Комментари хушас

17 Чÿк, 2016

Китайри çамрăксем кунĕпе вĕренеççĕ

Юлашки вăхăтра китай чĕлхине вĕренесси анлă сарăлчĕ. Ăна, ыттисемпе танлаштарсан, ăса хывма йывăртарах пулин те çамрăксем тĕнчери чи йышлă халăхăн тăван чĕлхипе калаçма ăнтăлаççĕ. Китайла пуплеме хăнăхас тесен вăхăт чылай кирлĕ. Ара, чĕлхере 60 пин иероглиф-çке-ха. Вĕренÿ валли 2 хут нумайрах вăхăт уйăрмалла. Халĕ пирĕн республикăри шкулсенче те китай чĕлхин курсне çÿреме пулать. Преподавательсем Китайран та килеççĕ. Анчах чĕлхене хăйĕн çĕршывĕнче вĕреннине, унăн культурипе, йăли-йĕркипе тĕплĕнрех паллашнине мĕн çиттĕр? Пирĕн республикăри аслă шкулсем Китайри университетсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, студентсемпе улшăнаççĕ. Хĕвелтухăç çĕршывĕнчи вĕренÿ пирĕннинчен уйрăлса тăрать-и? Китай студенчĕсене столовăйĕнче мĕн çитереççĕ? Çак тата ытти ыйту хуравне тупмашкăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе географи факультечĕн 3-мĕш курс студенткипе Кристина Яковлевăпа çыхăнтăм. Пике кăçалхи вĕренÿ çулне Китайри Аньхой университетĕнче пуçланă.

Рис йăлăхтарнă

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн студенчĕсем çулленех тÿпе айĕнчи çĕршыва /Китая урăхла çапла калаççĕ/ каяççĕ. Китай чĕлхине тарăнрах вĕренме каяс тесен ятарлă собеседовани витĕр тухмалла. Кристина кунашкал май пуррине пĕлсен шанчăка çухатас темен. Вăл студентсемпе улшăнакан ятарлă программăпа усă курса ют тăрăха каясси пирки тĕлĕкре те тĕлленмен.

— Эпĕ тăван тăрăхран пĕрремĕш хут аякка кайрăм. 2 уйăх хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Умра — экзаменсем. Ун хыççăн Раççее таврăнăпăр. Питĕ тунсăхлатăп пулин те пурнăçăмри пĕр тапхăра кунта ирттерме май пурришĕн чунран савăнатăп, — пĕлтерчĕ 19-ти пике.

Аньхой провинцине вăл экономика факультетĕнче ăс пухакан Анна Красновăпа пĕрле çул тытнă, пĕр пÿлĕмре пурăнма пуçланă. Чăваш хĕрĕсене ют çĕршывсенчен килекен студентсен общежитине вырнаçтарнă. Унта Китай çамрăкĕсем пурăнмаççĕ — вĕсен уйрăм корпус. Кристина каланă тăрăх, унти чылай студент хваттер тара илес вырăнне хăтлă общежитие суйлать.

— Китая вĕçнĕ чухне эпир Аньхой университетне вĕренме каякан çамрăксемпе паллашрăмăр. «Сире кам та пулин кĕтсе илет-и?» — интересленчĕç вĕсем. Вĕсен аэропортран хăйсенех каймалла. Пире вара вырăсла пуплекен Ни Тинь Тинь кĕтсе илчĕ. Пÿлĕме вырнаçиччен хутсемпе çыхăннă ыйтусене уçăмлатма тиврĕ, — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Кристинăпа Аня пÿлĕмре иккĕн çеç пурăнаççĕ. Китай студенчĕсен пурнăçĕ пирĕннинчен уйрăлса тăманнине ĕнентерчĕ пике. Общежитире кухня пур. Унта апат пĕçерме пулать. Анчах Кристинăпа Анна столовăйĕнче сăйланма кăмăллаççĕ. Кампусра /урăхла каласан — студентсен «хулинче»/ унашкалли виççĕ. Унта Китай кухнин апачĕпе паллашма май пур. Малтанхи тапхăрта Кристина унпа сăйланнă. Анчах хальччен тутанса курман çимĕçсенчен хатĕрленĕ апат пурин кăмăлне те каймасть. Хăшĕ-пĕрне çиме мар, пăхма та кăмăллă мар.

