Archive - Çурла 2017 - Тантăш

август 31st

31 Çурла, 2017

Салтакăн плащ кĕсйинче — шăл…

Красноармейски салинче пилĕк ачаллă çемьере пурăнакан Даниил Даниловăн ĕмĕчĕ ку çулла тĕпрен улшăннă. Мĕн пĕчĕкрен вăл полици ĕçченĕ пулма шухăшланă.

31 Çурла, 2017

Харьковран — Муркаша

Пурнăçра мĕн кăна пулса иртмест-ши? Харьковра пурăннă Карина Майстренко халĕ Чăваш Республикинчи Муркаш районне кĕрекен Хорнуй ялĕнче виççĕмĕш çул пурăнать. Вăл вун тăватă çулта, Муркаш шкулне тăххăрмĕш класа каять.

31 Çурла, 2017

Федор Павлов - тĕрлĕ енлĕ талант

Чăваш халăх культури ÿсĕмĕн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă пултаруллă писатель, ăста композитор Федор Павлович Павлов çуралнăранпа кăçал авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче 125 çул çитет.

август 24th

24 Çурла, 2017

Пур çĕрте те пултаруллă

Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине 2017 çулта илсе тăмашкăн пултаруллă çамрăксемпе чылай шкул ачи те тивĕçрĕ. Вĕсенчен пĕри — Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси шкулĕнче ăс пухакан Арина Васильева.

24 Çурла, 2017

Чăваш ачи — Норвегире

Пĕрисем Чăваш Республикине урăх çĕршывран пурăнма килеççĕ, теприсем вара — кунтан куçса каяççĕ. Шупашкарта çуралса ÿснĕ Олег Петров çулталăк ытла Норвеги çĕршывĕнче, Осло хулинчен инçе мар пурăнать.

24 Çурла, 2017

Пулă вырăнне — рак, тимĕр шапа

Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те вăлтапа пулă тытма пулать. Анчах çулла шыв хĕрринче ларма кăсăклăрах пек туйăнать.

Муркашра пурăнакан Данила Любимов та пулла кайма юратать. Вăл Шупашкарти техникумра вĕренет, банкра ĕçлекен специалист пуласшăн. Çу кунĕсем пуçлансан, экзаменсем хыççăн, ăна юхан шыв тĕлĕнчен киле хăваласа кĕртме çук. Унпа калаçмашкăн та манăн килне мар, Муркаш плотини патне кайма тиврĕ.

24 Çурла, 2017

Пыл хурчĕсенчен сарай хыçне пытаннă

Нумаях пулмасть пыл сăпасне уявларăмăр. Ун ячĕпе Муркашра тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Çавăнта тĕрлĕ çĕртен килнĕ хурт-хăмăрçăсем хăйсен хуçалăхĕсенче туса илнĕ çимĕçе сутрĕç. Вĕсен хушшинче пĕр ачана куртăм.

Pages