Маттур

5 Юпа, 2017

Пĕр талăк чупнă спортсмен

Вăт ку спортсмен тăк спортсмен! Пĕр талăк чупнă вĕт! Канаш хулинче çуралса ÿснĕ Василий Дюкин Череповец хулинче иртнĕ ăмăртура палăрнă.

Спортсменсем 1, 3, 6 тата 12 сехет чупнă. Хăшĕ-пĕри 100 метра парăнтарнă. Чи чăтăмлисем вара пĕр талăк чупнă. Шăпах çак тупăшура Василий Дюкин мала тухнă. 58 çулта теме те çук ăна! Вăл 24 сехетре 184 километра парăнтарнă.

 

27 Утă, 2017

Выльăх ĕрчетме юхăннă ферма туяннă

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче кун кунлакан ĕçчен те туслă Архиповсем ял хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Çичĕ çул каялла çемье пуçĕ Леонид Альбертович пăрусем туянса ĕрчетме шут тытнă.

25 Çу, 2017

Ĕмĕте пурнăçа кĕртесси хамăртан килет

Кира Афанасьева Çĕнĕ Шупашкарти ют чĕлхепе тарăн пĕлÿ паракан 5-мĕш шкулта вĕренет. Хастар пике вĕренÿре те, шкул пурнăçĕнче те малтисен ретĕнче. Чăвашлăхпа çыхăннă ăмăртусенче те çитĕнÿсем нумай унăн. Кирăн пысăк ĕмĕчĕ — Пĕтĕм тĕнчери «Кĕмĕл сасă» фестивале хутшăнасси.

17 Чÿк, 2016

Китайри çамрăксем кунĕпе вĕренеççĕ

Юлашки вăхăтра китай чĕлхине вĕренесси анлă сарăлчĕ. Ăна, ыттисемпе танлаштарсан, ăса хывма йывăртарах пулин те çамрăксем тĕнчери чи йышлă халăхăн тăван чĕлхипе калаçма ăнтăлаççĕ. Китайла пуплеме хăнăхас тесен вăхăт чылай кирлĕ. Ара, чĕлхере 60 пин иероглиф-çке-ха. Вĕренÿ валли 2 хут нумайрах вăхăт уйăрмалла. Халĕ пирĕн республикăри шкулсенче те китай чĕлхин курсне çÿреме пулать. Преподавательсем Китайран та килеççĕ. Анчах чĕлхене хăйĕн çĕршывĕнче вĕреннине, унăн культурипе, йăли-йĕркипе тĕплĕнрех паллашнине мĕн çиттĕр? Пирĕн республикăри аслă шкулсем Китайри университетсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, студентсемпе улшăнаççĕ. Хĕвелтухăç çĕршывĕнчи вĕренÿ пирĕннинчен уйрăлса тăрать-и? Китай студенчĕсене столовăйĕнче мĕн çитереççĕ? Çак тата ытти ыйту хуравне тупмашкăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе географи факультечĕн 3-мĕш курс студенткипе Кристина Яковлевăпа çыхăнтăм. Пике кăçалхи вĕренÿ çулне Китайри Аньхой университетĕнче пуçланă.

Pages