Комментари хушас

Чăваш халăх культури ÿсĕмĕн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă пултаруллă писатель, ăста композитор Федор Павлович Павлов çуралнăранпа кăçал авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче 125 çул çитет. Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ, Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ тата «Хыпар» Издательство çурчĕн чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ çыравçа хисеплесе, унăн тĕрлĕ енлĕ талантне сума суса викторина ирттерет. Унта 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Хуравсене авăн уйăхĕн 16-мĕшĕччен «Тантăш» хаçат редакцине çырупа [Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 6-мĕш хут] е электрон почтăпа [tantas@list. ru] çитермелле. Ачасен хăйсен ячĕпе хушаматне, хăш шкулта тата миçемĕш класра вĕреннине чăвашла тата вырăсла çырса пĕлтермелле, телефон номерне кăтартмалла, текста компьютерпа пичетлемелле.

Викторина пĕтĕмлетĕвĕ республика вĕрентÿ институтĕнче иртĕ. Çĕнтерÿçе тата призерсене дипломсемпе, парнесемпе чыслаççĕ. Викторинăна хутшăннисене пурне те «Хыпар» Издательство çурчĕн сертификачĕпе хавхалантараççĕ. Çĕнтерÿçе тата ыйтусене туллин хуравланă пĕр призера Пукане театрне е Çамрăксен театрне спектакль курма 2 билет тÿлевсĕр параççĕ.

Ыйтусем: Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.