Комментари хушас

19 Авăн, 2021

Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий паян сасӑлава хутшӑнчӗ

- Эпӗ - Раҫҫей гражданинӗ, ҫавӑнпа гражданла кӑна мар, яваплӑ тивӗҫе лайӑх кӑмӑлпа пурнӑҫлама килтӗм, - терӗ Савватий митрополит. - Туятӑп, пӗлетӗп, кашни ҫыннӑн граждан хастарлӑхне кӑтартмалла. Кандидатсене шанатӑп. Ҫынсем эпир халӗ йывӑр саманара пурӑнни пирки каланине нумай илтетӗп. Самана нихӑҫан та ҫӑмӑл пулман, пулмӗ те. Кашни ӑрӑвӑн - хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем. Пирӗн Раҫҫейӗн пысӑк пуласлӑх пулассине ӗненетӗп. Раҫҫей - мӑнаҫлӑ ҫӗршыв. Халӗ эпӗ ҫакна архиерей пек мар, хӑйӗн ҫӗршывне юратакан гражданин пек калатӑп. Чӑваш Ен ҫыннисене Турӑ яланах пиллесе, пулӑшса пытӑр, упратӑр. Чи кирли - пӗр-пӗрне хисеплӗр, юратӑр.

www.hypar.ru Ирина АЛЕКСЕЕВА сăн ÿкерчĕкĕ