Archive - 18 Çу, 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

18 Çу, 2017

"Çамрăксен хаçачĕ", 19 (6163) №, 19.05.2017

18 Çу, 2017

Асфальта… тăпрапа сапланă

Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕ çывăхĕнчен иртсе каякан водительсем çакнашкал ÿкерчĕке курсан шалтах тĕлĕннĕ. Ара, ку таранччен асфальтри шăтăка тăпра тултарнă тĕслĕх пулман вĕт.

18 Çу, 2017

«Çылăх каçарттаракан пачăшкăсене ăнланатăп»

Шăпа мана час-часах кĕтменлĕхсемпе тĕлĕнтерет. «Чуна уçса калаçар» рубрикăн черетлĕ хăнипе нумаях пулмасть паллашрăм. Кăмăл-туйăм пĕр пекреххине пула ăна нумай çул пĕлетĕп тейĕн — тÿрех пĕр чĕлхе тупрăмăр. Çĕнĕ паллашу чунăма ырă туйăмпа тултарчĕ.

18 Çу, 2017

Раççейре эскимоссемпе пурăнасран шикленнĕ

Ют çĕршыври чылай çамрăк пирĕн республикăна аслă пĕлÿ илес тĕллевпе килет. Вĕсенчен ытларахăшĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче вĕренет. Инçе çула пăхмасăр аякри, çутă та лăпкă Чăваш Ене килекенсен йышĕнче Марокко яш-кĕрĕмĕпе хĕр- упраçĕ те пур. Вĕсенчен пĕри — Ануар Буксин.

18 Çу, 2017

Ача-пăча куллинчен илемлĕрех сасă çук

Çутта кăлараканăмăр Иван Яковлев çемьене чи хаклă тупра евĕр упрама халалласа хăварнă. Унăн пилне чылайăшĕ чыслăн пурнăçласа пыни савăнтарать. Чăн та, туслă та телейлĕ çемьерен хаклăраххи мĕн пултăр! Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан Сергейпа Татьяна Муллинсем икĕ ывăлĕпе пĕчĕк хĕрне тĕрĕс-тĕкел, çĕршыва юрăхлă çын çитĕнтерес ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ, тĕпренчĕкĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулма тăрăшаççĕ.