Ирина АЛЕКСЕЕВА.

18 Çĕртме, 2015

Вăрçă хыççăн амăшне 33 çул кĕтнĕ

Нимĕçсем Совет Союзне тапăнса кĕнĕренпе, пирĕннисем вĕсене çапса аркатнăранпа çул хыççăн çул хыçа юлать... Шел те, асаплă çав кунсене чăтса ирттернисен йышĕ чакса пырать. Вăрçă тутине астивнисем пурте тенĕ пекех 80 çултан иртнĕ ĕнтĕ. Чĕрисенче капланнă хурлăхпа вĕсем ĕмĕр ĕмĕрлеççĕ.

4 Çĕртме, 2015

“Çамрăксен хулинче" кашни минут хаклă

Июнь уйăхĕн 2-мĕшĕнче чи хастар та пултаруллă çамрăксем каллех Атăл леш енне пухăнчĕç. Кăçалхипе çиччĕмĕш хут иртекен «Çамрăксен хули» форума 2000 яхăн çын хутшăнать. Ултă çулта унта 10 çĕршыври, Раççейри 15 регионти 7000 яхăн çамрăк, 2000 ытла хăнапа эксперт пулса курнă.

4 Çĕртме, 2015

Эрменсем уявра çичĕ кун та çичĕ каç савăнаççĕ

Чăваш Ен, лаптăкĕпе пăхсан, пысăках мар пулин те кунта нумай наци çынни пурăнать. Вырăссем, тутарсем, пушкăртсем, грузинсем, узбексем, çармăссем, еврейсем, нимĕçсем, эрменсем, таджиксем... Йăлтах çырса пĕтереймĕн.

22 Кăрлач, 2015

Солженицын стипендине те тивĕçнĕ студент

Кăçал та Чăваш Енри 1000 çамрăк ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕ. Паллă ĕнтĕ: çав йыша чи пултаруллисем, пуçаруллисем, ĕçре хăйсене кăтартнисем лекнĕ. Шупашкарта пурăнакан Артем Гаврилов çак хисепе иккĕмĕш хут тивĕçнĕ. Вăл 2013 çулта та ЧР Пуçлăхĕн стипендине илсе тăнă.

Pages