Комментари хушас

22 Кăрлач, 2015

Солженицын стипендине те тивĕçнĕ студент

Кăçал та Чăваш Енри 1000 çамрăк ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕ. Паллă ĕнтĕ: çав йыша чи пултаруллисем, пуçаруллисем, ĕçре хăйсене кăтартнисем лекнĕ. Шупашкарта пурăнакан Артем Гаврилов çак хисепе иккĕмĕш хут тивĕçнĕ. Вăл 2013 çулта та ЧР Пуçлăхĕн стипендине илсе тăнă. Маттур Артема "Çамрăксен хаçачĕн" тĕпелне чĕнтĕмĕр.

Артем Гаврилов Шупашкарти 4-мĕш лицейре ăс пухнă, халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика уйрăмĕнче 3-мĕш курсра вĕренет. Лара-тăра пĕлмест вăл. "Пурнăç кĕске, ăна ахаль ирттерме шел. Сусăрсене сыввисемпе танлаштаратăп та çакна калас килет. Пĕрремĕшĕсене çутçанталăк сывлăх енчен кÿрентернĕ. Иккĕмĕшĕсем, хăшĕ-пĕри, тĕрĕс-тĕкел пулсан та вăхăта ахаль ларса сая яраççĕ", - тет вăл. Артем ача чухнех журналист пулма ĕмĕтленнĕ, анчах çакна вăл кая юлса ăнланнине палăртать. Ун чухне вăл лицейри "Çамрăк журналист" кружока çÿреме пуçланă, пĕр уйăхран ăна редактор тивĕçĕсене шаннă. Кун хыççăн вăл аттестат илсен ăçта каймалли пирки иккĕленмен - журналистика факультетне çул тытнă.

- Мускава вĕренмешкĕн ятарласа каймарăм. Тăван республикăна çав тери юрататăп. Чăннипе, кирек ăçта та укçа ĕçлесе илме май пур - пĕр вырăнта лармалла мар çеç, - çирĕппĕн каларĕ стипендиат. Артем 10-мĕш класра вĕреннĕ чухнех хăйĕн карьерине пуçланă. Вăл Чăваш наци радиовĕн эфирĕнче "Пысăк тăхтав" кăларăм ертсе пыма тытăннă. Вăлах - "Студентсен хули" программа авторĕ тата ертÿçи. Палăртмалла: ăна халăх хапăлласа йышăннă.

- Хальхи çамрăксем эрех ĕçни, пирус туртни пирки кăмăлсăрланса калаçаççĕ. Эпĕ унашкаллисене курмастăп. Кăларăм ытлашши позитивлă пулни пирки те ÿпкелеççĕ хăш чухне. Спортпа туслă пулни халĕ - модăра. Çивĕч ыйтусем те çук мар. Çамрăксем карьера пирки шухăшламаççĕ, пĕр кунпа пурăнаççĕ. Кун пек майпа "çимĕç" туса илеймĕн, - шухăшĕсемпе паллаштарчĕ Артем.

Унăн ĕмĕчĕсем пысăк. Каччă пур çĕре те ĕлкĕрме, таçта та хутшăнма тăрăшать. Ара, журналистăн йăлтах пĕлсе-курса тăмалла-çке-ха. Пĕлтĕр Артем И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ют чĕлхе факультетне каçхи уйрăма вĕренме кĕнĕ. Икĕ университета çитмелле, радиокăларăм хатĕрлемелле... Вăхăт ахаль сая каймасть. Çитменнине, Артем журналистика енĕпе ăслăлăх ĕçĕсем çырать. Хальлĕхе вĕсен шучĕ - 10 ытла. Вăл хăйĕн кăларăмне йĕркелес, ăна лайăхлатас тĕллевпе республикăра Совет Союзĕ арканнă хыççăн эфира тухнă çамрăксен радиокăларăмĕсене тишкерсе ăслăлăх ĕçĕ çырнă. Артем çак тапхăрта çамрăксем улшăннине палăртать. Каччă çитес вăхăтра мĕнле ĕçе пуçăнасси пирки "Çамрăксен хаçачĕн" вулаканĕсене вăрттăн систерчĕ. Артем дигитализаци /информацие цифра форматне куçарни/ епле пулса пынине сăнасшăн. Халĕ пичет кăларăмĕсем иккĕмĕш плана куçса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Çамрăк журналист çак ĕçсене пурнăçламашкăн ЧР Наци библиотекинче вăхăт нумай ирттерет.

