Асфальта… тăпрапа сапланă

Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕ çывăхĕнчен иртсе каякан водительсем çакнашкал ÿкерчĕке курсан шалтах тĕлĕннĕ. Ара, ку таранччен асфальтри шăтăка тăпра тултарнă тĕслĕх пулман вĕт.

Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче яла кĕнĕ çĕрте, асфальт çул çинче, пысăк шăтăк пулнă. Водительсем çакна курсан аптăраса ÿкнĕ. Юлашки вăхăтра çумăр час-часах çăвать, çав лачакаллă вырăнтан иртсе кайнă чухне руле итлеттерме йывăр-çке. Çак çула пăхса тăракан организаци водительсене лăплантарма тăрăшать: шăтăка хытарас тесе тăм тата вĕтĕ чул тултарма тивнĕ, асфальта çитес вăхăтра сарĕç.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.