Archive - 18 Çу, 2017 - Тантăш

18 Çу, 2017

"Тантăш ", 19 (4536) №, 18.05.2017

18 Çу, 2017

Юмахри евĕр иртрĕ кун

Пирĕн Юнкă класĕ Валерий Федоров контр-адмирал ячĕпе хисепленет. Эпĕ унта вĕреннĕрен мăнаçланатăп, вĕренÿре çитĕнÿсем тума ăнтăлатăп.

Нумаях пулмасть «Тантăш» хаçатра эпир Мускава «Стройпа юрă смотрĕ. Çĕнтерÿçĕсен маршĕ» мероприятие кайни çинчен çырнăччĕ. Пире, юнга класĕнче вĕренекенсене, Артем Яковлева, Даниил Ефремова, унта илсе кайнăшăн, хĕрÿ ăмăртура пирĕн шкул кадечĕсем чи маттуррисем пулнăшăн чунтан хĕпĕртерĕмĕр. Валерий Андреевичпа тĕл пулса ăшшăн калаçнине нихăçан та манăçас çук.

18 Çу, 2017

Чăвашлăх варкăшĕ илсе килнĕ

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрпуç шкулĕнче чăваш кĕпи тăхăннă ачасем кĕтсе илчĕç. Ун чухне нимĕнле уяв та пулманччĕ, ятарласа редакци ĕçченĕсем килнĕ тĕле çапла тумланнă шăпăрлансем.

Уяв валли — кĕпе

18 Çу, 2017

Выльăх пăхассишĕн конкурса хутшăнма хатĕр

Таня 6 çулта шкула кайнă. Çулталăк та виçĕ уйăх аслăрах аппăшĕнчен юлас темен вăл. «Мана Аннапа пĕрле шкула ямасан хытă-хытă макăратăп», — тенĕ диван çинче йăваланса йĕрсе. Ăсĕ-тăнĕпе, кĕлеткипе лайăх аталаннине кура ăна шкула илнĕ.

18 Çу, 2017

Хÿтĕлеме те, хÿтĕленме те пĕлекен Азамат

Чăваш чĕлхи урокĕнче вĕрентекен унпа юнашар никама та ларт- масть — ыттисене пулăшасран хăрать ахăртнех. Пĕрремĕш чĕрĕкре ăна «йăлтах пĕлет» тесе вĕрентесшĕн те пулман, арçын ача пур- пĕрех уроксене çÿренĕ. Пурте ун пек пулсан-и? Тăван чĕлхе пĕтес хăрушлăх та тухса тăмĕччĕ.