Пĕр талăк чупнă спортсмен
Вăт ку спортсмен тăк спортсмен! Пĕр талăк чупнă вĕт! Канаш хулинче çуралса ÿснĕ Василий Дюкин Череповец хулинче иртнĕ ăмăртура палăрнă.
Спортсменсем 1, 3, 6 тата 12 сехет чупнă. Хăшĕ-пĕри 100 метра парăнтарнă. Чи чăтăмлисем вара пĕр талăк чупнă. Шăпах çак тупăшура Василий Дюкин мала тухнă. 58 çулта теме те çук ăна! Вăл 24 сехетре 184 километра парăнтарнă.