Харьковран — Муркаша

31 Çурла, 2017

Пурнăçра мĕн кăна пулса иртмест-ши? Харьковра пурăннă Карина Майстренко халĕ Чăваш Республикинчи Муркаш районне кĕрекен Хорнуй ялĕнче виççĕмĕш çул пурăнать. Вăл вун тăватă çулта, Муркаш шкулне тăххăрмĕш класа каять. Спортпа туслă хĕр пĕрчи, футболла выляма хавас. Чăваш Ене мĕнле куçса килнине унăн амăшĕ — Светлана Герасимова — каласа кăтартрĕ.

Унта ют пурнăçпа кăсăкланмаççĕ

Виçĕ çул каялла нарăс уйăхĕн вун тăваттăмĕшĕнче Светлана Алексеевна хăйĕн пулас мăшăрĕпе Интернетра паллашнă. Арçын Раççейри Чăваш Республикинче пурăннине пĕлсен Светлана хăвăртрах карттă çине пăхнă та тĕлĕнсе кайнă. Украинăра хулапа пысăк ял чылай, таçта пĕчĕк ялсем пурри ăна питĕ тĕлĕнтернĕ. Часах икĕ çамрăк пĕр чĕлхе тупнă, мăшăрланма шухăш тытнă. Хорнуйне çитес тесен Муркашран татах та малалла каймалла иккен. Куçса килме йывăр пулнă. Украинăра Светланăн амăшĕ, ашшĕ, аппăшĕ тата çитĕннĕ аслă хĕрĕ юлнă. Вăл Каринăпа пĕрле Чăваш Республикине вăхăтлăх çеç мар, пурăнмаллах килнĕ. Кунта пĕр-пĕрне пурте лайăх пĕлеççĕ, Харьковра вара ют пурнăçпа ун пекех кăсăкланмаççĕ. Çак уйрăмлăха вăл тÿрех асăрханă.

Каринăн амăшĕ часах Муркаш почтине ĕçлеме вырнаçнă, халĕ те çавăнта вăй хурать. Вĕсем тăван çĕршывĕнче икĕ çул ытла пулман, авăн уйăхĕнче пĕр эрнелĕх каясшăн-ха. Карина каланă тăрăх, ăна кунта килĕшет, тăххăрмĕш класс хыççăн вăл спорт шкулне вĕренме кĕрес ĕмĕтлĕ.

Чăваш апатне хăнăхайман

Украина çинчен каласа пама питĕ хавас хĕрача. Унта пурăнакансем мĕн пĕчĕкренех тутлă пĕçерме хăнăхаççĕ. Йăлана кĕнĕ çимĕçĕсене пур çĕршывра та пĕлеççĕ пуль. Тутлă кăшман яшки рецептне те каласа кăтартрĕ Карина. Ăна сыснан аяк пĕрчинчен хатĕрлемелле иккен, ашне сехет ытла вĕретмелле, кăшманне тепĕр савăтра пĕçермелле. Çав вăхăтра туранă суханпа терка витĕр кăларнă кишĕре çатма çинче ăшаламалла, кайран унта терка витĕр кăларнă хĕрлĕ кăшман хушмалла. Каярахпа çимĕçсене кастрюле ямалла та вĕретмелле. Çиме ларсан хăйма пирки те манмалла мар, унсăрăн кăшман яшки техĕмлĕхне туймастăн. Çакăнсăр пуçне Карина томат соусĕ хушнă фаршпа пăрăç та пĕçерме юратать. Украинăри йăлана кĕнĕ апатсен шутне тата салă кĕрет. Вăл тутлă çеç мар, питĕ усăллă та. Ăна çаплах çиме те, ăшалама та, пăрăçпа тата ыхрапа хутăштарма та пулать.

Тепĕр апат — киевла котлет. Ку тутлă çимĕçе ăçта кăна курма пулмасть-ши, ытти çĕршывра та юратаççĕ ăна. Тутлă пултăр тесен, паллах, тĕрĕс пĕçермелле. Чăваш апачĕ Каринăна тутăсăр пек туйăнать. Кукăль çиме те юратмасть вăл.

Йăли-йĕркипе мăнаçланать

Йăлана кĕнĕ уявсем пирĕннисенчен кăшт çеç уйрăлса тăраççĕ. Сурхури каçĕсенче ачасем килĕрен çÿреççĕ, юрă юрлаççĕ, урайне мăйăр, пăрçа, тырă сапаççĕ. Çавăн пек вĕсем кил хуçисене телейпе пурлăх-юрлăх сунаççĕ.Уншăн вĕсене канфетпа е урăх пылакпа сăйлаççĕ.

Н . В . Г о г о л ь х ă й ĕ н «Сурхури каçĕ» хайлавĕнче çак уявпа çыхăннă чылай кăсăклă самант пирки каласа кăтартнă. «Ку — асар-писер пулăмсен юлашки каçĕ, çавăнпа питĕ асăрхануллă пулмалла», — тенĕ унта. Тата çак хайлавра украин сăмахĕсем тăтăшах тĕл пулаççĕ. Унтах халăхăн кулленхи пурнăçне, тумтирне сăнласа кăтартнă. Каринăна çак калав питĕ килĕшет, пурне те ăна вуласа тухма сĕнет вăл. Сурхури каçĕнче вун икĕ апостола хисеплесе сĕтел çине вун икĕ тĕрлĕ апат лартаççĕ. Çемьепе пухăнса кĕлĕ вулаççĕ, вилнисене асăнаççĕ.

Чи аслă апат «кутья» ятлă. Ăна тулă пăттине пылпа, сахăрпа, мăйăрпа тата иçĕмпе хутăштарса хатĕрлеççĕ. Кăрлач уйăхĕн çиччĕмĕшĕнче вара вĕсем тĕрлĕрен кÿлепеллĕ пĕремĕксем пĕçерсе çиеççĕ. Çăварни кунĕсем те çапла хаваслă иртеççĕ. Малалла çичĕ эрне типĕ тытмалла, çавăнпа та çынсем тем те пĕр пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Çăварни икерчисĕр пуçне хуран куклине те кăмăллаççĕ вĕсем. Мăнкун валли ятарласа пылак кулач пĕçереççĕ, лавккаран туянмаççĕ. Каçхине нумайăшĕ чиркĕве каять.

Хăйĕн халăхĕн йăли-йĕркипе питĕ мăнаçланать Карина. «Çуралса ÿснĕ çĕршыва манса каймалла мар, ялан асра тытмалла», — тет ăна амăшĕ тăтăшах. Килĕнче вĕсем яланах украинла калаçаççĕ. Çапах та Карина чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче «пиллĕк» паллăсем илет, калаçма та, вулама та, çырма та пултарать.

Çак тумпа вăййа тухнă

Украин костюмĕ çинчен те каласа пачĕ хĕр ача. Арçын çи-пуçĕнче вырăс тата белорус тумĕсемпе пĕрпеклĕх нумай. Шăлаварпа йĕтĕн кĕпе йăлана кĕнĕ. Уйăрса илмелли паллăсенчен пĕри — кĕпе умĕнче тĕрĕ тата мăй патĕнче икĕ пайăрка пурри. Хĕрарăм тумтирĕ вара тата илемлĕрех. Шурă кĕпе нумай халăхăн пур, анчах кашниех ăна тĕрлĕрен капăрлатать. Украин çыннисем ун çине илемлĕ чечексем тĕрлеççĕ: мăкăнь, утмăлтурат. Çиелтен жилет тăхăнаççĕ. Чĕркуççирен вăрăмрах юбка вара хĕрлĕ е кăвак тĕслĕ. Унсăр пуçне пилĕк çинче хĕрлĕ пиçиххи пулмалла. Урана хĕрлĕ пушмак тăхăнаççĕ. Пуç çинче — илемлĕ кăшăл, унран тĕрлĕ тĕслĕ йăрпăксем каяççĕ.

Чăваш халăх культури ÿсĕмĕн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă пултаруллă писатель, ăста композитор Федор Павлович Павлов çуралнăранпа кăçал авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче 125 çул çитет. Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ, Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ тата «Хыпар» Издательство çурчĕн чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ çыравçа хисеплесе, унăн тĕрлĕ енлĕ талантне сума суса викторина ирттерет. Унта 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Хуравсене авăн уйăхĕн 16-мĕшĕччен «Тантăш» хаçат редакцине çырупа [Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 6-мĕш хут] е электрон почтăпа [tantas@list. ru] çитермелле. Ачасен хăйсен ячĕпе хушаматне, хăш шкулта тата миçемĕш класра вĕреннине чăвашла тата вырăсла çырса пĕлтермелле, телефон номерне кăтартмалла, текста компьютерпа пичетлемелле.

Викторина пĕтĕмлетĕвĕ республика вĕрентÿ институтĕнче иртĕ. Çĕнтерÿçе тата призерсене дипломсемпе, парнесемпе чыслаççĕ. Викторинăна хутшăннисене пурне те «Хыпар» Издательство çурчĕн сертификачĕпе хавхалантараççĕ. Çĕнтерÿçе тата ыйтусене туллин хуравланă пĕр призера Пукане театрне е Çамрăксен театрне спектакль курма 2 билет тÿлевсĕр параççĕ. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.