Пур çĕрте те пултаруллă

24 Çурла, 2017

Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине 2017 çулта илсе тăмашкăн пултаруллă çамрăксемпе чылай шкул ачи те тивĕçрĕ. Вĕсенчен пĕри — Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси шкулĕнче ăс пухакан Арина Васильева. Вун пĕрмĕш класа кайма хатĕрленекенскер чăннипех те хастар та хăюллă пулни унăн кашни сăмахĕнчен палăрать.

Арина 7-мĕшĕнчен кадет класĕнче вĕренме тытăннă. Унта вăл ашшĕ-амăшĕ хушнипе мар, чунĕ туртнипе кайнă.

— К а д е т тумне тăхăнсанах хама хальчченхинчен яваплăрах туйма тытăнтăм. Вĕренÿре те ытларах пĕлес килни ÿсрĕ, патриотлăх туйăмĕ аталанчĕ. Çак тум ятне ÿкерес марччĕ тесе ялан шухăшлаттăм. Районти олимпиадăсене, тĕрлĕ конкурса хутшăнатăп. Хăш-пĕр предметпа малти вырăнсене йышăнни те пулнă, — аса илчĕ Арина. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.