Комментари хушас

31 Раштав, 2019

Васкавлă пулăшу тытăмне — çĕнĕ автомобильсем

Паян Шупашкарти Республика тÿремĕнчи тĕп чăрăш патне васкавлă пулăшу тытăмĕнче ĕçлекенсем йышлăн пухăнчĕç. Çĕнĕ çула тулли кăмăлпа кĕтсе илме сăлтавĕ пысăк: асăннă служба çĕнĕ 30 автомобильпе, çут тĕнчене килекен ачасем валли ятарласа хатĕрленĕ 2 реанимобильпе пуянланчĕ.

Васкавлă пулăшу машинисен уççине тĕрлĕ подстанцире ĕçлекен водительсене савăнăçлă лару-тăрура памашкăн Республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Ен сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов килсе çитрĕç.

Михаил Игнатьев юлашки виçĕ çулта федерацин медицина васкавлă пулăшăвĕн автотранспортне çĕнетес программипе килĕшÿллĕн республикăри асăннă тытăм автопаркĕ самай çĕнелнине палăртрĕ. Çакă службăн пĕтĕмĕшле ĕçĕн пахалăхне лайăхлатма май панине асăнчĕ. Хальхи вăхăтра республикăри васкавлă пулăшу тытăмĕ Раççейри 85 субъект хушшинче ĕç усăлăхĕпе — виççĕмĕш вырăнта.

Владимир ВИКТОРОВ, Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ:

— Республикăра талăкĕпе ĕçлекен 100 бригада сывлăх енчен пулăшу кĕтекенсем патне куллен çула тухать. Автопаркра — 190 машина. Пирвайхи пулăшу паракан медицина специалисчĕ ĕçе мĕнле пахалăхпа пурнăçлани чирлекене сыватас ĕçре питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Васкавлă пулăшу паракан ушкăн вăхăтра çитнин витĕмĕ те пысăк. Хальхи вăхăтра бригадăсем вырăна вăтамран 11 ытла минутран çитеççĕ. Нумаях пулмасть кăна кăтарту 13 минутпа танлашатчĕ.

Рубрика: