĕт! Транспорта хăех юсанă. «Çул çÿрев хăйне евĕрлĕ те интереслĕ пулчĕ. Чылай илемлĕ вырăн куртăм, ырă çынсемпе тĕл пултăм! Эпĕ Шупашкара çитсен кăшт каярах атте вĕçсе килчĕ. Инçе çула иксĕмĕр тухрăмăр, руль умĕнче черетпе лартăмăр, çавăнпа Германие хăвăрт çитрĕмĕр. Мускавра виçĕ кун ирттернĕ хыççăн Латвири тата Литвари юлташсем патне кĕрсе тухрăмăр. Халĕ «УАЗика» кăштах улăштарасшăн», — каласа кăтартнă Филипп Риталер. Кÿршисем унăн вĕр çĕнĕ машинине курсан тĕлĕннĕ, ун пирки ыйтса пĕлнĕ. «Буханкăн» хăйне евĕр тĕсĕ вĕсен кăмăлне кайнă. Çывăх вăхăтрах çамрăк инженер юратнă транспорчĕпе Швейцарие çитесшĕн, тĕнче курса çÿресшĕн.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.