— Китай кухни пирĕнни пек мар, çавăнпа кафене кайсан Европа кухнин апачĕпе сăйланма тăрăшатăп. Кунти çăкăр пылак. Унсăр пуçне мантоу /ăна те çăкăр, те булка темелле/ çисе куртăм. Ăна пăс çинче пĕçереççĕ. Темĕн тĕрлĕ яшка та тутанса курма май пур. Ăна хăвах суйлатăн. Эпĕ, сăмахран, макарон, кăмпа тата тĕрлĕ курăк янине илме тăрăшатăп. Çав курăксене хальччен çисе курман. Китай çыннисем макарона юратсах çиеççĕ. Пуринчен ытла вара рис кăмăллаççĕ. Эпĕ ăна çисе йăлăхрăм ĕнтĕ, — каласа кăтартрĕ студент.

Нумаях пулмасть Китайра кĕр уявĕ иртнĕ. Праçникре пĕр-пĕрне мункейк, Китай çыннисем ăна юэбин теççĕ, парнелеççĕ. Пĕр преподаватель ăна Кристинăна та тыттарнă. Вĕрентекен ку уяв çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартнă. Çак кун пĕр-пĕрне юратакансем урамра уçăлса çÿресе уйăхпа киленеççĕ. Хунарсен уявне паллă тăвасси те анлă сарăлнă çĕршывра. Унсăр пуçне юпа уйăхĕнче пĕр эрнене тăсăлакан праçник пур. Çавăн чухне пурте канаççĕ. Кристина каланă тăрăх, уявсенче хулара пĕр плакат та çакмаççĕ. Праçник пирки нимĕн те аса илтермест.

Аньхойра чăваш хĕрĕсем Ши Хун Шэн преподавательпе туслашнă. Вăл Чăваш Ене темиçе те килсе кайнă. Пикесем унпа пĕрле Цзиндэчжэнь хулине çитсе курнă. Халăхра ăна фарфор хули теççĕ. Хэфэе хулинче пикесем истори, географи музейĕсенче пулса курнă. Фарфор музейĕ, сăмахран, уçă тÿпе айĕнче.

— Экскурсине çÿресен çĕннине чылай пĕлетĕн, куратăн. Пуçласа панда куртăм. Аньхой хули питĕ илемлĕ, урамра çын пасарти пек хĕвĕшет. Китай çыннисем ют çĕршывсенчен килнисемпе сăн ÿкерĕнме кăмăллани мана питĕ тĕлĕнтерчĕ. Вĕсем çын курман чухне вăрттăн та пулин пырса ÿкерме тăрăшаççĕ. Кунта Ĕпхÿрен килнĕ 13-ри Назарпа паллашрăмăр. Ăна ашшĕ китай чĕлхине вĕренмешкĕн ятарласа янă. Вăл Ши Хун Шэн профессор патĕнче пĕлÿ илет, — пĕлтерчĕ Кристина.

Университета — кĕске шăлаварпа

Китайра вĕренÿ çулĕ авăн уйăхĕнче пуçланать. Унти студентсем утă уйăхĕччен пĕлĕвне тарăнлатаççĕ. Экзаменсем пирĕнни пекех кăрлачра иртеççĕ. Хĕвелтухăç çĕршывĕнче бакалавр мелĕпе 4 çул вĕренеççĕ. Ун хыççăн 2-3 çул магистратурăра ăс пухаççĕ. Китай студенчĕсем кунĕпе вĕренеççĕ. Кристина каланă тăрăх, кампусра шăнкăрав ирхи 6-ран пуçласа каçхи 9 сехетчен янăрать. Ют çĕршывран килнĕ студентсем вара кунне 4 сехет çеç вĕренеççĕ. Преподавательсем лекцисене китайла, акăлчанла вулаççĕ. Сăмах май, Китай университечĕсенче лекцисемпе семинарсене уйрăм ирттермеççĕ.

— Студентсен йышне тăрсан пирĕн валли ятарлă мероприяти йĕркелерĕç. Студент билетне алла тыттарчĕç те концерта илсе кайрĕç. Вăл урăх кампусра иртрĕ. Сăмах май, кунта университет автобусĕ пур. Вăл пĕр кампусран теприне е экскурсие илсе çÿрет. Уяв ячĕпе иртнĕ концертра китайла калаçрĕç. Эпĕ нимĕн те ăнланмарăм. Халĕ çеç чĕлхене ăнкарма пуçларăм. Çĕнĕ студентсене Хуаншань тăвĕсене курма илсе кайрĕç, наци костюмĕсемпе паллаштарчĕç. Вĕсене тăхăнса пăхма та май пулчĕ. Концертра эпир çар тумне тăхăннă çамрăксен хыçĕнче лартăмăр. Китай студенчĕсем 1-мĕш курсра çар ĕçĕпе те паллашаççĕ. Вĕсем сцена çине тухса юрă шăрантарчĕç. Çак кунсенче футболла вылянине курма май килчĕ. Унта ют çĕршывсенчен килнĕ студентсемпе Китай çамрăкĕсем тĕл пулчĕç, — йĕркеллĕ калаçнă çĕрте çыхăну татăлчĕ, Кристина Интернет япăххине пĕлтерчĕ. Китайра çĕнĕ технологисем вăйлă аталаннине лайăх пĕлетпĕр. Нивушлĕ унта тĕнче тетелне тухмашкăн йывăрлăх сиксе тухать? Интернета телефон урлă кĕме çăмăл мар иккен.

Китайра экзаменсем пирĕнни пекех иртеççĕ-и? Çук. Унта темиçе ыйтуран тăракан хут тыттармаççĕ. Преподаватель экзаменра мĕнлерех ыйтусем пулассине хăех калать.

— Нумаях пулмасть кунта çумăрлă çанталăк тăчĕ. Пĕр чарăнми 5 кун çурĕ. Эпĕ çакна хăнăхман. Сивĕ тесе университета пальто тăхăнса, шарф çыхса çÿрерĕм. Китай çамрăкĕсем сивве хăнăхнă. Хăшĕ-пĕри санталипе, кĕске шăлаварпа килнинчен питĕ тĕлĕнтĕм. Халĕ çанталăк лайăхланчĕ, урамра 15 градус ăшă, — терĕ пике.

Кристина çĕнĕ тусĕсем патне хăнана çÿренине каласа кăтартрĕ. Чылайăшĕ Раççей культурипе кăсăкланать. Вĕсенчен нумайăшĕ пирĕн урамра упа çÿренине, çынсем хĕлле хăлхана хуплакан çĕлĕк тăхăннине ĕненет. Кристина хăй Чăваш Енрен пулнине каласа кăтартнă. Пирĕн республика çинчен нумайăшĕ илтмен те. «Вĕсене чăвашла юрласа кăтартрăм. Хăйсем нимĕн те ăнланмарĕç пулин те йăл кулчĕç», — пирĕн культурăпа ыттисене паллаштарнăшăн савăнчĕ çамрăкскер.

Халĕ Кристина экзаменсене тĕплĕн хатĕрленет. Çĕнĕ çула мĕнле уявламалли пирки те шухăшлать. Ăна вăл студентсемпе пĕрле кĕтсе илесшĕн. Сĕтел çине яланхиллех мандарин, «Оливье» салат лартасшăн. Уявра хăйне килти пекех туясшăн вăл. Ку Çĕнĕ çул унăн асĕнче яланлăхах çырăнса юлĕ.

Ирина КОШКИНА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.