Комментари хушас

1 Ака, 2022

Чирлисене пулӑшмаллах

Ыран - аутизмпа чирлӗ ачасем пирки информаци сармалли кун. Ҫавна май Ачасен реабилитаци центрӗнче ҫавра сӗтел иртрӗ, ҫак чирпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене хускатрӗҫ.

Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова сӑмах илчӗ, республикӑра аутизмпа чирлӗ 318 ача пурӑннине, шел те, вӗсен йышӗ ҫулсерен ӳснине палӑртрӗ, РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров пулӑшнипе Атӑлҫи тӑрӑхӗнче "Ментальное здоровье" проект пурнӑҫланнине асӑнчӗ. Республикӑри ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова ҫакнашкал ачасем пултаруллӑ пулнине, вӗсем аталаннине каларӗ. Унтан видео мелӗпе Мускаври аутизмпа чирлӗ ачасемпе тата аслисемпе ӗҫлекен "Наш солнечный мир" вӗренӳ центрӗн ертӳҫи Игорь Шпицберг ҫыхӑнчӗ. Вӑл аутистсен аталанӑвне хӑйӗн куҫӗпе курса тӑрать: ывӑлӗ те ҫак чирпе ҫуралнӑ, халӗ вӑл 34 ҫулта.

Пукане театрӗ те аутизмпа чирлӗ ачасене, вӗсен ашшӗ-амӑшне пулӑшать. Театр проекчӗсем грантсем ҫӗнсе илеҫҫӗ. Паян та унти ӗҫчен ашшӗ-амӑшӗпе мастер-класс ирттерчӗ.

Ҫавра сӗтеле килнӗ Любовь Андриянова сӑмах илчӗ. Вӑл ывӑлне вӑхӑтран чылай маларах ҫуратнӑ, ача 800 грамм ҫеҫ тайнӑ. Арҫын ача ытти чирсӗр пуҫне аутизмпа та аптӑрать. Вӗсем реабилитаци центрне тӑтӑшах ҫӳреҫҫӗ. Ачана унти тренажерсем питӗ килӗшеҫҫӗ, реабилитаци пӳлӗмӗнчен тухасшӑн та мар. Ҫавра сӗтеле килнӗ ашшӗ-амӑшӗ кунти специалистсем хӑйсен ӗҫне юратнине, яланах пулӑшма хатӗррине палӑртрӗҫ.

www.hypar.ru Ирина Алексеева сăн ÿкерчĕкĕ
 

Рубрика: