“Çамрăксен хулинче

4 Çĕртме, 2015

“Çамрăксен хулинче" кашни минут хаклă

Июнь уйăхĕн 2-мĕшĕнче чи хастар та пултаруллă çамрăксем каллех Атăл леш енне пухăнчĕç. Кăçалхипе çиччĕмĕш хут иртекен «Çамрăксен хули» форума 2000 яхăн çын хутшăнать. Ултă çулта унта 10 çĕршыври, Раççейри 15 регионти 7000 яхăн çамрăк, 2000 ытла хăнапа эксперт пулса курнă.