Эрменсем уявра çичĕ кун та çичĕ каç савăнаççĕ

4 Çĕртме, 2015

Чăваш Ен, лаптăкĕпе пăхсан, пысăках мар пулин те кунта нумай наци çынни пурăнать. Вырăссем, тутарсем, пушкăртсем, грузинсем, узбексем, çармăссем, еврейсем, нимĕçсем, эрменсем, таджиксем... Йăлтах çырса пĕтереймĕн. Пирĕн республикăра 128 наци çынни, 8 этнос ушкăнĕ тĕпленнĕ. Вулаканăмăрсене тĕрлĕ наци çыннисемпе тăтăшах паллаштаратпăр. Паян "Çамрăксен хаçачĕн" тĕпелне Ася Гуларяна чĕнтĕмĕр.

Ася Арменири Иджеван хулинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕне Чăваш Ене ĕçрен янă. Унтан вара çемйипех куçса килнĕ. Ун чухне Ася 9 çулта пулнă. Пĕр вăхăт çемье каялла Армение кайма та шухăшланă, анчах чăвашсем ăшпиллĕн кĕтсе илнĕрен, халăх туслă пулнăран ашшĕ-амăшĕ, хĕрĕпе ывăлĕ кунтах тĕпленнĕ. Шупашкарта Гуларянсен тепĕр ывăл çуралнă. Армение кашни çулах кайса çÿреççĕ вĕсем. Мĕнпур хурăнташĕ унта-çке. Чăвашра вĕсен тăван-пĕтен çук.

Ася Арменирен килнĕ чухне ача-пăча кăна пулнă. Çапах вăл ачалăхĕнчи хăш-пĕр саманта, тăван халăхĕн йăли-йĕркине астăвать. Унти тăванĕсемпе çыхăнăва татманран та наци йăли пирки вăл нумай пĕлет.

Ася Гуларян Шупашкар, Мускавпа танлаштарсан, пĕчĕк пулсан та лăпкăраххине, хитререххине палăртрĕ. Кунта куçса килсенех вăрăм, сивĕ хĕле çеç хăнăхма йывăртарах пулнă. Арменире юр сахал çăвать, çулла питĕ шăрăх.

Эрменсем те Христос тĕнне ĕненеççĕ. Вĕсем Григориан чиркĕвне çÿреççĕ. Чăваш Енре унашкалли çукран Гуларянсем ахальлинех каяççĕ. Эрменсем хăнасене çав тери тарават кĕтсе илнине илтнĕччĕ-ха. Ася та çакнах çирĕплетрĕ. Вĕсем хăнана апат-çимĕçпе йăтăнакан сĕтел хушшине лартмасăр нихăçан та кăларса ямаççĕ. Ку кăна мар, вĕсем патĕнче çĕр каçма та ÿкĕтлеççĕ. Уяв пулас тăк ку халăх çыннисем çичĕ кун та çичĕ çĕр савăннине пĕлетĕр-и? Шел, чылайăшĕ чи çывăх тăванĕсемпе те хутран-ситрен çеç хутшăнать. Эрменсем вара чи аякрисемпе те тăтăшах пĕрле пухăнаççĕ. Туй чухне нихăшĕ те айккинче юлмасть - çĕнĕ çемьене саламлама пурте килеççĕ.

Ася туй йăли-йĕрки пирки хаваспах каласа кăтартрĕ. Ку уява питĕ нумай çын пухăнать. Эрмен çамрăкĕсем туйччен пĕрле выртса тăмаççĕ. Унсăрăн намăс курасси те часах. Качча каякан хĕрĕн таса пулмалла. Çамрăксем пĕрле ирттернĕ каç хыççăн каччăн ашшĕ-амăшĕ тепĕр кунхине хĕрĕн çывăх çыннисем патне хĕрлĕ панулмисем йăтса пырать. Ку - лайăх арăмшăн, чысне упранă хĕршĕн тав туни. Хĕр пĕрлешичченех чысне çухатнă пулсан ырра кĕтмелле мар. Ася Гуларян кун пек чухне вăйлă харкашнă, упăшки арăмĕнчен çийĕнчех уйрăлнă тĕслĕхсене те илтнĕ. Эрменсем туя несĕлĕсен йăли-йĕркине пăхăнса ирттереççĕ. Каччăн амăшĕ ывăлĕпе кинне илемлетнĕ икĕ лавашпа кĕтсе илет. Ăна вăл çамрăксен хулпуççи урлă ывăтать. Çавăнтах икĕ турилкке хураççĕ. Упăшкипе арăмĕ вĕсене çапса çĕмĕреççĕ. Çакна тулли пурнăçпа, савăнăçпа, телейпе киленессишĕн тăваççĕ. Йăлапа килĕшÿллĕн, арăмĕ упăшкин хушаматне илмест, хăйĕннех хăварать. Ачисем вара ашшĕн хушамачĕпе çÿреççĕ. Асьăн амăшĕ те Гуларян мар - Борьян. Туйра тăванĕсем хĕре ылтăн алка-вăчăра парнелеме тăрăшаççĕ. Халĕ вĕсен пирĕн çĕршыври пек укçа парассине те йăлана кĕртнĕ. Эрменсен те каччăпа хĕрĕн çумĕсем пур. Анчах вĕсене хĕресне мăшăр теççĕ. Вĕсем туйра - чи хисеплĕ хăнасем, пулăшуçăсем. Каччăпа хĕре чи хаклă парне параççĕ. Çамрăк мăшăр çак çынсенчен ĕмĕр тăршшĕпех тĕслĕх илсе пурăнать. Ася Гуларян юлашки вăхăтра хутăш çемьесем тĕвĕленме пуçланине палăртрĕ. Эрмен йĕкĕчĕсем вырăс е урăх наци хĕрне качча илеççĕ. Эрмен хĕрĕ вара урăх наци çыннипе çемье çавăрни - сайра тĕслĕх. Ашшĕ тĕпренчĕкне ют халăх çыннине качча парасшăн мар. Ася та Шупашкарта пурăнсан та эрменпе çемье çавăрасшăн.