Артем Гаврилов магистратурăна вĕренме юласшăн. Мал ĕмĕтлĕскер аспирантурăра та ăс пухасшăн. Мускава-и е урăх хулана вĕренме кайĕ-и - пурпĕрех каялла таврăнĕ. Артем - РФ Журналистсен союзĕн членĕ. Пултарулăхне кура - хисепĕ. Артем Гаврилова Александр Солженицын ячĕллĕ премине пани хăйĕншĕн те кĕтменлĕх пулнă. Документсене хатĕрленĕ чухне чи пултаруллă 10 студент йышне кĕрессине хăй те ĕненмен. Халĕ уйăхсерен вăл 1500 тенкĕ илсе тăрĕ. ЧР Пуçлăхĕн стипендипе танлаштарсан, сахалрах пулин те - сумлăрах. Вăл - Раççей шайĕнчи, ăна РФ Президенчĕ Владимир Путин алă пусса çирĕплетнĕ.

Артем Гаврилов Раççей журналисчĕсенчен тĕслĕх илме тăрăшать. Андрей Малахов ăна оперативлăхĕпе, анлă тавракурăмĕпе килĕшет. Владимир Познерпа Ксения Собчак уншăн - лайăх интервьюерсем. Артем дикцие лайăхлатмашкăн кĕнекесене сасăпа вулать. Çамрăкскер ЧР Наци библиотеки хатĕрленĕ аудиокĕнекере диктор пулса Раиса Сарпин, Марина Карягинăн хайлавĕсене вуланă. Маттурскер хăйне Анатолий Данилов, Альбина Никитина, Борис Чиндыков, Виталий Станьял вĕрентсе те ăс парса пынине палăртать.

- Юлашки вăхăтра инженерсем, математиксем кирли пирки калаçаççĕ. Анчах манăн çакна калас килет: сăмах ăстисем те пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем халăх пуласлăхĕшĕн яваплă, - сăмахне вĕçлерĕ кăçал икĕ стипендие тивĕçнĕ Артем Гаврилов.

Сăмах май, январĕн 12-мĕшĕнче Михаил Игнатьев чи пултаруллисене пухса "çавра сĕтел" ирттерчĕ. Правительство çуртне килнĕ 30 çамрăкран 10-шĕ - стипендие пĕлтĕр илнисем. Вĕсем Михаил Васильевича уйăхсерен 1830 тенкĕ уйăрнă укçана мĕн тĕллевпе тăкаклани пирки каласа кăтартрĕç.

Çĕрпÿри аграри техникумĕнче вĕренекен Денис Димитриев пухăннă укçа-тенкĕпе ноутбук, принтер туяннă - ку студентшăн питĕ кирлĕ хатĕр-хĕтĕр. Шупашкарти коопераци институтĕнче 5-мĕш курсра вĕренекен, çав вăхăтрах преподавательре ĕçлекен Лариса Медведева карвингпа кăсăкланать. Çавăнпа вăл стипенди укçипе Германи çĕççисене туяннă. Мари Элтан вĕренме килнĕ Дарья Салишкина укçана общежитире пурăннăшăн тÿлесе тăкакланă. Стипенди, нумаях мар пулин те, кашнинех пулăшу кÿнĕ. Михаил Игнатьев та стипенди виçи чи пĕлтерĕшлĕ пулманнине палăртрĕ. Чи кирли - çамрăксем хăйсене кăтартни, вĕсене асăрхани.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.