«Хыпар» ИÇ ĕçченĕсем пĕрремĕш пулăшу пама вĕренчĕç

13 Авăн, 2019

Инкеке лекнĕ çынна мĕнле пулăшмалла? Васкавлă медицина пулăшăвне шăнкăравласан чи малтанах мĕн пĕлтермелле? Паян «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем пĕрремĕш пулăшу пама вĕренчĕç.

Марина Семенова медик волонтер тип пыра кайнипе аптăранă çынна пулăшу пама, массаж туса чĕрене ĕçлеттерме вĕрентрĕ.

Нумаях пулмасть Марина «Таврида» форумран çĕнтерÿпе таврăннă. Вăл хатĕрленĕ проект 150 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. «Кашниех пулăшма пултарать» проектпа килĕшÿллĕн волонтерсем пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентеççĕ. Пулас медик издательство çурчĕн ĕçченĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Шывра путакана, электричество токĕ çапсан мĕн тумаллине каласа кăтартрĕ.

«Инкек-синкекре чылайăшĕ çухалса каять. Суранран сăрхăнакан юн шиклентерме, ал-урана çыхлантарма пултарать. Кашнинех кирек хăçан та пĕрремĕш пулăшу пама пĕлмелле», — терĕ Марина.

 

Рубрика: 

Комментари хушас