Эрменсемшĕн сывă ача çуратасси - малти вырăнта. Çут тĕнчене малтан ывăл килмелле. Анчах варта хĕр е ывăл тĕвĕленесси хĕрарăмран килмест-çке. Малтан хĕрача çуралсан та эрменсем тарăхмаççĕ. Хальхинче мар тăк тепрехинче ывăл çут тĕнчене килĕ. Эрменсем пĕр-икĕ ачапа çырлахмаççĕ. Вĕсен çурчĕ ача-пăча сассипе тулать. Умлăн-хыçлăн хĕр çуралсан та упăшкисем хуçăлса ÿкмеççĕ. Ывăл килессе кĕтеççĕ вĕсем. Ася кунашкал çемьене хăй те пĕлет. Çемье çут тĕнчене ывăл киличчен ача çуратнă. Арçын ача кун çути курать-и, хĕрача-и - эрменсем пысăк уяв хатĕрлеççĕ. Амăшĕ больницăран тухичченех ашшĕ тус-тăванне пухать, сĕтел тулли апат-çимĕç лартать. Ун чухне тăванĕсемпе кăна мар, урамĕпех савăнаççĕ. Ася - çемьери пĕрремĕш ача. Вăл çут тĕнчене килсен ашшĕ урамри мĕнпур çынна чĕнсе пĕр эрне уявланă. Эрменсен ачана тăванĕн ятне парасси йăлара. Ку - аслисене хисеплени.

Пурнăçра тĕрлĕрен пулать-ха, çапах эрмен çамрăкĕсенчен чылайăшĕ аслисенчен иртмест. Ывăлĕ-хĕрĕ çемье çавăрма шут тытсан ашшĕ-амăшĕ пулас мăшăрĕ пирки ытти çынран ыйтса пĕлет. Тепĕр чухне çывăх çыннисем ывăлĕ-хĕрĕ çуралсанах ун валли мăшăр тупса хураççĕ. Ытларах чухне ăна пĕрле лайăх хутшăнакан çемьерен суйлаççĕ. Ÿссен лешсем пĕрлешеççĕ, ашшĕ-амăшĕн сăмахне шута хума тăрăшаççĕ. Ася наци йăли-йĕркине ялта ытларах пăхăннине пĕлтерчĕ. Унта тĕпленнĕ çемьесенче, пуринче те тенĕ пекех, ача нумай. Çурчĕсем икĕ хутлă. Çемьесем выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ. Тупăш тăвассишĕн мар. Йăлтах - хăйсем валли. Килтех сыр, çу таврашĕ хатĕрлеççĕ.

Эрменсем чустаран тĕрлĕ çимĕç пĕçерме, тортсем хатĕрлеме юратаççĕ. Хăнасене наци апачĕпе тĕлĕнтереççĕ. Гата - ăшне тултарнă пылак çăкăр. Унпа туя, Çĕнĕ çула уявлаççĕ. Хĕрĕн каччăн килне пĕр карçинкка гата йăтса кĕмелле. Çĕнĕ çул уявĕнче вара кил хуçи хĕрарăмĕ ăна пĕçернĕ чухне ăшне тимĕр укçа хурать. Каснă чухне вăл çĕççе лексен çитес çул ăнăçсăр пуласса ĕненеççĕ. Çынна укçаллă татăк лексен вара вăл çулталăк тăршшĕпех телейлĕ пулĕ. Эрменсем час-часах далма пĕçереççĕ. Вăл голубцы евĕр. Ăшне сурăх какайĕ хураççĕ. Анчах далмана ытларах чухне купăстапа мар, иçĕм çулçипе çавăраççĕ. Уявра пирĕн пек салат нумай хатĕрлемеççĕ вĕсем. Хĕл валли вара темĕн чухлĕ банка хупаççĕ.

Эрменсем июль уйăхĕнче, шăрăх çанталăкра, Вардавар уявне паллă тăваççĕ. Вăл Мăнкун /вĕсен ку уяв пирĕннипе пĕр кун килмест/ хыççăн 14 эрнерен çитет. Ун чухне çынсем пĕр-пĕрне шывпа сапаççĕ. Никам та кÿренмест. Лăпкă утса пынă чухне ăнсăртран балконран пуç çине пĕр витре шыв тăкăнсан та тута тăсмаççĕ. Пачах тепĕр май - пурте савăнаççĕ, йăл кулаççĕ. Арçынсем кочари ташшине ташлама юратаççĕ. Эрменсен хăш-пĕр ташшинче арçынпа хĕрарăмăн пĕр-пĕрне перĕнме юрамасть.

Ася Гуларян çемйи Шупашкарта пурăнать пулсан та наци йăли-йĕркине пăхăнать. Эрменсем ытти халăх культурине йышăннине, çав вăхăтрах хăйсенне те манманнине палăртрĕ хĕр.

 

Рубрика: