Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Фермер утравĕ уçăлчĕ
Паян Шупашкарти Гузовский урамӗнчи 17-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ "Пятерочка" лавккара "Фермер утравӗ" уҫӑлчӗ.
Чирлисене пулӑшмаллах
Ыран - аутизмпа чирлӗ ачасем пирки информаци сармалли кун. Ҫавна май Ачасен реабилитаци центрӗнче ҫавра сӗтел иртрӗ, ҫак чирпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене хускатрӗҫ.
Шурӑ халатлисене тав туса
Паян Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче тухтӑрсем валли йӗркеленӗ "Тавах тухтӑрсене" ыркӑмӑллӑх концерчӗ иртрӗ.
Чи малтан кӑтартнӑ роликре коронавируспа чирленӗ кинемей тухтӑрсене асамҫӑпа танлаштарчӗ. Чӑнах та, пандеми вӑхӑтӗнче шурӑ халатлисем капашсӑр пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ, кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакна ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов та палӑртрӗ.
Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий паян сасӑлава хутшӑнчӗ
- Эпӗ - Раҫҫей гражданинӗ, ҫавӑнпа гражданла кӑна мар, яваплӑ тивӗҫе лайӑх кӑмӑлпа пурнӑҫлама килтӗм, - терӗ Савватий митрополит. - Туятӑп, пӗлетӗп, кашни ҫыннӑн граждан хастарлӑхне кӑтартмалла. Кандидатсене шанатӑп. Ҫынсем эпир халӗ йывӑр саманара пурӑнни пирки каланине нумай илтетӗп. Самана нихӑҫан та ҫӑмӑл пулман, пулмӗ те. Кашни ӑрӑвӑн - хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем. Пирӗн Раҫҫейӗн пысӑк пуласлӑх пулассине ӗненетӗп. Раҫҫей - мӑнаҫлӑ ҫӗршыв. Халӗ эпӗ ҫакна архиерей пек мар, хӑйӗн ҫӗршывне юратакан гражданин пек калатӑп.
Pages
- 1
- 2
- 3
- 4
- 5
- 6
- 7
- следующая ›
- последняя »