Раççейре палăрнă стоматолог

Шăл шуратма кам патне каймалла тетĕр-и? Ксения Сергеева патне. Нумаях пулмасть, çĕртме уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче, Белгородра стоматологсен профессионал ăсталăхĕн Пĕтĕм Раççейри чемпионачĕ вĕçленнĕ.

Малтан, ака уйăхĕнче, республика шайĕнче конкурс иртнĕ. Унта Екатерина Васильева тата Ксения Сергеева мала тухнă. Ксения «Шăлсене шуратасси» номинацире палăрнă, Екатерина вара — «Шăлсен эстетика реставрацийĕ» номинацире. Çапла майпа икĕ стоматолог Раççей шайĕнчи конкурса хутшăнма тивĕç пулнă. Çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче çĕршыв шайĕнче иртнĕ чемпионатăн «Шăлсен эстетика реставрацийĕ» тата «Шăлсене шуратасси» номинацисене пĕтĕмлетнĕ. Ксения иккĕмĕш номинацире 3-мĕш вырăн йышăннă. Екатерина Васильева вара лауреат Дипломне тивĕçнĕ.

Палăртса хăварар: финала Мускаври, Сургутри, Хабаровскри, Челябинскри, Шупашкарти, Курскри, Санкт-Петербургри, Пермьри 14 стоматолог хутшăннă. Вĕсен йышĕнче пирĕн ентеш ăсталăхне тивĕçлипе кăтартнине пĕлтерме çав тери кăмăллă. Маттур, Ксения!

 

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.