Фермер утравĕ уçăлчĕ

24 Раштав, 2022

Паян Шупашкарти Гузовский урамӗнчи 17-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ "Пятерочка" лавккара "Фермер утравӗ" уҫӑлчӗ.

Унта республикӑри 16 фермер продукцине туянма пулать: сӗт юр- варӗнчен пуҫласа микро ешӗл пахча ҫимӗҫ таранах. Шӑпах пӗр кӗтесре экологи тӗлӗшӗнчен таса тӗрлӗ ҫимӗҫ пулни паян лавккана пынӑ ҫынсене питӗ килӗшрӗ те. Шупашкарта пурӑнакан 57-ри Марина ачалӑха лекнине палӑртрӗ: "Тӑпӑрчӑ печенийӗн тути пӗчӗк чухне ҫинӗ пекех. Анне кӑмакара кишӗр типӗтетчӗ, паян ӑна та тутанса куртӑм. Эпир качака сӗчӗ ӗҫсе ӳснӗ. Кунта тутанса куртӑм та - выльӑх шӑрши ҫук, питӗ тутлӑ. Хальхи ачасене те ӑна ӗҫме вӗрентмелле".

ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫакнашкал лавккасенче "Фермер утравӗ" уҫас ыйтупа малалла ӗҫленине каларӗ: "Тӗрӗссипе, халӑх ҫак фермерсене пурне те пӗлет. Кун пек "утравсем" ҫынсемшӗн те, фермерсемшӗн те лайӑх. Халӑх таса та сывлӑхшӑн усӑллӑ продукцие пӗр ҫӗрте туянма пултарать. Фермерсен таварӗ вара хӑйсемсӗрех сутӑнать". Олег Алексеевич малашне фермерсен мини-пасарӗсене те йӗркелессине палӑртрӗ.

"Фермерсен ҫимӗҫӗсене тутанса пӑхма май туса пани аван", - терӗ Марина. Ҫынсем сыра, сӗт-турӑха, печенипе булка таврашне ҫисе курсан касса патне черет тачӗҫ.

www.hypar.ru Ирина Алексеева сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас