Чӑваш Енре пурӑнакансем васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ чухне кирек хӑш вӑхӑтра та "103" номерпе шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ. Ҫакӑн валли Шупашкарта Пӗрлехи call-центр йӗркеленӗ. Унсӑр пуҫне васкавлӑ пулӑшу кирлӗ чухне "112" номерпе те шӑнкӑравлама юрать.
Паян Шупашкарти Республика тÿремĕнчи тĕп чăрăш патне васкавлă пулăшу тытăмĕнче ĕçлекенсем йышлăн пухăнчĕç. Çĕнĕ çула тулли кăмăлпа кĕтсе илме сăлтавĕ пысăк: асăннă служба çĕнĕ 30 автомобильпе, çут тĕнчене килекен ачасем валли ятарласа хатĕрленĕ 2 реанимобильпе пуянланчĕ.
Инкеке лекнĕ çынна мĕнле пулăшмалла? Васкавлă медицина пулăшăвне шăнкăравласан чи малтанах мĕн пĕлтермелле? Паян «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем пĕрремĕш пулăшу пама вĕренчĕç.
Марина Семенова медик волонтер тип пыра кайнипе аптăранă çынна пулăшу пама, массаж туса чĕрене ĕçлеттерме вĕрентрĕ.
«Гипертони майĕпен çамрăклансах пынине палăртмалла. Унпа аптăракансен йышĕ çултан-çул ÿсет. Шкул ачисен хушшинче те юн пусăмĕ пысăкланнă тĕслĕхсене тупса палăртаççĕ, çавăнпа кашнин хăйĕн артери пусăмне тĕрĕслесех тăмалла», — терĕ Шупашкарти 1-мĕш клиника больницин кардиолог тухтăрĕ Кристина Матросова.